«Иккĕмĕш кил вырăнĕнчех пулчĕ сирĕн ялăр...»

10 Нарăс, 2015

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă хăрушă вăрçă çĕршывăн анăç чиккинчи халăха питĕ пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Мирлĕ пурнăçпа пурăнакан çынсен тăван килĕсене пăрахса хĕвел тухăçнелле, Мускав еннелле куçса кайма тивнĕ. Май пулнисем çеç çапла тума пултарнă, нумай-нумай çын тарса тухаймасăр фашистсем ярса илнĕ çĕртех тертленнĕ. Вăрçă хĕрсе пынăçемĕн тăшман СССР территорине шаларах та шаларах кĕрсе пынă. Çавăнпа эвакуациленнĕ çынсен шучĕ ÿссех тăнă. Украинăран, Белоруссирен, Мускавпа Ленинград облаçĕсенчен, Мускав, Ленинград хулисенчен тарса тухнисене çĕршыв варринерех, Атăлпа Урал хутлăхнелле е тата аяккарах, ăсатнă.

Чăваш Республики те инкеке кĕрсе ÿкнисене хăй хÿттине илнĕ. 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнчех Чăваш АССР правительство комиссийĕ эвакуациленĕ халăха йышăнасси çинчен постановлени йышăннă. Июнĕн 29-мĕшĕнче эвакуациленисен пĕрремĕш ушкăнĕ Шупашкар чукун вокзалне килсе çитнĕ. Декабрь уйăхĕ тĕлне пирĕн республикăра 60633 çын - эвакуациленисем - пурăннă ĕнтĕ. Вĕсенчен 16586-шĕ - çичĕ çул тултаричченхи ачасем, 15 çулчченхисем - 10907-ĕн. Наци тĕлĕшĕнчен илсен - вырăссем, украинсем, белоруссем, еврейсем килнĕ. Ĕçлеме пултаракансен хушшинче çĕвĕçсем, пир-авăр тĕртекенсем, бухгалтерсем, учительсем, банкирсем, счетоводсем, официантсем, атă-пушмак ăстисем пулнă. 1926 çулччен çуралнă арçынсем çукпа пĕрех - пурте фронта тухса кайнă. Пирĕн тăрăха куçса килнисене ытларахăшне ялсене вырнаçтарнă. Кăна ăнланмалла: тарса килнисене тумлантармалла, çитермелле... Çемьере ĕçе юрăхлă çын пулмасан та пултарнă: ватă-вĕтĕ, пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем... Арçыннисем вăрçăра. Паллах, ялсенче алла юрăхлă ĕç, пурăнма кĕтес тупма çăмăлрах пулнă. Колхозсем ĕç вырăнĕ йĕркелессине, апат-çимĕçпе тивĕçтерессине хăйсем çине илнĕ. Урăхла пулма та пултарайман. Вăрçă вăхăчĕ вĕт, вăрçă йĕркипе, çирĕп саккунпа пурăннă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.