- Чăвашла верси
- Русская версия
Груша чирлерĕ
Виçĕм çул груша хунавĕ лартнăччĕ. Чĕрĕлчĕ, турачĕсем те хушăнчĕç, анчах тепĕр çулне йывăç çулçисем хăмăр тĕспе витĕнчĕç, унтан типсе çĕре тăкăнчĕç. Сентябрь тĕлне йывăç çап-çараччĕ ĕнтĕ. Мĕн пулчĕ-ши ман йывăçпа? Сиплеме май пур-ши ăна?
Нина Петрова. Çĕрпÿ районĕ.
Ахăртнех, грушăна кăмпа чирĕ - филлостиктоз ?улмуççипе груша çулçине ярса илекен хăмăр пăнчăллă чир% çулăхнă. Ку чир таçта та тĕл пулать. Çу кунĕсен иккĕмĕш çурринче ăшă та нÿрлĕ çанталăк тăрсан пушшех та вăйлă аталанать вăл. Груша çулçинче малтан уйрăм пăнчăсем палăраççĕ, кайран вĕсем пĕрлешсе сарăлаççĕ те çулçа лаппăшпех хупласа хураççĕ.
Инфекци çĕре ÿкнĕ çулçăпа пĕрле хĕл каçать. Çавăнпа ăна пухса çунтармалла. Çуркунне пуçламăшĕнче ?кăчкă сарăличчен% йывăçа 3 процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтмелле. Çулçă тухиччен тата кăчкă çурăличчен Раек препаратпа, çурхи-çуллахи тапхăрта Скор, Абига-Пик, ХОМ, Гамаир препаратсемпе усă курмалла.
Комментари хушас