Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă

13 Кăрлач, 2015

Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать

Никам та чемпион пулса çуралмасть. Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма чи малтан ашшĕ-амăшĕ, шкулти учительсем, унтан пултаруллă тренерсем вĕрентеççĕ. Пин-пин яшпа хĕртен чылайăшĕ ăста тренерсем пулăшнипе республика, çĕршыв, Европа ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Чи пултаруллисемпе вăйлăраххисем тĕнче чемпионачĕсене хутшăнаççĕ, Олимп тÿпине хăпараççĕ. Пирĕн республикăра паян тĕнче чемпионĕсемпе олимпçăсене хатĕрлеме пултарнă тренер сахал мар. Вĕсенчен чи мухтавли те сумли - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов.

Михаил Павлович 1955 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Элĕкрен 20 çухрăмри Яккушкăнь ялĕнче çуралнă. Мăн Ямашра 8 çул вĕреннĕ хыççăн Мăн Выла шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕччен Яккушкăньпа Ямаш тăрăхĕнчен пĕр паллă спортсмен та тухман. Çапах та çакă Элĕк хутлăхĕнчи ачасем спорта юратман, физкультурăпа туслă пулман тенине пĕлтермест. Миша Кузнецов ытти ача пекех шкула çÿреме пуçличченех хĕлле йĕлтĕр çине тăнă, каярах юлташĕсемпе пĕрле футболла выляма пуçланă.

Мăн Вылара вара физкультурăпа спорт çур ĕмĕр каяллах лайăх аталанма пуçланă. Çĕршывĕпе чапа тухнă пĕртăван Семеновсенчен чи асли - Василий - 20 çухрăма хăвăрт утассипе СССР спорт мастерĕн нормативне 1963 çултах пурнăçланă. Тепĕр темиçе çултан çĕршыв чемпионачĕсенче лайăх ăмăртса унăн шăллĕсем Геннадипе Виктор тата Мăн Выларах çуралса ÿснĕ Лидия Михайлова çак хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсем çинчен Миша Кузнецов Мăн Ямашри тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех илтнĕ.

Шăпах Мăн Вылари вăтам шкула çÿреме пуçлать вăтам пÿллĕ, çулне кура мар патвар Миша 1971 çулхи кĕркунне. Мĕн чухлĕ савăнăçпа кĕтмен самантсем пулаççĕ ун валли кунта! Вĕсен класĕн ертÿçи - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялне ĕçлеме килнĕ спорт мастерĕ В.Семенов. Виктор Семенович 9-мĕш класс ачисене физикăпа пĕлÿ панă, кăнтăрла иртсен физкультура урокне ирттернипех пĕрлех атлетика секцине ертсе пынă. Унта çирĕм яшпа хĕр çÿренĕ.

Каярахпа Шупашкарти çыхăну техникумĕнче тата институтра вĕреннĕ чухне Михаил Кузнецов çăмăл атлетика енĕпе Чăваш АССР чемпионĕ ятне темиçе хут тивĕçнĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. 1978 çулта СССР кубокне çĕнсе илессишĕн Латвири Клайпеда хулинче иртнĕ ăмăртура спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. Çавăн хыççăн тепĕр çулхинех аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк Шупашкарта А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхне ÿстерекен шкулта аслă тренерта ĕçлеме пуçлать. Унтанпа сисĕнмесĕрех, акă, 35 çул иртрĕ.

1992 çулта Испанири Барселонăра иртнĕ XXV Олимп вăййисенче унăн чи пултаруллă вĕренекенĕсенчен пĕри - Муркаш районĕнчи Исетерккă хĕрĕ, вăл вăхăтра Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводĕнче ĕçленĕ Валентина Егорова /Васильева/ марафонра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн хыççăн ăна тĕнчери чи пысăк çĕршывсене те чĕнме пуçларĕç. Чĕрĕк ĕмĕр каялла Совет Союзĕнче пăтрашуллă та шавлă самана пуçлансан вун-вун тренер тата пысăк квалификациллĕ специалистсем Америкăна е Европăри чи пуян хуласене пурăнма куçса кайрĕç. РСФСР тата СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ М.П.Кузнецов хăйĕн вĕренекенĕсемпе 40 ытла çĕршывра пулса курнă. Аякран таврăнсанах Михаил Павлович чи малтан киле васкать, пысăк спортра çитĕнÿсем тума вăй панă Элĕке çитсе курма тăрăшать. Вăл нихăçан та тăван Чăваш Енрен тата чăваш халăхĕнчен уйрăлман.

Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте Валентина Егоровăсăр пуçне вăл Хусанта пурăнакан XXIX Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионкине Юлия Зариповăна, ХХХ Олимпиадăн бронза призерне Татьяна Архипова-Петровăна, Европа чемпионкине Ольга Романовăна, Раççей чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă çăмăл атлетсене хатĕрленĕ.

Çак кунсенче пултаруллă ентешĕмĕр, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов 60 çул тултарчĕ. Паллă тренерăн юбилейне халалласа Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче унăн парнисене çĕнсе илессишĕн вăтам дистанцисене чупма юратакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Савăнăçлă парадра сумлă юбиляра чи малтан ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, Олимп вăййисене хутшăннă Алина Иванова, Олимпиада Иванова, Татьяна Архипова тата ытти вĕренекенĕ, юлташĕсем тата спорт ветеранĕсем саламларĕç. Çивĕч кĕрешÿре тĕп парнесене Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Владимир Попов, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Зинаида Антонова, Сергей Петров, Вера Васильева тата Тутарстанри Павлă районĕнчи чăваш каччи Олег Сидоров çĕнсе илчĕç.

n Петр СИДОРОВ,

РФ физкультурăпа спорт отличникĕ

Рубрика: