ЧИ ПЫСĂК НЕРВ
13 Кăрлач, 2015
Купарча нервĕ /седалищный нерв/ шыçсан чылай чухне пылпа карас çăмăллăх кÿреççĕ.
- Пылпа массаж тумалла. 300 грамм пыл янă савăта пысăкрах савăтри шыва /шыв мунчине/ лартмалла, вĕреме кĕртмелле, тумламăн-тумламăн 50 грамм спирт хушмалла. Унтан хутăша 15-30 минут хушши сивĕтмелле те унпа чирлĕ çын çурăмне сăтăрмалла. Çав вăхăтрах çурăма кăна мар, хулпуççисене, чавсасене, чĕркуççисене сăтăрсан тата лайăхрах. Ыратакан вырăнсене кăштах çатлаттарса илмелле. Процедура вĕçленнĕ тĕле ÿт патне юн пырса тулнипе çурăм хĕрелме кирлĕ. Массаж хыççăн ăшă шывпа çăвăнмалла, алшăллипе шăлăнмалла, çур сехет те пулин выртса канмалла.
- Пыл карасне кăштах ăшăтмалла, çемçерехскерне ыратакан тĕле хумалла, çиелтен полиэтиленпа витмелле, çăм тутăрпа çыхмалла. Компреспах çĕр каçмалла. Ир енне ыратни лăпланма пуçлать, 3-4 кун сипленсен йăлтах иртет.
Комментари хушас