Чăваш Енрен писнĕ

13 Кăрлач, 2015

«Хыпарăн» декабрĕн 9-мĕшĕнче тухнă «Валентина Терешкова чăваш халăхĕн кинĕ-и?» статья тĕрлĕ шухăш çуратать.

«Валентина Терешкова вăхăт тупсанах Чăваш Ене курма килетех», - тет А.Тукмаков. Ман шутпа - В.Терешковăн пирĕн тăрăха килес ĕмĕчĕ хупланнă пек туйăнать. Андриян Григорьевич çут тĕнчерен уйрăлсан ăна юлашки çула ăсатма та килмерĕ вĕт. Ун пек чухне пĕтĕм ĕçе пăрахсах çула тухаççĕ. «Питĕ кăмăллă, чăваш халăхне хисеплекен, питĕ хăватлă хĕрарăм» вунă çул хушшинче те /2004 çултанпа/ Чăваш Ене çитсе курма май тупаймарĕ.

«Вĕсене Никита Сергеевич Хрущев вăйпа пĕрлештернĕ», - тесе хуравланă тепри. Космонавтсен асилĕвĕсем тăрăх, Андриянпа Валентина тĕнче уçлăхне вĕçичченех пĕр-пĕрне кăмăлланă, кайран юратсах çемье çавăрнă. Çавă кăна. Никита Сергеевич Хрущева «Хыпарта» «КПСС Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ» тенĕ. Анчах «КПСС Тĕп Комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕ» тесе палăртмалла пулнă.

Валентина Терешковăна хăй вăхăтĕнче «Шуршăл кинĕ» тени вырăнлăччĕ. Ун чухне вăл Шуршăл каччипе пурăннă. Халĕ вара...

Г.ФЕДОТОВ.

Шупашкар хули.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.