Г.ФЕДОТОВ

13 Кăрлач, 2015

Чăваш Енрен писнĕ

«Хыпарăн» декабрĕн 9-мĕшĕнче тухнă «Валентина Терешкова чăваш халăхĕн кинĕ-и?» статья тĕрлĕ шухăш çуратать.

«Валентина Терешкова вăхăт тупсанах Чăваш Ене курма килетех», - тет А.Тукмаков. Ман шутпа - В.Терешковăн пирĕн тăрăха килес ĕмĕчĕ хупланнă пек туйăнать. Андриян Григорьевич çут тĕнчерен уйрăлсан ăна юлашки çула ăсатма та килмерĕ вĕт. Ун пек чухне пĕтĕм ĕçе пăрахсах çула тухаççĕ. «Питĕ кăмăллă, чăваш халăхне хисеплекен, питĕ хăватлă хĕрарăм» вунă çул хушшинче те /2004 çултанпа/ Чăваш Ене çитсе курма май тупаймарĕ.