Ырă пулăмăн сумĕ пысăк
Йышĕпе ултă пин çынна çывхаракан Шăнкăртам ялĕ районпа республикăра çеç мар, Раççейре те пысăк ялсенчен пĕри шутланать. Паян унталла та кунталла сарăлсах пыракан вăтăр сакăр урамра икĕ пине яхăн çемье тымар янă. Ял хушшипе выртакан çулĕ те самаях вăрăм: 39 çухрăма тăсăлать! Вырăнтах икшер пысăк вăтам шкулпа ясли-сад, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер, ветеринари пункчĕсем, лавккасем... Пĕринчен тепри хăтлă капмар çуртсем мĕне тăраççĕ! Урăхла каласан, çак яла пырса кĕрсенех халăх халсăр марри, ытлă-çитлĕ пурăнни сисĕнет.
- Пурнăç тени йывăрлăхсăр мар ĕнтĕ. Ăна вара Шăнкăртамсем йышпа парăнтарма хăнăхнă. Çак йăла паян-ĕнер çеç те çуралман. Çавăнпа та халăхпа кирек мĕнле ĕçе пуçăнма та çăмăл, - пуçларĕ калаçăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Айзатуллов. Сăмах май, Марат Минсеитович пысăк "лав" умне тăни тахçанах мар. Çапах та çамрăк пуçлăх ялти пĕтĕмĕшле йĕркешĕн тăрăшни сисĕнчĕ. - Ку чухне ял сăн-сăпатне улăштарас, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кÿрес тесен тĕрлĕ шайри программăсене хутшăнма май пурри пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе эпир пĕлтĕр вĕрентÿ тата культура енĕпе тăрăшса хушма кĕмĕллĕ пултăмăр, Ксыл Камышри ясли сада, Шăнкăртамри культура çуртне "тумлантартăмăр". Кăçал ялти пĕвене тĕпрен юсама тата çурт-йĕре комплекслă тата компактлă лартмалли программăсене хутшăнасшăн.
Юлашки çулсенче ялăн сăн-сăпачĕ çĕнелчĕ çеç мар, чылай тирпейленчĕ те. 7-8 çул каяллах Шăнкăртамри кашни урам тата тăкăрлăк вĕçне, çуртсен умне хулари евĕр çÿп-çап тăкмалли çаврака пĕчĕк тимĕр ешчĕксем вырнаçтарсан иккĕленÿ те çуралнăччĕ: ял халăхĕ çак йĕркене хăнăхайĕ-ши? Çуркуннехи-çуллахи кунсенче кашни çурт умне чечек кăшăлĕсем туса çеçкесем ÿстересси те иккĕлентернĕччĕ. Паян вара çак йĕрке вырăнти муниципалитетăн яланхи тимлĕхĕнче пулни кăмăллă.
- Ял халăхĕ урамсене тирпейлĕ те хăтлă тытас ыйтăва хăйсен пĕрремĕш тивĕçĕ тесе йышăнать. Халĕ эпир çын иртсе çÿрекен вырăнсене хур-кăвакала е ытти выльăха кăларса çăртарса çÿретместпĕр, кашниех урамсенче чи хитре чечексене çитĕнтерме тăрăшатпăр. Çак йĕркене пире унчченхи Р.Купкенов пуçлăх нумай хăнăхтарчĕ, - пĕлтерчĕ вăтăр çул ытла ял тăрăхĕнче специалистра тăрăшакан М.Закирова.
Шăнкăртамра куллен тĕл пулакан ыйтусене ăнăçлă та тивĕçлĕ татса пама пулăшакансен "çарĕ" те пĕчĕкех мар. Урам представителĕсем çеç - 94 çын! Унсăр пуçне ял тăрăхĕн депутачĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Ялта аксакалсемпе хисеплĕ çынсенчен йĕркеленнĕ общество канашĕ те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кашни уйăхăн юлашки вырсарни кунĕнче çавра сĕтел тавра пуçтарăнаççĕ. Ларусенче вара халăхра капланнă чи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ: тирпей-илем, урамсенчи каçхи çутă, ватă çынсен пăшăрханăвĕ, уйрăм çемьесен ыйтăвĕсем тата ытти те. Урăхла каласан чун хавхаланăвĕпе ĕçлекен урам представителĕсем ытти хăш-пĕр администрацири старостăсем пекех халăхпа влаçа пĕр тĕвве çыхăнтарса тăракан хастарсем шутланаççĕ. Çак ĕçе вырăнта чăнласах та лайăх йĕркеленĕ. Ларăва вара кирек кам та хăйĕн ыйтăвĕпе тухма пултарать. Нумай пулмасть, сăмахран, общество канашĕ пĕр çамрăкăн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Вăй питти арçынна ура çине тăма операци тумалла пулнă. Инкекри çынна çăлас тĕллевпе ял халăхĕ 3-4 сехет хушшинчех халăхран 130 пин тенкĕ пуçтарса панă. Çакнашкал сăваплă ĕçшĕн яланах кар тăрать ял çынни. Ырă ĕçĕн вара хакĕ те, сумĕ те пысăк.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тÿрремĕнех пурнăçламалли тепĕр полномочи - урамсене çутатассине йĕркелесси. Вĕсене ку чухнехи майсемпе çутатни ялта пурăнакансемшĕн хăтлăх тата вĕсен хăрушсăрлăхĕ кăна мар, вăл çынсен кăмăл-туйăмне те çĕклет.
- Ку тĕлĕшпе эпир урамсене энергие перекетлекен лампочкăсемпе çутасси çине майĕпен куçарса пыратпăр. Хальлĕхе Пушкин урамĕнчи юпасем çинче йăлтах çавăн пеккисем ялкăшаççĕ. Ку ĕçе те халăхăн пысăк ăнланулăхĕпе, пулăшăвĕпе пурнăçлатпăр, вырăнти бюджет укçипе энерги тăкакне пĕтĕмпех саплаштарма май çук, - терĕ кун пирки калаçу пуçарсан ял пуçлăхĕ.
Альбина ЕГОРОВА.
Патăрьел районĕ
Комментари хушас