- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пушăлла уттармаççĕ»
Вăтам çулсенчи хĕрарăм велосипед çине ларнă та аслă урампа вĕçтерсе пырать. Хулпуççийĕ урлă пысăк сумка. Пирĕн тĕле çитсен «хурçă учĕ» çинчен вăшт кăна сиксе анчĕ.
- Юр ÿкичченех велосипедпа çÿретĕп. Капла меллĕрех, - терĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамири Надежда Петрова. - Хĕлле вара хама кăна шанмалла. Юр хÿсе лартсан сукмак туса утни те пулкалать.
- Тарăн юр тăрăх почтальонăн тулли сумкине çакса çÿреме те çăмăл мар-тăр...
- Юлашки тапхăрта сумка та çÿхелсех пырать. Çапах хаçат-журнал çырăнакансем пур-ха. Ытларахăшĕ пенсионерсем. «Мĕншĕн хаксене çав тери ÿстерсе ячĕç-ши?» - тĕлĕнсе ыйтаççĕ манран. Çакăншăн хама айăпланăнах туятăп. Хăшне-пĕрне вара хак хăпарни те хăратмасть, юратнă хаçатсене пурпĕрех çырăнаççĕ. Акă Валентина Васильева мĕн астăвассах «Тăван Атăл» журнал илсе тăрать. Çитес çур çулшăн та çырăнчĕ. «Советская Чувашия» хаçата пĕртен-пĕр çын - 80 çултан иртнĕ Геннадий Дмитриев - кăна илсе тăрать. «Хыпар» çырăнакансем те пур. «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ» аван каять.
- Ача-пăча, çамрăксем хушшинче мĕнле хаçат-журнал ытларах сарăлать?
- Ашшĕ-амăшне ачисем валли те çырăнса пама асаилтерсех тăратăп. Вĕсене хаçат-журналтан пистерсен кайран вулакан-çырăнакан та юлмĕ. Яш-кĕрĕм «Çамрăксен хаçатне», «Чăваш хĕрарăмне» кăмăллать. Нумай çырăнаççĕ тесе калаймăн, анчах мана та пушăлла уттармаççĕ.
Лариса Никитина.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас