- Чăвашла верси
- Русская версия
Чĕре чиксен
17 Кăрлач, 2014
Чĕрепе пĕтĕмпех йĕркеллĕ маррине организм малтанах систерет. Çавăнпа ăна-кăна асăрхасан тÿрех тĕрĕсленме тăрăшмалла.
- Куç айĕ палăрмаллах тăртанни чĕре ĕçĕ пăсăлнине пĕлтерет.
- Чĕлхе айĕ кăвакрах тĕслĕ курăнать - чĕрепе юн тымарĕсем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ.
- Аслă .сĕмри çынсен чир пусса антариччен пĕр-икĕ кун маларах сулахай ури кăштах уксахлама пултарать.
- Каç енне ура хырăмĕпе пакăлчакĕ тăртанни каллех чĕрепе çыхăннă.
- Инфекци е вирус чирĕпе (грипп, ОРВИ) чирлесе ирттернĕ хыççăн сăмса çуначĕсене хĕрлĕрех кăвак сĕм çапни чĕрене йывăр тивнине пĕлтерет.
- Тута шурса кайни те асăрханмаллине систерет.
- Куç айĕн хĕрри усăнса тăни те чĕрешĕн йывăр. Çакă уйрăмах самăр çынсен палăрать.
- Янах шăммипе тута хушшинчи вырăн туйми пулни - миокард инфаркчĕ пуçланасса.
Комментари хушас