- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăтанман юмăç пулнă
Виç хĕрарăм пĕр пасар тенĕ. Коридор вĕçне пухăннă хĕрарăмсем хĕрсех тем пакăлтатнине кура вĕсем патне пытăм. Ак хайхи, тахçан, вунтăватă- вунпилĕк çул каялла, редакцире пĕрле ĕçленĕ хĕрарăм тăра парать. Пач та улшăнман: ыраш улăм пек саратнă çÿçне кăкăрĕ умне янă, тутине хĕп-хĕрлĕ писевпе сăрланă. Сăн-пичĕ çуталса-ялкăшса тăрать. Хулпуççи çине уртса янă кĕрен тĕслĕ сарлака пурçăн шарфĕ тата мĕнлерех хÿхĕм.
- Ай-уй, хăçантанпа курман сана, - ыттисенчен хăпса ман ума пырса тăчĕ хайхи. – Пĕлетĕн-и эпĕ халĕ камне?
Хулпуççине сиктернине кура малалла такăртаттарма тытăнчĕ.
- Астăватăн-и, сывлăхпа çыхăннă материалсем мана еплерех кăсăклантарнине. Ун чухнех çынсене сиплес килетчĕ. Виçĕ çул каялла ятарласа психологипе çыхăннă курс пĕтертĕм. Халĕ эпĕ те сыватма пултаратăп. Алă хăвачĕпе.
Унччен пĕрле ĕçленĕ хĕрарăм çине ним калама пĕлмесĕр пăхса тăратăп.
- Акă, ĕненместĕн пулсан кăтартма та пултаратăп, - тет хайхи ман хыçа тăрса. Аллисемпе ÿте çупăрланăн кĕлеткене перĕнтермесĕрех çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле куçарма пуçлать. Унтан вĕсене вĕçсе каясла сарать:
- Курса тăр, уçă варкăш килме пуçлать.
Аллисене çунат пек сарнăскер чăннипех те сывлăш хăвалама пуçлать. Пурçăн шарфĕ хумханса çеç тăрать.
Хăйне мухта-мухта, нумай çынна пулăшнине кала-кала «сиплет» тахçантанпах курман ĕçтешĕм. Хамăн вара кулас та, тарăхас та килет. Анчах иккĕмĕш туйăмĕ вăйлăрах. Кунашкал камите текех чăтса тăма хал çитменрен ĕç нумаййине персе пăрăнса утрăм. Чун пушанса юлчĕ. Вăтанман юмăç пулнă теççĕ. Улталанас тата улталаттарас текенсем пуррипе иртĕхеççĕ ахăртнех.
Алла хамăр хаçата тăтăшах çырса тăраканăн çырăвне илетĕп. «Пичете валли мар ку. Чуна уçса калани çеç, - тесе çырать вăл. - «Хресчен сасси» хамăн тăлăх пурнăçăмри юлташăм, чун ыратăвне те сана кăна калам. Хаçатри рекламăпа пĕлтерÿсен серепине лекнĕ хыççăн вĕсене курайми пулса çитрĕм. «Пăскăнчăка сиретĕп, пурнăçри мĕнпур йывăрлăхран хăтаратăп» текен çын мăшăрăм çĕре кĕричченех укçа сăптăрса пурăнчĕ. Вăл чăн-чăн шарлаттан пулнине арăм ĕмĕрлĕхех куçне хупсан çеç тавçăрса илтĕм. Шел, питĕ кая юлса ăнлантăм çакна».
Республикăри Шалти ĕçсен министерстви те чан çапать, çынсене асăрхануллăрах пулма сĕнет. Мускав ултавçисем радио урлă хăйсен çук таварне рекламăласа вун-вун çынна шăнман пăр çине лартнă иккен. Шар куракансем - ват çынсем. Нумаях пулмасть радиошулĕксен танатине Шупашкарта пурăнакан 75 çулти пенсионер та лекнĕ. Тĕлĕнтермĕш куçлăх илме ĕмĕтленсе хайхискер ултавçăсен счечĕ çине 90 пин тенкĕ ытла куçарнă. Куç çивĕчлĕхне пĕр самантрах ÿстерекен чаплă аппарат çинчен радиопа илтсен хĕрарăм «хĕрÿ лини» телефонĕпе шăнкăравланă. Пирвайхи 10 пин тенке вăл Мускавра регистрациленнĕ уйрăм çын счечĕ çине куçарнă. Çакăн хыççăн ултав çăмхи калама çук пысăк хăвăртлăхпа чăмăртанма пуçланă. Медицина таварĕсемпе тивĕçтерекен компани менеджерĕсем ват хĕрарăма мĕнпур чиртен сыватма диагностика тумаллине пĕлтернĕ. Çÿç пайăркипе чĕрне вĕçне ярса пама ыйтнă. Пенсионер вĕсен хушăвне пионерла тĕп-тĕрĕс пурнăçласа пынă. Мĕн чухлĕ ыйтнă - çавăн чухлĕ укçа куçарса тăнă. Хăйне тирпейлесе пытарма тесе пухса пынă укçи пĕтсен банка кайса кредит илнĕ. Паллах, нимĕнле тĕлĕн-термĕш куçлăхпа та тивĕçтермен ăна. Ултавçăсем çĕр çăтнăн çухалнă. Ват хĕрарăм халĕ полицирен пулăшу ыйтать. Анчах çак пăтравлă ĕçĕн вĕçне-хĕрне тухасси питĕ иккĕленÿллĕ.
Мĕн каласшăн: çăмăллăнах укçа тума май пурри, тар юхтармасăрах тутлă çиме, чаплă тумланма пултарасси хăшне-пĕрне çынлăхран кăларать. Намăс-симĕс куçа кĕменнине кура, хăйсен серепине лекес текенсем тупăнсах тăнипе хавхаланса çине тăрсах «ĕçлеççĕ» вĕсем. Шарфпа та хум яраççĕ, пĕлтерÿсем те параççĕ, радиопа та калаçаççĕ... Çил вĕçтернĕшĕн те укçа тÿлекенсем пур чух мĕншĕн айкашас мар теççĕ пулас.
Елена Николаева.
Комментари хушас