ЙĂЛАНА КĔРТМЕЛЛЕ

20 Чÿк, 2014

1. Пите массаж тумалла. Ку ÿте якатма, сыватма, ирхине çăмăллăнах вăранма, нумай вăхăт ĕçленĕ хыççăн ывăннине ирттерме пулăшать. Ирхине вырăн çинчен тăриччен алăсене пĕр-пĕринпе вĕриленичченех сăтăрмалла, унтан пите 12 хутчен массаж йĕрĕсемпе шăлса илмелле.

2. Куçсене çавăрттармалла. Ку çулсем иртсе пынă май куç витĕмĕ тĕтреленесрен хÿтĕлет, куç çивĕчлĕхне лайăхлатать. Куç улмисене 12 хут пĕр еннелле, 12 хут тепĕр еннелле çавăрттармалла. Унтан куçсене пĕр хушă хупса тăмалла та сарлакан уçмалла. Хăнăхтарăва кун тăршшĕпе темиçе те тума юрать.

3. Шăлсене шаккамалла. Ку вĕсене çирĕплетме, пародонтозран хÿтĕленме пулăшать. Çÿлти шăлсемпе аялтисене 36 хут çăмăллăн шаккакаласа илĕр. Шăлсем сывă мар, вĕсене шаккама май çук пулсан чĕлхепе тунисене асăрханса çулани те усăллă.

4. Хырăма хытармалла. Ку хырăмлăхпа сула ĕçне лайăхлатать, газ ытлашши пухăнасран сыхлать, пилĕке çинçетме пулăшать. Çурăма тÿрĕ тытса, урасене хĕреслентерсе лармалла, сăмсапа сывласа илнĕ чухне хырăма мăкăртмалла, çăварпа сывласа кăларнă чухне хырăма шалалла туртса кĕртмелле. 36 хут тумалла.

5. Пĕр вырăнта утмалла. Ку юна йĕркеллĕ куçма пулăшать, энергипе тивĕçтерет, лайăх кăмăл парнелет. Алăсене çÿлелле, ывăç тупанĕсене мачча патнелле çавăрса, çĕклемелле, чĕркуççисене май килнĕ таран çÿлерех йăта-йăта пĕр вырăнта утмалла. Темиçе минут пурнăçламалла.

6. Хăлхасене массаж тумалла. Ку шухăшлава уçăмлатать, пуç çаврăнсан пулăшать. Хăлхасене алăсемпе темиçе минут сăтăрмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.