СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕТМЕ - ӲСЕН-ТĂРАН «СĔЧĔ»
Выльăх сĕтĕнчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Пĕрремĕшĕнчен, унра холестерин, лактоза, крахмал, гормонсем, антибиотиксем çук. Иккĕмĕшĕнчен, ăна типĕ тытакан, организмĕ лактозăна йышăнман, ахаль сĕте аллерги пур çынсем ĕçме пултараççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, вăл тутлă кăна мар, питĕ усăллă та.
Мĕнле хатĕрлемелле
Технологийĕ кирек мĕнрен хатĕрлесен те пĕр евĕрлех: мăйăра, сăмсалантарнă тĕш-тырра, ӳсен-тăран вăррине лайăх çумалла, шыва ярса темиçе сехет ислентермелле, унтан шывне тăкмалла, блендера ярса таса шывпа хутăштармалла. Çăралăхĕ хăвăртан килет, 1 пай чĕр тавар пуçне 2-5 пай шыв илме пултаратăр. Унтан пулнă «сĕте» шывпа шĕветмелле.
Шыв мĕн чухлĕ ярасси чĕр тавартан килет. Тĕслĕхрен, мăйăртан тунине шыв ытларах хушмалла, мĕншĕн тесен мăйăр çуллă çимĕç, рис «сĕте» - сахалрах.
Малашне «сĕтпе» тем тума та пултаратăр: унта пылак улма-çырла /банан, манго, курага, финик, ытти/, пыл, сироп, какао, шăккалат, корица, ваниль хушма.
Çак «сĕте» час-часах кофене, чейе, мюслине хушаççĕ. Ĕне сĕчĕ вырăнне те усă курма юрать.
Пилĕк рецепт
Миндаль. Мăйăрта кальци, магни, цинк, марганец, тимĕр, фосфор, селен, В ушкăнри витаминсем, е витамин пур. Миндале малтан ислетсе вĕтетнĕ май çак пуянлăха организм унран чылай лайăхрах йышăнать. Унсăр пуçне миндаль - ӳсен-тăран белокĕн чи паха çăл куçĕ.
Миндаль «сĕчĕ» чи малтанах Е витамин нумаййипе усăллă. Е витамин антиоксидант пулнă май клеткăсене вăхăтсăр ватăлма памасть, организма ирĕклĕ радикалсен сиенлĕ витĕмĕнчен хӳтĕлет.
100 грамм миндале хупламалăх шыв ямалла, 4-8 сехет лартмалла. Унтан пирченĕ мăйăра 2 минута вĕрекен шыва ямалла та хуппине тасатмалла. Хуппипех хăварма та юрать, анчах кун пек чухне сĕчĕ шурă мар, сарăрах тĕслĕ пулать. Тасатнă миндале 1 стакан шывпа пĕрле блендера ярса лайăх пăтратмалла, унтан тата 2 стакан шыв хушса çавăрттармалла. Хатĕр «сĕте» марля витĕр сăрăхтарса тĕпĕнчие пăчăртаса юхтарма юрать. Каяшне салата, пăтта хушаççĕ.
Хатĕр «сĕте» сивĕтмĕшре 2-3 талăк упрама пулать.
Кавăн. Малтан шыва ярса ислетнĕ 1 стакан кавăн вăррине, 2 стакан шыва, темиçе финика, кăшт ванилина блендера ярса çавăрттармалла. Марля витĕр сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.
Кавăн «сĕтĕнче» ăс-тăн çивĕчлĕхне тата иммунитета лайăхлатма кирлĕ тимĕрпе цинк нумай. Çавăн пекех унра магни, фосфор, кальци пур.
Сĕлĕ. Унăн «сĕтĕнче» пахалăхĕпе выльăх белокне çывăх глобулин белок пур. Çу питĕ сахал тата клетчатка нумай. «Сĕте» хуппине тасатман е вĕтетнĕ сĕлĕрен, е геркулесран, пăрçа çăнăхĕ, е тĕрлĕ вăрлăх порошокĕ хушса, хатĕрлеме пулать.
Хупăллă сĕлле 1 апат кашăкĕ илсе пӳлĕм температуриллĕ вĕренĕ 2 стакан шыва ярса 8 сехет лартмалла, сăрăхтармалла.
«Сĕт» белокпа, юнри япăх холестерин шайне чакаракан бета-глюканпа пуян. Çавăнпа чĕре чирĕсенчен витĕмлĕ хӳтĕленме пулăшать. Панкреатитпа чирлесен уйрăмах усăллă.
Шĕшкĕ мăйăрĕ. Вăл миндальпе кешью пекех çуллă мар, çавăнпа унран «сĕт» хатĕрлеме шыв сахалрах кирлĕ.
1 стакан чĕрĕ мăйăра 1 стакан шыва ямалла, сивĕтмĕшре çĕр каçа лартмалла. Ирхине тата 2 стакан шыв, тутă кĕмелĕх пыл, ваниль, корица хушса блендерта çавăрттармалла. Марля е ала витĕр сăрăхтармалла.
Рис. «Сĕте» хăмăр рисран хатĕрлесен лайăхрах. Вăл питĕ тутлă тата выльăх сĕчĕ пекех усăллă пулать. Унра кальци, витаминсем нумай, çупа калори сахал.
Çак «сĕт» юнри холестерин шайне чакарать, сахăра йĕркеллĕ шайра тытса тăма пулăшать.
Пысăк мар кастрюле 1 литр шыв тата 1 стакан лайăх çунă рис ямалла, 1-2 кун лартмалла. Рис пĕрчисен çемçелмелле. Пĕтĕмпех блендера куçармалла, сахăр тата техĕмлĕхсем хушса çавăрттармалла. Марля витĕр сăрăхтармалла. Рис «сĕтне» хупă савăтпа сивĕтмĕшре упрамалла.
Комментари хушас