Çутçанталăк синкерĕ чăтăмлăхпа çаврăнăçулăха тĕрĕслерĕ
Чи пĕлтерĕшли - халăх лару-тăрăва ăнланни. «Халĕччен çут çанталăкăн кун пек синкерĕ пулнине курман, ас тумастпăр та», - шăпах çак шухăша палăртрĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ватă çынсем кăçалхи юпа уйăхĕнче пулнă инкек пирки сăмах пуçарсан.
Пурте ас тăватпăр: октябрĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран çулсем, электропередача линийĕсем, йывăçсем, çуртсем пăр сийĕпе витĕнчĕç. Йывăç турачĕсем пăр йывăрăшне чăтаймасăр хуçăла-хуçăла анчĕç: тротуарсемпе çулсене хупласа хурса иртен-çÿрене, транспорта чăрмантарчĕç, çывăхри машинăсем çине ÿксе вĕсене сиенлерĕç. Хĕллехи урапа çине куçма ĕлкĕреймен /çанталăк çапла хăвăрт сивĕтессе нумайăшĕ кĕтмен-ха та!/ автомобильсен хуçисене те пăрлă çул çинче çăмăлах килмерĕ. Проводсем пăрланнăран хулара троллейбуссем çÿреймерĕç. Электропередача линийĕсем чылай çĕрте татăлчĕç, юписем /çав шутрах тимĕр-бетонран тунисем те/ тÿнчĕç, çакна пула 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи - Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсенчи - ялсенчи çуртсем, çав шутра социаллă объектсем те, çутăсăр юлчĕç. Октябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне электричествăсăр юлнă çынсен шучĕ 100 пинрен те иртнĕ.
Юрать-ха çакăн пек йывăр самантра влаç органĕсем тата тĕрлĕ синкерпе кĕрешекен службăсем çухалса каймарĕç: аварисен сиенне пĕтерес тĕллевпе кирлĕ йышăну турĕç, хăйсен тивĕçĕсене таса чĕререн пурнăçларĕç. Республика Правительстви инкеклĕ лару-тăрăва малтанхи тапхăртанпах хăй тĕрĕслесе тăма пуçларĕ. Эрне кун каçхинех оперативлă штаб туса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 19-мĕшĕнче Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ, унта авари сиенне пĕтерес тата юсав енĕпе ĕçлекен мĕн пур служба представителĕсене явăçтарнă. Шăпах çав канашлура регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çак режима пăрахăçличчен ку ыйтупа кашни кунах видеоконференци ирттерчĕ. Оперативлă службăсен ертÿçисем тата шар курнă муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем юсав ĕçĕсем еплерех пынипе паллаштарчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран сиенленнĕ объектсене хăй те тĕрĕслерĕ, Шупашкар хулипе районне, Муркаш тăрăхне çитсе килчĕ. «Кашни çын электроэнергипе тепĕр хут туллин усă курма пуçламасăр регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçламăпăр», - терĕ Михаил Игнатьев.
Синкер сиенне пĕтерме хутшăннă пĕтĕм служба, организаци-предприяти, специалистсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Шăматкун, 18-мĕшĕнче, çанталăк сивĕтнĕрен электричество юписем тата хулăнрах пăрпа витĕнчĕç, çавăнпа вĕсем çине электромонтерăн тимĕр хатĕрĕпе хăпарма май килмен, линисене юсас тесен автовышкăпа усă курма тивнĕ. Ку ĕçе республикăри организацисенче пур пĕтĕм автовышкăна /60-а яхăн/ явăçтарнă. Электриксем çитменрен кÿршĕ регионсенчен пулăшу ыйтнă. Сывлăшри сиенленнĕ электропередача линийĕсене юсама Самар, Ульяновск, Пенза, Саратов, Чул хула, Оренбург, Киров, Владимир облаçĕсен, Мордва Республикин бригадисем килсе çитнĕ. Юсав ĕçĕсене пĕтĕмпе 94 бригада /474 çын/ хутшăннă, техникăн 143 единиципе усă курнă. Талăкĕпех ĕçлекенскерсене кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитернĕ. Пĕр талăкра çеç вĕсем /октябрĕн 19-мĕшĕнче/ 34 пин çынна электроэнергипе тивĕçтерессине çĕнĕрен йĕркелеме пултарнă, 5 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче юсава вĕçленĕ. Бригадăсем ытти кунра та ырми-канми ĕçлерĕç, çавна май çутăпа усă курма пуçланă ял-поселок шучĕ ÿссех пычĕ. Специалистсене синкерĕн малтанхи кунĕсенче пĕр çĕрти проводсене юсаса пĕтернĕ çĕре тепĕр тĕлти линисем çине-çинех татăлни те шиклентермерĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, чи малтан - сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене, электричество парас тĕллевпе синкерĕн пĕрремĕш кунĕсенче бензин, дизель генераторĕпе усă курнă, пушар хăрушсăрлăхне тата санитари нормисемпе правилисене тивĕçтермелли мерăсем йышăннă. Шкулсем çутăсăр тата ăшăсăр /электроэнерги çукран чылайăшĕнче котельнăйсем ĕçлемен/ юлнăран вĕренекенсене юсав вĕçлениччен кĕркуннехи каникула янă. Садиксене çÿрекен ачасен темиçе кун килĕнчех ларма тивнĕ.
Чи пĕлтерĕшли - темиçе талăк çутăсăр ларма тивсен те халăх нăйкăшманни, лару-тăрăва ăнланса йышăнни, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха çухатманни, çынсем пĕр шухăшлăн пулса, пĕр йыша чăмăртанса юсав ĕçĕсене - хуçăлнă йывăçсене касса тирпейленĕ, проводсене пăртан тасатнă çĕре - хутшăнни. «Çут çанталăк синкерне пула электричество юписем чалăшрĕç, вĕсене ял халăхĕ тĕревлеме ĕлкĕрнĕрен çеç пĕри те хуçăлмарĕ, çапах пирĕн те темиçе кун çутăсăр ларма тиврĕ. Фермăра ĕçлекенсем выльăха алă вĕççĕн апат пачĕç, шывне çăлран турттарчĕç», - каласа кăтартрĕ Муркаш районĕнчи Рыккакасси ял тăрăхĕн депутачĕ Венера Акимова. «Атăл çинчи МРСК» АУО специалисчĕсем 10 кВт напряжениллĕ линисене хута ярас тесе ырми-канми ĕçленĕ вăхăтра ялсенчи электриксем пĕчĕк вольтлă проводсене юсас енĕпе тăрăшнă. Аварисене пĕтерес ĕç еплерех пынипе паллашмашкăн эпир Шупашкар районне кайнăччĕ те - унти Çырмапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов вырăнти халăх вăй çитнĕ таран ĕçленине, ялсене тасатнине, тивĕçлĕ канури Владимир Иванов электрик çутă линийĕсене юсанине пĕлтернĕччĕ. Çакнашкал тĕслĕхсене кашни ял тăрăхĕпех илсе кăтартма пулать.
Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юсав ĕçĕсем кал-кал пынăшăн мĕн пур службăна, организаци-ведомство ертÿçисемпе специалисчĕсене чĕререн тав турĕ. Ку енĕпе пĕтĕм шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех кашни канашлурах республикăра пурăнакансене те лару-тăрăва ăнланнăшăн, тÿсĕмлĕ пулнăшăн, синкер сиенне пĕтерме хутшăннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăвăн режимне пăрахăçласси пирки калакан хушăва вăл октябрĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă. Çав кун 12 сехет тĕлне Чăваш Республикин халăх тивĕçтерĕвĕн тытăмне туллин ĕçе кĕртнĕ, синкер сиенне пĕтерес енĕпе пĕтĕм мероприятие пурнăçланă. Çак тапхăрта 515 ял-поселока электроэнерги тепĕр хут пама пуçланă /вĕсенче пĕтĕмпе 100964 çын пурăнать/, 94 шкула, 40 ача садне, социаллă сферăн 7 объектне ăшăпа тата çутăпа тивĕçтернĕ. Сăмах май, Мускав облаçĕнче 2010 çулта пăрлă çумăр çунăран 400 пин çын электричествăсăр тăрса юлнă, унта аварисене 13 кун иртсен тин пĕтерме май килнĕ.
Çапла, Чăваш Енре халĕччен пулман çут çанталăк синкерĕ вырăнти влаç органĕсемпе халăхăн чăтăмлăхĕпе çаврăнăçулăхне, кĕтмен лару-тăрура кирлĕ йышăну тума тата ĕçлеме пултараслăхне тĕрĕслерĕ. Республика ертÿçисем çухалса каймарĕç, шар курнă çынсене вăхăтра пулăшу кÿчĕç. Çакăншăн вĕсене кĕске вăхăтрах тепĕр хут электричествăпа усă курма пуçланисем чĕререн тав тăваççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас