Культурăллă-и эпир?

10 Кăрлач, 2014

Чăнах, культурăллă халăх-и эпир, Чăваш Енре пурăнакансем? Йĕри-тавра, хамăра пăхсан, çакăн пек ыйту хăех тухса тăрать. Шел, чуна лăплантаракан хурав пама пултараймастпăр. Мĕншĕн тетĕр-и?

Мĕншĕн тесен хальлĕхе эпир пысăк культурăллах мар. Çакна çирĕплетме вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пулать.

...Кунсерен пирĕнтен ытларахăшĕ автобус е троллейбус чарăнăвне васкать. Акă, автобус çитсе чарăнать те, пассажирсем пĕр-пĕрне чышса-хирсе унта кĕме васкаççĕ. Ватти-вĕттине таптаса хăварни те пулкалать. Этемле мар. Тискер чĕр чунсем пек. Пĕр-пĕрне хисеплеменни, сума суманни ку.

...Культура çуртĕнче дискотека пырать. Яшсемпе хĕрсем ÿсĕр, пĕр-пĕринпе вăрçăнаççĕ. Вăйă-ташăра йĕрке çук: пĕр-пĕрне тĕккелеççĕ, кăшкăрашаççĕ, шăхăраççĕ. Кунта ĕçлекенсем асăрхаттарнине хирĕç усал сăмахсемпе тавăраççĕ. Çакă культурăллă канни-ши?

...Панкрута тухас патне çитнĕ колхозра тракторист суха тăвать. Касăсем тансăр-тĕнсĕр, кукăр-макăр, плуг хыççăн шăйрăк çине шăйрăк юлать. Ăна культиваторпа тÿрлетсе çитереймеççĕ. Калча тикĕс шăтса тухаймасть. Кĕркунне тĕш тырă тухăçĕ япăх. Çакă пирĕн çĕр ĕç культури çуккине пĕлтерет.

...Ирхине кравать çинчен тăрсан вырăна тирпейлĕн пуçтарса хăварманнинчен пуçланать те пирĕн культурăсăрлăх каçхине ÿсĕрле, çăвăнмасăр, хура урапах çав вырăна кĕрсе выртнипе вĕçленет. Çапла кунран-кун. Аслисене кура ачасем вĕренеççĕ.

...Урам тăрăх силленсе утакан, хырăнман, питне çуман ÿсĕрсем хунаса кайни эпир культурăллă халăх пулнине пĕлтерет-и? Тĕрĕссипе, пирĕн культура шайĕ çулсерен чакса пыни чуна çÿçентерет. Халăх хаçат-журнал, кĕнеке вулама пăрахрĕ. Çакна хăшĕ-пĕри ĕç çыннисен шалăвĕ пĕчĕккипе сăлтавласшăн. Ĕç укçи совет тапхăрĕнче те каçса каймалла пысăк пулман, çапах та кашни çемьене 3-7 тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăнă, кашни килтех çемье библиотеки пулнă. Халĕ кĕнеке çÿлĕкне хваттертен кăларса пенĕ, ун вырăнне эрех сентрисем йышăннă. Лавккаран 200-300 тенкĕ тăракан çур литр эрехе туянса тухма хаклă мар, çав хаках тăракан хаçат-журнала çур çуллăха çырăнма вара хаклă. Сурнă халь халăх чун апачĕ çине, пыра хăватлипе чÿхесе пултăр. Вĕрентекенсем те хаçат-журнал çырăнса илме пăрахрĕç пулсан малашне мĕн кĕтмелле?

...Вунă-çирĕм çул каялла тулăх тыр-пулпа чуна савăнтарнă уй-хирсенче халĕ çум курăкĕ чашкăрса ÿсет. Хăш-пĕр уйсене вăрман хупласа илнĕ. Çакă никама та пăшăрхантармасть. Ĕçлеме пултаракан арçынсем тăван ялтан аякра – Мускавра, Чулхулара, Хусанта, Сочире – тарçăсем пек чи йывăр ĕçре тертленеççĕ. Аякран таврăнаççĕ те – пуçланать сапантуй. Ашшĕ-амăшне, мăшăрне, ачи-пăчине паллами пуличчен эрни-эрнипе эрех кÿпеççĕ. Тăван уй-хир шухăшĕ-и унта? Вĕсемшĕн унта хăть пĕр курăк ан шăттăр. Миçе тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илмелĕх укçа ĕçсе яраççĕ-ши, мăнтарăнсем? Пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнаççĕ пулин те, культурăллă çынсем тетĕр-и вĕсене?

Вунă-çирĕм çул каялла вĕсен аш-шĕсемпе амăшĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хăватне çĕклессишĕн ырми-канми ĕçленĕ, хĕлле те, çулла та. Хĕрÿ ĕç хыççăн культурăллă канма та пĕлнĕ. Эрехпе ашкăнман. Клуба кружоксене çÿретчĕç, спектакльсем, концертсем кăтартатчĕç, хут купăспа пулсан та ташă каçĕсем тĕлĕнмелле йĕркеллĕ, асра юлмалла, чуна канăçлăх кÿмелле иртетчĕç. Чăвашсен ĕлĕкхи вăйă картисене аса илер-ха тата. Куç ытарайми илем! Нимĕнле культура ĕçченĕ те йĕркелесе пыман вĕт çак вăйăсене. Çамрăксем хăйсене валли хăйсем хĕрÿ ĕç хыççăн чун канмалăх чăн-чăн Илем тунă! Халĕ пире кăна туса пар, ăна илсе пар, вара янттипе ташлатпăр. Укçа тÿлесе. Клубсенче мар, кафесенче. Клубĕсене хупса пĕтернĕ ĕнтĕ. Ял тăрăхĕсен тĕп ялĕсенче кăна Культура çурчĕ ларса юлнă. Шкулсемпе клубсене, медицина пункчĕсемпе библиотекăсене хупакан халăх культурăллă-и? Вĕсене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те хупман. Халăха ухмахлатас тĕллевлĕ юхăм пуçарса ярса культурăран пистерес хăрушла, тăшманла ĕç пырать. Çакăншăн чи малтанах Мускаври телеканалсем айăплă.

Хамăр тата? Пирĕн чăн-чăн культура çуккишĕн кам айăплă?

...Культура – питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ ăнлав. Кунта хăвна килте, обществăлла вырăнта йĕркеллĕ тытма пĕлнинчен пуçласа ĕçре, вĕренÿре, канура мĕнле кăтартни таранах кĕрет. Çавăнпа чи малтанах такамра айăп шырама пуçличчен (çынра айăп шырани те культурăсăрлăх палли) хамăра айăпламалла. Çемьере киревсĕр воспитани панă пулсан нимĕнле шкул та, клубпа библиотека та пирĕнтен культурăллă çын тăваймĕ. Хамăра хамăрăн çирĕп, пĕртен-пĕр тĕрĕс йĕркене хăнăхтарса пымалла. Пирĕнтен нумайăшĕ халĕ сÿтĕлсе кайнă. Демократи, ирĕклĕх тени темĕн те тума юранине пĕлтермест. Уйрăмах _ киревсĕррине. Эпир правасене "качать" тăватпăр, хамăрăн таса тивĕç çинчен маннă. Çапла-и?

Пысăк культурăллă пулас тесен йĕркеллĕ пулмалла. Пур енĕпе те.

Хальлĕхе çапла çеç. Хăвна шанса панă ĕçре чипер ĕçле, паха продукци туса кăлар. Вĕренетĕн пулсан – лайăх вĕрен. Вĕренни хăвăншăн, такамшăн мар. Халăхшăн усăллă ĕçсенче хастар пул.

Урамра хут пăрахса хăвартăн, эсĕ _ культурăсăр çын. Çынна сăлтавсăр кÿрентертĕн, юлташна е кÿрше кĕвĕçетĕн _ каллех. Ĕçре ÿрĕк-сÿрĕк, вĕренÿре тăрăшмастăн – культурăсăр. Тутана хĕретниех, куç харшине хуратниех, чĕрнене сăрланиех, шукăль тумланниех – эсĕ пысăк культурăллă çын пулнине пĕлтермест. Чун тасалăхĕ, хăвна кирек ăçта та йĕркеллĕ тытни, ĕçре, вĕренÿре, канура сăпайлă та хастар пулни, çынсене те килĕшмелле тумланни тата ытти эсĕ культурăллă çын пулнине çирĕплетеççĕ.

Çитĕ. Нумай калаçни те культурăсăрлăх палли. Çавăнпа та хамăрăн чи таса тивĕçе _ йĕркеллĕ çын пулма кирлине нихăçан та манар мар. Лайăх лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă теççĕ те – çемьере ачасене ырăпа усала уйăрса илме çине тăрсах хăнăхтарса пырар. Çак пархатарлă тивĕçе кунсерен пурнăçласа пымасан Раççейре чăн-чăн пысăк культурăллă çын та юлмĕ. Кая юлас марччĕ.

Валерий МУРАВЬЕВ, çыравçă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.