Ĕçлеме пĕлни тупăш кÿрет

22 Юпа, 2014

Ялти культура çурчĕ умĕнче çавăн чухлĕ чечек нихăш тăрăхра та курман эпĕ. Оранжерейăпа танлаштарма пулать. Тĕрлĕрен тĕрли куçа илĕртет. Лаптăка карта тытса та çавăрман. «Выльăх-чĕрлĕх таптасран та шикленмеççĕ», - шухăшларăм хам тĕллĕн.

Культура урамран пуçланать

Сăмахăм Йĕпреç районĕнчи Эйпеçри информаципе культура центрĕ пирки пырать. Çутă, таса зала кĕрсен татах тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Кунта та - чечек. Илеме юратакан çынсем ĕçлеççĕ клубра. Ахальтен мар кашни çуркунне сакăр ешчĕк чечек калчи çитĕнтереççĕ. Хăйсем валли çеç мар, ял халăхĕ валли те. Калча сутса кăштах укçа тăваççĕ. Паянхи самана çаврăнăçуллă çынна савать. Пурăнас тесен ĕçлемелле, нухрат тума пĕлмелле.

«Пире те план параççĕ, - терĕ Галина Железнова директор калаçăва пуçланă май. - Çулталăка 24 пин тенкĕ ĕçлесе илмелле, маларах 17 пинччĕ. Плана кашни çулах тултаратпăр».

Ялти культура çурчĕн плана мĕнпе тултармалла-ха? Унта-кунта концертпа тухса çÿреме автобус та çук унăн. Çитменнине вырăнти хуçалăх та саланнă пулсан. Ял-ял тăрăх çуран çÿреймĕн ялан. Ун пек чухне ирĕксĕрех вырăнта ĕçлесе илме тăрăшатăн. Галина Ивановна калашле «пуçа ĕçлеттерес пулать». Маларах культура ĕçченĕсем туйсене çÿренĕ. Халăх юрри-кĕввипе туй халăхне савăнтарнă. Халĕ ял çынни çакнашкал уявсене кафере ирттернĕрен йăла-йĕрке пăрахăçланнă. Юрать-ха, ял-йыш спектакль-концерта çÿреме пăрахмасть. Вĕсене укçалла йĕркелеççĕ пулсан та зал туллиех пулать.

Иртнĕ çул «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнса грант çĕнсе илнĕ, сцена тумтирĕ, çутăпа сасă аппаратури, аудио тата видеотехника тивĕçнĕ. «Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ», - савăнăçне пытармарĕ директор.

 

«Кĕпер» те, «Пилеш» те

Эйпеçсем ташлама кăмăллаççĕ. Ку тĕлĕшпе тăватă ушкăн йĕркеленнĕ. Ача садĕнчи шăпăрлансенчен пуçласа вĕренекенсем таранах çÿреççĕ вĕсене. Ташă кружокĕсене Галина Ивановна хăй ертсе пырать. Тăваттăмĕш çул кунта раштав уйăхĕнче «Хускану тата хавхалану» фестиваль иртет. Ачасемпе çамрăксем хаваспах хутшăнаççĕ унта.

Аслă ăру валли «Пилеш» фольклор ансамблĕ ĕçлет. Унта 16 çын çÿрет. Ытларах халăх юррисене шăрантараççĕ. Купăсçă çукки çеç ура хурать вĕсене. Илемлĕх ертÿçин шалăвĕ пĕчĕк пулнăран ку ĕçре çын тытăнса тăмасть. Арçынсем чылайăшĕ Мускава çÿреççĕ. Унтан таврăннă вăхăтра концертсене хутшăнма та ĕлкĕрет хăшĕ-пĕри. Çапла, çынна чун апачĕ те кирлех.

«Кĕпер» драма кружокĕ те ăнăçлах ĕçлет. Ытти çĕрти пекех спектакльсене хутшăнма арçын çук. Çавăнпа та пĕтĕм шанăç - хĕрарăмсенче.

«Ералаш» кружок вара ачасем валли. Кĕçĕн класра вĕренекенсем çÿреççĕ унта. Урăхла каласан, пукане театрĕ вăл. Галина Железнова пуканесене хăй çĕлет. Хальччен пĕчĕк артистсем «Çарăк», «Колобок», «Красная шапочка» юмахсене куракан умне кăларнă. Спектакльсене ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те килсе курать.

«Ал ăсти» кружока Нина Дмитриева ертсе пырать. Ял хĕрарăмĕсем эрнере пĕрре клуба çыхма-тĕрлеме пухăнаççĕ. Каярахпа хатĕр япаласенчен курав йĕркелеççĕ.

«Кунĕпех клубра эпĕ. Киле кайма вăхăт та çук манăн», - пĕтĕмлетрĕ калаçăвне Галина Ивановна. Ахальтен мар ĕнтĕ Эйпеçри информаципе культура центрне пĕр çулхине «Районти чи лайăх клуб» ята панă. Ертÿçĕ те чи лайăх культура ĕçченĕ пулса тăнă. Çак сумлă ятсем пĕлĕтрен ÿкмеççĕ. 13 çул директорта тăрăшаканскер культура çуртне хăйĕн кил-çурчĕ пек таса, хăтлă тытать. Паллах, кунта ытти ĕçченĕн тÿпи те пур. Акă, сăмахран, Валентина Кириллова 35 çул тирпейлÿçĕре тăрăшать. Пĕр-пĕринпе туслă çыхăнура ĕçлени вĕсене вăй-хăват паратех.

Валентина ПЕТРОВА.

Йĕпреç районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.