Çурт-йĕр çĕклентĕр, хушма хуçалăх аталантăр
Тăван хуламăрта иртнĕ «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче Владимир Путин Президент Чăваш Енри чылай ырă пулăмпа пĕрлех демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине те кăмăлпа палăртрĕ. Ахальтен мар çакăн пек хаклав: республика ертÿлĕхĕ ку енĕпе палăрăмлă ĕçлет.
Ырă пулăмра «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси» саккунăн та витĕмлĕ тÿпи пур паллах. Енчен те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра çак категорие кĕрекен 4975 çемье шутланнă тăк пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма, хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма çĕр лаптăкĕ илме кăмăл тунисен черечĕ майĕпен чаксах пырать. Ара, асăннă ыйтăва район администрацийĕсем те, хула округĕсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисем те кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Вĕсем валли 3154 çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ. Ку ĕç Шăмăршă, Пăрачкав, Канаш, Улатăр, Куславкка, Етĕрне районĕсенче уйрăмах аван пырать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти нумай ачаллă 2139 çемьене хуласен тулашĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерме шута илнĕ. Чылайăшĕ унăн хуçи пулса тăнă ĕнтĕ. Шупашкар районĕнче те сахал мар вĕсем - 520 ытла çемье. Кил-çурт çĕклеме, уй-хирте хушма хуçалăха аталантарма, килти хушма хуçалăх тата дача тума илнĕ çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 300 ытла гектарпа танлашнă.
Элĕксем ку енĕпе тăрăшуллă. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов нумай ачаллă çемьесен пысăк ушкăнне савăнăçлă лару-тăрура çакна ĕнентерекен сертификата панă. Ырă пулăмпа саламланă, демографи тăрăмне лайăхлатма тăрăшнăшăн тав тунă. Çак хисепе çав кун Писĕпри Даниловсен, Мăн Вылăри Кондратьевсен, Тури Татмăшри Сорокинсен, Павлушкăнь ялĕнчи Якимовсен, Çĕнкас Юнтапари Никоноровсен, Кивкас Юнтапари Ивановсен, Степановсен, Анаткас Çулавăçри Васильевсен, Семеновсен, Калининсен, Якунекассинчи Леонтьевсен йышлă çемйисем çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр тивĕçрĕç. Пĕтĕмлетерех каласан, нумай ачаллă 8 çемье /0,96 га/ - çурт-йĕр çавăрма, 5-шĕ /2,24 га/ хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕ илнĕ.
Районти ял тăрăхĕсенче виççĕ е ытларах ачаллă çемьесене тÿлевсĕр пама тата 57 çĕр лаптăкĕ /11,45 га/ хатĕрленĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕнчи черетре çак категорири 51 çемье шутланать. Çулталăк пуçланнăранпа 30 çемье, вăл шутран 16-шĕ - хушма хуçалăха аталантарма /6,9 га/, 14-шĕ - кил-çурт тума /1,79 га/, çĕр лаптăкĕллĕ пулса тăнă.
Эпир уйăрнă çĕр лаптăкĕпе хăш тăрăхра мĕн тĕллевпе усă курнипе кăсăклансан ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин çапла хуравларĕ: «Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, тĕрлĕрен усă кураççĕ. Тăвай, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенче, сăмахран, хушма хуçалăха аталантарасшăн, Çĕрпÿ, Муркаш районĕсенче, тĕп тата химиксемпе гидростроительсен хулисенчисем - çурт-йĕр çĕклесшĕн, ыттисем - Куславккасемпе Вăрмарсем, Сĕнтĕрвăррисемпе Шупашкарсем, Етĕрнесем вара - сад ĕрчетме, дача валли».
Юрий СТЕПАНОВ
Комментари хушас