Вăрмансен управлăхĕшĕн пысăк тав
Ĕнер Шупашкарта Вăрман хуçалăхĕн тата йывăç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.
Савăнăçлă пухăва Чăваш патшалăх академи драма театрне пухăннисем фойере Вырăс географи обществин республикăри уйрăмĕ йĕркеленĕ фотокуравпа паллашрĕç. Чăваш Енре вăрман 632,4 пин га, е республика территорийĕн 32%, йышăнать. Пĕтĕм лаптăкран лăсăллă йывăç — 32%, хытă çулçăлли — 22%, çемçе çулçăлли 44% шутланать. Вăрмана пăхса тăрас, йывăç лартас тĕлĕшпе бюджетăн 11 учрежденийĕ хăйĕн умĕнчи тĕллевсене пурнăçлать, вĕсенче 500-е яхăн çын тăрăшать, вăрманпа перекетлĕ усă курассине лайăх йĕркелет.
Учрежденисем плана çуллен тултарнăран вăрман пуянлăхĕ хушăнать, вĕсене тухăçлă ĕçлеттерес енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче кашни çулах сумлă вырăнсене йышăнать. Нацисен экологи рейтингĕ 2023 çулхи кĕркуннехи виçĕ уйăхшăн малти рете кăларнă 10 регион хушшинче пирĕн республика та пур.
Пухура учрежденисен ĕç-хĕлĕ çинчен ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтерчĕ. Отрасле аталантарма пулăшнăшăн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ, Правительство учрежденисене укçа-тенкĕ вăхăтра тата палăртнă чухлĕ уйăрнăран юлашки çулсенче министерство чылай ыйтăва татса панине, кăçал пирĕн вăрман хуçалăхĕсене федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа пĕлтĕрхинчен чылай ытларах куçарнине палăртрĕ.
Иртнĕ çулсенче «Экологи» наци проектне пурнăçласа учрежденисене модернизацилес, цифрăлас, вăрман фондне вут-кăвартан хÿтĕлес, йывăçпа производствăра усă курма май туса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă. Юлашки тапхăрта вĕсен умне тĕрлĕ йывăрлăх чылай тухса тăнă пулин те пирĕн вăрманçăсем патшалăх заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланă. Кăçалхи 8 уйăхри кăтартусем япăх мар. Учрежденисене вут-çулăмпа кĕрешмелли техникăпа туллин тивĕçтернĕ, вăрманçăсем тимлĕ пулнăран пушар пысăк лаптăксене сиенлеймен.
Федерацин «Вăрмансене упрасси» проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать, вăрмана пушартан, чир-чĕртен хÿтĕлес енĕпе те республика хăйĕн кăтартăвĕсене лайăхлатнă. Иртнĕ пилĕк çулта 6,3 пин га çинче çĕнĕ вăрман хывса хăварма май килнĕ, ку ĕçе кăçал малалла тăсаççĕ.
Министерство ертсе пынипе вăрман комплексне 2030 çулччен аталантармалли стратеги проектне хатĕрлеççĕ, экологипе кану хутлăхĕсем тăваççĕ, Йĕпреç вăрманлăхĕнче вăрман культурисен хунавне вăрăран шăтарса çитĕнтермелли центр уçма палăртнă. Министерство Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕнче тавралăха ешĕллентерес, упрас, çут çанталăк ресурсĕсемпе перекетлĕ усă курас, экологи культурине обществăра çирĕплетес тĕлĕшпе кăçал тĕрлĕ шайра мероприяти нумай ирттерет. Авăн уйăхĕнчен Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕнче студентсем «Вăрман тата вăрманпа парк хуçалăхĕ» специальноçа вĕренме тытăннă.
Вăрманçăсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ, çуллен хунав лартса вăрман фондне пуянлатнăшăн, çĕршыв шайĕнчи лайăх кăтартусемшĕн, вăрмансенче пушарсене алхасма паманшăн тав турĕ.
— Лайăх çак енсем эсир тухăçлă ĕçленине, ĕçе юратнине кăтартаççĕ, — терĕ вăл. — Юлашки çулсенче эпир пĕрле учрежденисен техникăпа пурлăх никĕсне палăрмаллах çирĕплетрĕмĕр, отрасле çĕнĕ технологисем кĕртрĕмĕр, çĕнĕ майсемпе усă курма тытăнтăмăр. Çак ĕçсем Владимир Путин Президент хушнипе Раççей Правительствин йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрсе пычĕç.
Олег Алексеевич федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа вăрман учрежденийĕсенче тухăçлă усă курнине, республика бюджетĕнчен те пулăшнине палăртрĕ, отрасльте цифра технологийĕсемпе анлăрах усă курма пуçланине, çавна пула чылай ыйтăва хăвăрт татса панине ырларĕ.
Пухăннисене Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тата федерацин Атăлçи округĕн вăрман хуçалăхĕн департаменчĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Ковалев та саламларĕç. Вăрманçăсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕç.
Комментари хушас