Хула кунне хатĕр
Правительство çуртĕнче Шупашкар 555-çуллăхне халалланă мероприятисене хăрушсăрлăх енчен тивĕçтерес ыйтусемпе йĕркеленĕ канашлу иртрĕ.
Кирек епле мероприятие те тĕплĕн хатĕрленмелле. Пысăк калăпăшлă уявсем вара йĕркелÿçĕсенчен тата пысăкрах яваплăх ыйтаççĕ. Шупашкарта пурăнакансемпе тĕп хуламăрăн хăнисене савăнтарма кăсăклă программа хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Анчах кунпа çеç çителĕксĕр. Халăх йышлă пухăнакан вырăнта хăрушсăрлăхпа та тивĕçтермелле. Шăпах çакнашкал ыйтусене пăхса тухрĕç те Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков ирттернĕ канашлура. Унта республикăри вăй структурисен представителĕсем те хутшăнчĕç.
Ÿсĕр çын уява илем кÿместех. Çавăнпа мероприяти пуçланиччен икĕ сехет маларах тата пĕтĕм мероприяти вăхăтĕнче эрех-сăра сутма чарĕç. Унсăр пуçне çын сывлăхне сиен кÿме пултаракан япаласем сутакансемпе ăнлантаруллă калаçу ирттерме сĕнчĕç. Мероприятие курма пыракансене яланхиллех тĕрĕслев витĕр кăларĕç.
Кăçал фейерверксен фестивалĕ пулмĕ. Апла пулин те курса киленмелли тупăнатех. Дамбăна, Анне палăкне, çуран каçмалли кĕпере çутă иллюминацийĕпе илемлетме палăртнă.
ÇÇХПИ ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсем валли ятарлă вырăн уйăрма сĕннĕ. Апла пулин те уяв курма пыракансен хăйсен автомобилĕпе мар, общество транспорчĕпе пырсан аванрах, унсăрăн пурин валли те вырăн çитмĕ.
www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас