- Чăвашла верси
- Русская версия
Кучченеç кутамкки тулнăпа пĕрех
«Ман пата çынсем ĕçпе кăна мар, кăмăла уçма та шăнкăравлаççĕ. «Паян канмалли кун пултăр-ха», - тесе телефона сÿнтерсе те пăхатăп. Анчах... чăтаймастăп - 1-2 сехетренех ярса тытатăп ăна. Экран çутăлсанах темиçе СМС килсе çитет. Апла тăк телефон ĕçлемен вăхăтра та эпĕ такама кирлĕ пулнă», - пуçлать калаçăва ЧР салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Лариса Егорова. Эпĕ кашнинчех унăн ырă кăмăлĕпе çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Инкеке лекнисем тÿрех ун патне тĕрев шыраса пыраççĕ. Вут-çулăм алхаснине пула килсĕр-çуртсăр юлнисене те, нушаллă пурăнакансене те пулăшма май тупать вăл. Çавна май ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелет. Лариса Ивановна пуçтарнă япаласем хăйсен çĕнĕ хуçине тупасси пĕрре те иккĕлентермест. Пĕррехинче вăл хăйĕн пушмакне те пĕр хĕрарăма тăхăнтартса янă. Чăнах, кашни çыншăн ыратать унăн чунĕ.
Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçипе тĕл пулма васкани пирки ача-пăча хула 3-мĕш больницинчи Наталья Петрова тухтăра каласа кăтартрăм. «Хĕрĕмĕн пĕчĕкленнĕ япалисене пуçтарса хунăччĕ. Вĕсене Лариса Ивановна патне çитерсем», - терĕ сывлăх сыхлавçи. Çавăнпах хальхинче сумкăпа çитсе тухрăм Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьеле.
Пурне те пулăшма хатĕр Лариса Егоровăна чиркÿсем, мăнастирсем укçа параççĕ. Унпа парне туянать вăл. Çавнашкалах грант çĕнсе илни ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшать ăна. Кăçал, тĕслĕхрен, общество организацине федераци, республика хыснисенчен укçа куçарса панă.
Салтак амăшĕсен комитечĕ çĕр-шыв сыхлавçисене Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсемпе саламласшăн. Çавăнпах Лариса Егорова кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче çула тухма хатĕрленет. Хальлĕхе 15 салтак амăшне валли те билет туяннă. «Ыттисем те ман пата шăнкăравлаççĕ, вĕсем те çар чаçĕсене çитсе килесшĕн», - ăнлантарать ертÿçĕ. Каллех вокзала çул хывать Лариса Ивановна. Канăçсăр амăшĕсене хĕсметри ывăлĕсемпе курнăçтарасшăн хĕрарăм.
Вĕсене Смоленскри, Калининград облаçĕнчи, Псковри, Чулхулари çар чаçĕсенче кĕтеççĕ ĕнтĕ. Пушă алăпа çула тухмĕç салтак амăшĕсем. Парне кутамкки йывăрланнă. Ăна тултармашкăн вулакансенчен те пулăшу ыйтать Лариса Ивановна. Çĕр-шыв сыхлавçине кирлĕ япаласем парса яракана пуç тайса тав тăвĕ вăл. Ун урлă салам каласа яма май пур. Парнепе савăнтаракана салтаксем те ырăпа аса илĕç.
Мария РОМАНСКАЯ.
Комментари хушас