Нимĕн те канăçсăрлантармасан та врач патне çÿремелле-и?
Паллах! Ку вăл – диспансеризаци
Йывăр чылай чир вăрах тата симптомсăр аталанма пултарать. Чир аптăратма пуçличченех хамăр сывлăх пирки пăшăрханасси — йĕркеллĕ тата тĕрĕс!
Чăваш Республикинче ОМС тытăмĕнче граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программипе килĕшӳллĕн граждансем профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне тата диспансеризаци тухма пултараççĕ.
Профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевĕ — чирсене, вĕсем аталанас хăрушлăха маларах тупса палăртма ирттерекен медицина тĕпчевĕсен комплексĕ.
Диспансеризаци — мероприятисен анлăрах комплексĕ. Унта профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевĕ, çавăн пекех тĕпчевсен хушма меслечĕсем кĕреççĕ. Вĕсене çын сывлăхне хаклама йĕркелеççĕ, халăхăн уйрăм ушкăнĕсем тĕлĕшпе пурнăçлаççĕ.
Диспансеризацин тĕллевĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
— чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, усал шыçăсене, сахăр диабетне, ӳпкен шала кайнă чирĕсене маларах тупса палăртасси. Урăхла каласан, çак шутра инвалида тухассине, çынсем ир вилессине сăлтавлакан, шала кайнă чирсем кĕреççĕ;
— чирсен тĕп сăлтавĕсене тупса палăртасси, вĕсене пĕтересси. Çак шутра — артерин пысăк пусăмĕ, юнри холестерин тата глюкоза виçи пысăкки, пирус туртни, эрех-сăрапа иртĕхни, тĕрĕс мар апатланни, хусканусем туманни, кĕлеткен ытлашши виçи, çавăн пекех врач палăртмасăрах наркотиксемпе тата психотроплă хутăшсемпе усă курас хăрушлăх.
Асăрхăр: 18-39 çулсенчи ĕçлекен граждансем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермешкĕн 3 çулта пĕрре кану кунĕ илме пултараççĕ. 40 çула çитсен граждансен диспансеризаци тухмашкăн çуллен пĕр кун кану кунĕ илмелли право пур.
Çапла тумашкăн ĕç паракан ячĕпе заявлени çырса памалла. Çак кунпа усă курăр — хăвăрăн сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн диспансеризацие кайăр.
Пенси умĕнхи тата ватлăха пула, стаж çитнипе пенси илекен çынсен çулталăкра пĕрре 2 ĕç кунĕ ĕçрен пушанмалли право пур — вĕсен ĕç вырăнĕ тата ĕç укçи упранса юлать.
Енчен те ОМС тытăмĕнче страхланнă, анчах 40 çула çитмен çын хăйĕн сывлăхне çуллен тĕрĕслеттересшĕн пулсан унăн профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевĕнче пулмалли ирĕк пур. Ку мероприяти тĕллевĕ те диспансеризациннипе пĕрех: чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатасси. Диспансеризаципе танлаштарсан тĕпчевсен шучĕ пĕчĕкрех пулин те вĕсем пурпĕр сывлăхăн тĕп кăтартăвĕсене пырса тивеççĕ.
Çакă пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактиа тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тӳлевсĕр тухма пулать — паспорт тата ОМС полисĕ (е полис çинчен çырса илни) пĕрле пулмалла.
Енчен те юлашки 12 уйăхра эсир диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те пулин анализсем панă е тĕпчевсем тутарнă тăк вĕсен кăтартăвĕсене тĕрĕслев вăхăтĕнче шута илме пултараççĕ. COVID-19-па чирлесе ирттернĕ граждансем тĕплĕ диспансеризаци программине хутшăнма пултарасси çинчен те аса илтеретпĕр. 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлекенскер, вăл стандартлă диспансеризацие улăштармасть, ăна анлăлатать, унта хушма тĕпчевсем кĕреççĕ. Программа тĕллевĕ — çын организмĕнчи коронавирус инфекцийĕ сăлтавланă улшăнусене тупса палăртасси, сывлăх япăхланассине сиресси.
Тĕплĕ диспансеризаци ирттернĕ чухне 2 çул ытла медицина пулăшăвĕ ыйтман граждансем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк. Унсăр пуçне медицина карттинче коронавируспа чирлесе ирттернине палăртман граждансем хăйсем пуçарнипе тĕплĕ тĕрĕслев тухма пултараççĕ. Çапла тумашкăн сирĕн çирĕплетнĕ медорганизаци ертӳçин ячĕпе хăвăршăн меллĕ формăпа ыйтса çырмалла.
Тĕплĕ диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх пациента çирĕплетнĕ йĕркепе диспансер енĕпе шута илме пултараççĕ, тивĕçлĕ кăтартусем пулсан сиплеççĕ е медицина реабилитацийĕ ирттереççĕ.
Профилактика мероприятийĕсенче пулмалли çинчен граждансене страхлакан организаци СМС-пĕлтерӳ мелĕпе йыхравсем ярса, телефонпа, çынсем страхлакан компанисен офисĕсене пырсан пĕлтерет.
Диспансеризаци çынсене сывлăха упрама, шала кайнă чирсенчен сипленме, сывлăх тата хавшасран сыхланма хистекен мера пулса тăмалла. Диспансеризаци хăй кăна, малалли утăмсене тумасан, çыннăн паянхи сывлăх лару-тăрăвне шута илни кăна пулать. Диспансеризаци çыннăн малашнехи утăмĕсем ăна пурнăçăн хушма çулĕсене парнелессине тивĕçтерме кирлĕ.
Хăвăрăн сывлăхăршăн тăрăшăр — тӳлевсĕр профилактика мероприятийĕсене кайăр, сывлăх кăтартăвĕсем нормăра пулнине курса ĕненĕр, йывăр чирсен пирвайхи курăнман паллисем асăрхамасăр ан юлччăр!
Комментари хушас