Владимир АНДРЕЕВ: "Эпĕ экватор урлă 2-3 хут та утса çаврăннă-тăр"...
"Олимп медальне хĕрĕме халалларăм"
Владимир Васильевич Андреев 1966 çулта авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Яманчурелте çуралнă. Çăмăл атлетика енĕпе РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ. Шупашкарти энерготехникумран, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăксен вăййисен /1989/, СССР чемпионĕ /1989/, «Русская зима» ăмăртусен кĕмĕл призерĕ / 1992/, XXY Олимп вăййисене хутшăннă, Тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ /1993/, Раççей чемпионĕ /1993/, Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /1994/, Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ /1995/, Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ /1998, 1999/, 20 çухрăма хăвăрт утассипе Тĕнче Кубокĕн бронза призерĕ, Севилья хулинчи /Испани/ Тĕнче чемпионатне хутшăннă /1999/, Сиднейри XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕ, 20 çухрăма хăвăрт утассипе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /2000,2002/, 35 çухрăма хăвăрт утасссипе Раççей призерĕ /2001/, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /2002/, Тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ /2002/, Европа V Кубокĕн бронза призерĕ /2003/, Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /2004/, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2000/, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ.
- Аван-и! Мĕнле пурăнать паян Владимир Андреев? Сирĕн пирки юлашки вăхăтра хаçат-журналта питех çырманччĕ пулас...
- Ку çултан Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 8-мĕш спорт шкулĕнче администраторта ĕçлетĕп. Маларах «Спартакри» пăр керменте заведющи пулнă. Кунта халĕ ав /эпир Кÿкеçри «Улăп» стадионта тĕл пулнăччĕ. Авт./ - «Урожай» спорт обществин ăмăртăвĕн тĕп судйи. Тупăшăва спортсменсем Эрĕнпур, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Мари, Тутар, Мордва тата Чăваш республикисенчен килнĕ. Çапла, тунсăхлама вăхăт çук: республикăра иртекен ăмăртусене судья пулма тăтăшах чĕнеççĕ. Спор форумĕ çывхарнă май авăн уйăхĕ пушшех "вĕри" пулчĕ. Мероприятисене кашни кун тенĕ пекех хутшăнма тиврĕ.
- Халĕ паллă спортсменсен хушшинче хăйсен ячĕпе ăмăрту-турнир ирттересси йăлара. Калăр-ха, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем сирĕн парнесене çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ-и?
- Республикăри хăвăрт утакансен ăмăртăвне Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче 2001 çултанпах ирттеретпĕр. Сăмах май, кăçал вăл юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулĕ. Унта Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Канаш, Етĕрне тăрăхĕсенчи, Шупашкарти, Лаш Таяпари спортсменсем /шкул ачисемпе çамрăксем/ ăмăртаççĕ. 300 ытла спортсмен вăй виçет унта. Юлашкинчен профессионалсем утаççĕ, çапла майпа эпир кĕçĕннисем аслисене пăхчăр, ăсталăха ÿстерччĕр тетпĕр. Республикăри паллă спортсменсемпе пĕрле ăмăртăва хам та хутшăнатăп. Лаш Таяпа пĕлÿ çурчĕ те ман ятпа хисепленет. Пĕлтĕр ман ятпа Шупашкарти "Олимпийский" стадионта турнир йĕркеленĕччĕ.
- Сирĕн пирки Интернетра, Спорт энциклопедийĕнче çырнă статьясемпе паллашма тÿр килчĕ. Унта сирĕн çуралнă тăрăха тĕрлĕрен палăртнине / пĕринче - Лаш Таяпа, тепринче - Яманчурел / асăрхарăм. Çапах та хăш ялта çуралнă эсир?
- Яманчурелте çут тĕнчене килнĕ эпĕ. 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне Лаш Таяпана пурăнма куçнă. Ачалăхăм унта иртнĕ.
- Ачалăхри самантсенчен уйрăмах мĕн асра юлнă? Кам пулма ĕмĕтленнĕ эсир?
- Питĕ йăрă, çивĕч ача пулнă эпĕ. Çемьере тăваттăн çитĕннĕ: 3 ывăлпа пĕр хĕр. Пирĕн кÿршĕре хулиган пурăнтачĕ. Тем айăпа кĕнĕ ĕнтĕ вăл - ăна йĕрке хуралçисем шыратчĕç. Хайхи карта урлă сиксе каçса пытанчĕ. Пире: «Мана курнине ан пĕлтерĕр»,- тесе асăрхаттарса ĕлкĕрчĕ. Кĕç милиционерсем пашкаса çитрĕç. «Çакăнтан никам та иртсе каймарĕ-и?" - ыйтрĕç вĕсем. «Çук, курман»,- терĕмĕр эпир. Вăт çав пускил пек хулиган пулас килетчĕ... Çуркунне, шыв аннă вăхăтра, пĕчĕк вăрманлăхсене кайни асрах. Пĕрле çăкăрпа сало илеттĕмĕрччĕ. Хамăр ăсталанă пăшалтан переттĕмĕр. Хĕлле юртан штаб туса вăрçăлла выляттăмăрччĕ. Эпир ача чухне юр кĕрчĕсем çÿллĕччĕ, «хам патша» тесе эх ашкăнаттăмăрччĕ. Кÿршĕ касри ачасемпе ăмăртмалла хоккейла, футболла выляттăмăрччĕ. Чупма та юратнă. Анчах пулас професси пирки шухăшласах кайман. Манăн атте - Василий Пантелеймонович - та хытă чупнă. Çарта чухне батальон, дивизи ăмăртăвĕсенче хутшăнса малти вырăнсене тухнă. Колхоз йĕркелекен Акатуйсенче те чупас енĕпе ăмăртнă. Тăтăшах çĕнтерÿçĕ пулнă. Вăл бригадăра, фермăра скотникре вăй хунă. Анне - Валентина Пантелеймоновна - дояркăра, сысна пăхаканра ĕçлесе палăрнă.
Лаш Таяпа шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн Самар облаçĕнчи Усолье салинчи ял хуçалăх техникумне механизатора вĕренме кайрăм. Тĕрĕсрех, севок сухан кăларас килменрен килтен тухса тартăм. Ун чухне севок питĕ нумай лартатчĕç. Йăлăхтарсах çитернĕччĕ вăл мана. Чиперех вĕренме кĕтĕм. 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне çара илчĕç. Совгаваньри училищĕне пĕтернĕ хыççăн Чукоткăна лекрĕм. Хĕсмет вăхăчĕ иртсен унтах юлас тенĕччĕ - çук, чунăм тăван тăрăхаллах туртрĕ.
- Эсир энерготехникумра вĕреннĕ, энергетикра ĕçлеме тÿр килнĕ-и сире?
- Çар хыççăн малтан вĕреннĕ техникума таврăнма май килмерĕ, вара 1987 çулта Шупашкарти энерготехникума вĕренме кĕтĕм. Малтанах мана футболла выляма явăçтаратчĕç. Унтан майĕпен хăвăрт утассипе кăсăкланма пуçларăм. Олег Иванович Андреев - манăн пĕрремĕш тренер. 50 çухрăма утассипе Совет Союзĕн чемпионĕ пулнă. Геннадий Семенович Семенов вара мана хăвăрт утассин техникине хăнăхтарчĕ. Манăн дистанци малтанах - 20 çухрăмччĕ. Сирĕн ыйтăвăра туллин хуравлас тăк - энергетикра та, электрикра та ĕçлеме тÿр килмен. Тĕрĕссипе, вĕреннин ячĕ кăна пулнă ĕнтĕ. Яланах сбора, ăмăртăва çÿренĕ.
- Пĕрремĕш ăмăртăва манман-и?
- Эрнене яхăн тренировка ирттернĕ хыççăн Шупашкарти «Энергия» стадионта Геннадий Грачев ăмăрту йĕркеленĕччĕ. Эпир унта командăпа хутшăнса çĕнтернĕччĕ. Пытармастă:, хавхаланнăччĕ, çунатланнăччĕ. Каярах Çĕнĕ Шупашкарти манежра хăвăрт утассипе Чăваш Ен чемпионачĕ пулчĕ. Пĕрремĕш кунхине 5 çухрăма утассипе -1 разряд кандидачĕн, иккĕмĕш кун 10 çухрăма парăнтарса спорт мастерĕн кандидачĕн виçине тултартăм. Ун хыççăн вара мана сбора илсе кайма тытăнчĕç, эксперимент ушкăнне кĕртрĕç. Сочие кайсан вара спорт пурнăçĕ пуçланчĕ.
- Хăвăрт утасси спортăн йывăр тĕсĕ теççĕ...
- Кирек хăш енне суйласан та питĕ нумай тар тăкмалла, тренировка ирттермелле. Пысăк спортра çăмăлли çук. Тĕрĕс хăвăрт утасси вара кашни çыннăннах пулмасть.
- Миçе çухрăма хыçа хăварнă-ши эсир?
- Спортра эпĕ 18 çул пулнă. Çак тапхăрта экватор урлă 2-3 хутчен те утса çаврăннă пулĕ.
- Миçе çĕр-шывра пулнă эсир?
- Ăçта пулман тесен тĕрĕсрех-тĕр. Африкăна çитме тÿр килмен.
- Калăр-ха, хăш Олимпиада уйрăмах асра юлнă?
- Вĕсем пурте асра юлаççĕ-ха ĕнтĕ. 1992 çулта Барселонăра - хамăр хушăра каланă пек - "вут-çулăм, шыв-шур тата пăхăр пăрăх" витĕр тухрăм. Маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ вăл. Ун хыççăн вара ытти ăмăртусенчен хăрама пăрахатăн. Олимп вăййисемсĕр пуçне ытти тупăшусене те - Раççей чемпионачĕсене те, Тĕнче Кубокĕсене, Тĕнче чемпионачĕсене те - хутшăннă. Кашниех пурнăçăмра йĕр хăварнă. Олимпиадăсем халĕ те хушăран тĕлĕкре курăнаççĕ.
- Чăн-чăн сунарçă пулас тесен кашкăр тытмалла теççĕ. Чăн-чăн спортсмен пулас тесен вара мĕн тумалла?
- Олимп вăййисене хутшăнма ăнтăлмалла, медальсем çĕнсе илмелле. Манăн пухмачра 80 медаль ытла. Чи хакли, паллах, Олимп медалĕ. Ун пирки кашни спортсмен ĕмĕтленет.
- Сиднейри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илсен сирĕн кăмăл-туйăм еплерехчĕ?
- Эпир ăмăрту вăхăтĕнче Роберт Корженевский полякпа малта пыраттăмăрччĕ. Кайран Бернандо Секура /мексикан/ пирĕнтен иртсе кайрĕ. Эпĕ финиша тăваттăмĕш çитрĕм. Анчах Секурăна Олимп чемпионĕ пулма пÿрмен, ăна ылтăн медальтен хăтарчĕç. Тепĕр 5 минутран манран журналистсем интервью илеççĕ:" Эсир 3-мĕш вырăнта, Олимп вăййисен бронза призерĕ", - теççĕ". Хама вара тĕлĕкри пек туятăп. Пĕр уйăх иртсен тин хам Олимп призерĕ пулнине ăнланса илтĕм.
- Олимп медальне кама халалларăр?
- Хĕрĕме Юльăна! Вăл ун чухне 7 çултаччĕ. Тĕрĕссипе, нумай медале эпĕ ăна халалланă.
-Сирĕн пурнăç философийĕ?
- Ĕçле - тутă пулăн, кĕл ту - çăлăнăн, тÿс - хĕрхенĕç. Хăш-пĕри паллă çынна тухсан мăн кăмăлланать, пуç каçăртать, паллами пулать... Манăн ун пек йăла çук. Пулман та, пулас та çук.
- Эсир хăвăра ял çынни тетĕр-и, е хăвăра хулара та хăтлă туятăр-и? Яла манман-и?
- Турра шĕкĕр, атте пурăнать-ха. Анне çук ĕнтĕ. Тăван тăрăха епле манăн? Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Лаш Таяпа шкулне çитсе куртăм, атте патĕнче 3 кун пурăнтăм. Мана ялта та аван, хулара та хăтлă.
-Сирĕн çемйĕр пирки те пĕлес килет. Ачăрсем сирĕн çула суйланă-и?
- Мăшăрăмпа Наталья Николаевнăпа 2 ача ÿстертĕмĕр. Ывăлăмăр Женя 26 тултарать, суд приставĕнче ĕçлет. Хĕрĕмĕр Юля 11-мĕш класра вĕренет. Вăл хамашкалах спортпа туслă. Аэробикăпа кăсăкланать. Республикăри, Раççейри ăмăртусене те хутшăнать, медальсем çĕнсе илет. Мăшăрăм Шупашкар хула администрацийĕнче вăй хурать. Ачасене спорта кайăр тесе нихăçан та хистемен эпир. Вĕсем пурнăç çулне хăйсемех суйланă. Хам çав çула утса тухнăран пĕлетĕп вăл мĕн иккенне. Кирек епле профессие суйласан та чи кирли - ачасем сывă пулччăр!
- Юлашки вăхăтра Чăваш Енре те, Раççейре те спорта пысăк вырăн уйăраççĕ. Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртет. Мĕнле хаклатăр çакна эсир?
- Спорт форумне Шупашкарта ирттерни пире, спортсменсене кăна мар, Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннах мăнаçлантарать, хĕпĕртеттерет. Республикăн, тĕп хулан чысне, чапне çÿле çĕклет. Чăваш Республикине паллă спортсменсем йышлăн килĕç. Çавна май авăн уйăхĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти шкулсемпе ача сачĕсенче, предприяти-организацисенче спорт мероприятийĕ питĕ нумай иртрĕ. Ирхи зарядкăна "çăлтăрпа" пĕрле тăвасси те йăлана кĕчĕ. Пысăк çак мероприятие хаваспах кайăп, ăсталăх сехечĕсене хутшăнасшăн.
-Хăвăрт утасси Чăваш Енре епле аталанса пырать?
- Шел те, пирĕн вăхăтра вăйлăрахчĕ. Спортăн çак тĕсне суйланă хĕрсенчен хăшĕсем Саранск хулине тухса каяççĕ. Хăвăрт утакансен шкулĕ вăйлă унта. Паянхи çамрăксене ытларах каратэ, тухăç кĕрешĕвĕсем илĕртеççĕ. Чылайăшĕ вара компьютер умĕнче кăна ларать. Пирĕн вăхăтра компьютер, планшет, карас телефон пулман та - эпир урама тухса чупнă, уçă сывлăшра футболла вылянă. Тĕрлĕ техника нумаййи ача-пăчана пăсать, вĕсен сывлăхне хавшатать. Шкула та вĕсене паян автобуспа турттараççĕ. Çавăнпа хула ачисем те, ялтисем те темиçе çул каярахрипе танлаштарсан хавшакрах. Пирĕн ăру колхозра ĕçлесе ÿснĕ, 4-мĕш класранах лаша кÿлсе утă турттарнă.
- Хăвăр вăхăтри паллă спортсменсемпе çыхăну тытатăр-и?
- Роберт Корженевскипе туслă эпĕ. Маларах асăнтăм ĕнтĕ - Сиднейри Олимпиадăра эпир пĕрле ăмăртнăччĕ. Вăл та спорта пăрахнă ĕнтĕ. Хăвăрт утассипе хăйĕн парнисемшĕн Краковра çулсерен ăмăрту ирттерет. Ун патĕнче хăнара 3-4 хутччен те пулнă эпĕ. Вăл хăй те 2008 çулта Шупашкара Тĕнче Кубокне килнĕччĕ. Залив хĕрринче унпа пĕрле утрăмăр. Санчес мексикан та ăмăртăва хутшăннăччĕ. Кайран вĕсем ман патăмра хăнара пулчĕç.
- Калăр-ха, сывă пурнăç йĕркине хăвăр пăхăнатăр-и паян?
- Спорта пăрахсанах 2 çул нимĕн те тăвас килместчĕ. Аванах мăнтăрлантăм. Кун пек май килмест-ха тесе хоккейла выляма тытăнтăм, ирсерен чупма пуçларăм. Велосипедпа ярăнма тухаттăм, эрнере 2-3 хут 15 çухрăм утаттăм. Халĕ те ирсерен чупатăп, ĕçе те çуранах çÿретĕп. Эрнере 2 хутчен мунча кĕретĕп.
- Мăшăрăр сире пурнăçра хавхалантарса пырать-и?
- Кирек ăçта та - бизнес-и, политика-и, спорт-и тыл çирĕп пулмасан - йывăр. Пĕр-пĕрне ăнланмасан, пулăшмасан çитĕнÿ тăваймастăн. Наташа хăй те хушăран манпа пĕрле чупма тухать. Хутран-ситрен пĕрле велосипедпа ярăнатпăр.
- Сирĕн ĕмĕт.
- Ачасене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшасчĕ, çамрăк ăрăва спорт ăмăртăвĕсене хатĕрлесчĕ, çитĕнÿсем тума пулăшасчĕ.
- Тавах интереслĕ калаçушăн!
Редакцирен. Паян Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче Владимир Андреев парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утассипе республика ăмăртăвĕ иртет. Унта хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр!
Роза ВЛАСОВА.
Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ
Блиц -интервью
• Çут çанталăкăн хăш вăхăтне ытларах кăмăллатăр?
- Ешĕл çуркунне те аван; ылтăн кĕркунне те хитре; хĕлле, йывăçсене пас тытнă вăхăт та кăмăла килет; çулла та ырлăх. Турă мĕн панă - пурте паха.
• Сирĕн юратнă хисеп?
- 13! Барселонăри Олимп вăййисенче мана вун виççĕмĕш номер лекнĕччĕ. «Росинкăра» пурăннă чухне те 13-мĕш пÿлĕм - яланах манăнччĕ.
• Юратнă çи-пуç?
- Ирĕклĕ стиль, ытларах чухне, паллах, спорт тумĕ. Пытармастăп: хушăран джинс шăлавар та тăхăнатăп.
• Пуринчен ытларах килĕшекен тĕс...
- Кăвак тата хĕрлĕ.
• Чи хисеплекен тренер?
- Ку ыйтăва хуравламастăп. Пĕрин ятне каласан тепри кÿренет. Вĕсем пурте ăста, пурте маттур.
• Çĕр чăмăрĕ çинче хăвăрт утассипе хăш çĕр-шыв спортсменĕсем вăйлă?
- Мексикансем, испансем, французсем вăйлă. Раççейре Мордва Республикин спортсменĕсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Спортра нихăçан та пĕтĕмлетсе калама çук: паян - пĕри, ыран тепри вăйлăрах!
• Чи тутлă апат...
- Олимпиада умĕн яланах диетăна пăхăннă. Шăккалат, пан улми, хура çăкăр çимен. Пăшăхланă /ăшалани юраман/ апата тăварсăр ас тивнĕ. Хăнăхнă йăлапа халĕ те ытлашши çиме юратмастăп. Тутли тенĕрен - çĕр улми, какай тутлă.
• Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
- Кăмпа татма кăмăллатăп, юлташсемпе пулла çÿретĕп.
• Сирĕн карас телефонĕнче миçе çыннăн номерĕ?
- 300 яхăн та пулĕ.
• Мĕнле машинăпа çÿретĕр?
- Фордпа.
• Елчĕксене чăнкă теççĕ. Калăр-ха, эсир те çав йышран-и?
- Чăнкă пулнă тăк – кунта /стадионта. Авт./ тăмастăмччĕ ĕнтĕ.
• Спортсменсем тĕн-тĕшмĕше ĕненеççĕ-и?
- Пысăк ăмăртусене кайнă чухне Мускавра чиркĕве кĕрсе çурта çутаттăм. Çумра яланах хĕрес пулнă.
• Социаллă сетьсенче /«Одноклассники», «В контакте»/ ларатăр-и?
- Çук, ун пеккине юратмастăп.
• Телевизорпа мĕнле канал, хăш кăларăма пăхатăр?
- Илемлĕ фильмсем юрататăп.
• Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă, кăмăла килекен каларăш?
- Ире зарядкăпа кĕтсе ил, каçа уçăлса çÿресе ăсат.
• Чи юратнă хула?
- Паллах, Шупашкар!
• Чăн чăвашла Улатимĕр, Тимĕр тесе чĕннине килĕштеретĕр-и?
- Аванччĕ те, ун пек калаканах çук. Тимĕр тесенех Тяпкин аса килет.
• Уявсене юрататăр-и?
- Юрататăн-и, юратмастăн-и - чĕнеççĕ те каймаллах! Çак кунсенче кăна-ха Шупашкарти 178-мĕш садикре спорт уявĕнче пултăм. Шкулсене те тăтăшах йыхравлаççĕ.
• Паянхи çамрăксене мĕн суннă пулăттăр? Спортăн хăш тĕсне суйламалла?
- Кашни çыннăн мĕн те пулсан ыттисенчен лайăхрах пулать. Çавна суйласа илме пĕлмелле. Эпĕ, сăмахран, хăвăрт утакан пулатăп тесе нихăçан та шухăшламан. Апла тăк - вăл манăн шăпа. Турри çапла çырнă.
Комментари хушас