Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр - çĕнтерÿ патне!

2 Юпа, 2014

Ачана пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕшĕн хăйсене яваплă туяççĕ. «Ачасем сăмаха мар, хăтланăша ас туса юлаççĕ. Пĕчĕкскере пĕр сехете яхăн вĕрентсе каласан, ун хыççăн сăмса шăлсан вăл эсир сăмсăра шăлнине çеç асĕнче хăварĕ», - тет Армен Джигарханян киноактер. Чăнах та çапла пулĕ. Сăмахран, физкультура вĕрентекенĕ хăй те çак ĕçе ахальтен суйламасть-çке.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕ те тахçан, пĕр çирĕм çул каялла, спорт енĕпе палăрсах кайман. Анапăра иртнĕ спорт тупăшăвĕсенчен икĕ хутчен çĕнтерсе таврăннă хыççăн вара çак шкул ячĕ Раççейĕпех янăрарĕ. Паллах, команда çитĕнÿ тăвасси тренертан та чылай килет. Хăвăртрах, вăйлăрах тата çÿллĕрех пулма кам хăнăхтарать-ха/ Ачасемпе тĕллевлĕ ĕçлекен физкультура вĕрентекенĕ.

Çĕнĕ Атикасси шкулĕн ачисене ку тĕлĕшпе, чăнах та, ăнăçнă. Вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтараканĕ - Светлана Николаевна Петрейкина. Ăста педагог хăй те ача чухнех спортпа туслă пулнă. Аслисенчен хăпма пĕлмен: «Йĕлтĕрпе ярăнма мана та пĕрле илсе кайăр-ха», - тесе йăлăннă. Пушă вăхăта яланах тренировкăра ирттернĕ, спорт маçтăрĕ пулма тĕллев лартнă. Василий Петрович Ефимов тренер патĕнче хатĕрленекенскер унăн ĕç-хĕлне килĕштернĕрен физкультура вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан шухăшне пурнăçа кĕртес тесе Мурманск тăрăхнех çитнĕ. Унта та хастарлăхпа палăрнă вăл. Йĕлтĕрпе чупса тĕрлĕрен ăмăртусенче çĕнтернĕ, кĕçех çак енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Алла диплом илсен Светлана Николаевна тăван района таврăннă, Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалиста малтанах питĕ йывăр килнĕ: пурлăх бази çук, ачасенче çĕнтерес, пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарас тĕллев курăнмасть...

- Районти ăмăртусенче манăн вĕренекенсем юлашки вырăна тухни кăмăла çапса хуçатчĕ. Çакăн пек ăнăçусăрлăхсене чĕре патне илеттĕм. Питĕ кÿ-ренмеллеччĕ. Çавăн чухне хам ума тĕллев лартрăм: пур пĕрех çитĕнÿ патне çитĕп, манăн шкула ăмсанĕç, ачасем ăмăртусенче çĕнтерĕç. Канăçа пĕлмесĕр ĕçлеме пуçларăм вара, - пуçламăш утăмсене аса илет С.Н. Петрейкина.

Спорт çыннисен пахалăхĕсенчен пĕри шăпах çакă ĕнтĕ - тĕллев лартса нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ăна пурнăçлама хал çитерни. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн Çĕнĕ Атикасси шкулĕ ăмăртусенче çĕнтерсе пынă, республика шайĕнче те тăтăшах малти вырăнсем йышăннă. Халĕ çирĕппĕнех калама пулать: пултаруллă вĕрентекен тахçан хăйĕн умне лартнă тĕллевне чăн-чăнах та пурнăçларĕ. Шкул команди пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри «Президент тупăшăвĕсенчен» çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн пушшех те çакăнпа килĕшетĕн.

- Ĕçлени тухăçне паратех. Эпĕ ачасене тĕрĕс çул çине кăларса сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтаратăп, - тет пултаруллă тренер.

Кашни педагогăн хăйĕн вĕренекенĕсемпе мăнаçланас килет, унăн ĕçĕ вĕсенче курăнать-çке. Ачисем çитĕнÿ туни мĕн тери савăнтарать!

- Малтанхи вĕренекенсем нихăçан та манăçмаççĕ. Тĕслĕхрен, Олег Сергеев. Пĕрре пăхсанах паллă: спорт валлиех çуралнă вăл. Унпа ыттисенчен ытларах ĕçлеме тăрăшрăм. Çăмăл атлетикăра çитĕнÿ тăваканскер Олимп резервĕн училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Шел, хăш-пĕр лару-тăрăва пула çак çула малалла тăсасси пулмарĕ унăн. Çавăн пекех Анюта Илюшина, Женя Сидоров хăй вăхă- тĕнче пысăк шанăç паратчĕç. Хальхи вĕренекенсенчен те спортсмен пулмаллисем пур-ха. Тĕслĕхрен, Володя Долгов. Хĕвел ятлă çăлтăр тесе чĕнетĕп ăна ытарлăн. Настя Семенова, Маша Тимешкова, Миша Софронов та пысăк кăтартусемпе савăнтараççĕ.

Светлана Николаевнăн ывăлĕ Андрей та - йĕлтĕрпе чупас енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Шкулта чухнех ăмăртусенче тăтăш мала тухнă. Халĕ Мускаври аслă шкулта вĕренекенскер унти футбол командинче вылять.

- Пуçне усал шухăшсем ан кĕччĕр тесе ывăлăма спорта явăçтартăм, - тет шкулта çирĕм тăваттăмĕш çул ĕçлекен педагог. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», - тесе ватăсем тĕрĕсех каланă çав. Юратнă тĕпренчĕкĕ те спортра çитĕнÿ тунишĕн амăшĕ, паллах, хĕпĕртет.

- Ачасене манăн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем суймаççĕ. Çан-çурăма çирĕплетмелли хăнăхтарусене мĕн пур тÿсĕмлĕхпе пурнăçлаççĕ. Çакă йăлтах хăйсене кирлине аван ăнланаççĕ. «Вĕрентекен çук-ха, нимĕн те тумастпăр», - тесе лармаççĕ. Мĕне хăнăхтаратăн, çавăнтан та килет пулĕ. Анапăри Пĕтĕм Раççей шайĕн-чи ăмăртусенчен икĕ хутчен çĕнтерсе таврăннине пысăк çитĕнÿ тесе шутлатăп. Ачасене тав çав йывăрлăхсене, çирĕп ыйтнине чăтнăшăн.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра хăшне-пĕрне вĕрентекен ытла нумай ыйтнă пек те туйăнма пултарĕ. «Мана курайманнипе çапла хăтланать», - тесе шухăшлакан та пур. Анчах юлашки шăнкăравпа шкул алăкне хупса тухса кайсанах вĕрентекенсене аса илсе тав тума пуçлаççĕ çавсем. Вĕсем çирĕп ыйтни пурнăçри йывăрлăхсене те çĕнме пулăшать-çке. Вĕренекенсен тав сăмахĕсене илтсен Светлана Николаевна та чунтан савăнать, урокĕ-сем кашнин пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнишĕн хĕпĕртет.

Виктория МАЙОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.