"Вĕрентекен вăл - професси мар, Турă панă тивлет", - çак ăслă каларăша пултаруллă, чăн-чăн педагогăн пур паха енĕпе те витерĕннĕ çынсемпе паллашмассерен пуçа илетĕп.
Ачана пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕшĕн хăйсене яваплă туяççĕ. «Ачасем сăмаха мар, хăтланăша ас туса юлаççĕ.