Композиторăн виртуаллă музей пулĕ

14 Юпа, 2022

Пĕлтĕр Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищи культурăпа академи искусстви енĕпе иртнĕ «Эпĕ мухтанатăп. Тăван çĕршыв кун-çулĕнчи паллă пулăмсене çутатмалли проектсем» конкурсра çĕнтернĕ. Проект хатĕрлекенсем чăваш культурин паллă деятелĕн Федор Павловăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпе хунă.

«Авалхинчен хальхи самана патне. Федор Павлова халалласа» проекта композитор çуралнăранпа 130 çул çитнĕ çулталăкра пурнăçа кĕртеççĕ. Ăна ырă йăласене упраса хăварас тата çитĕнекен ăрăва ырă хаклăхсене парас тĕллевпе хатĕрленĕ.

Çак проектпа килĕшÿллĕн 2022 çулăн пĕрремĕш çурринче ÿнер шкулĕсенче вĕренекенсем тата аслă шкулсемпе техникумсен студенчĕсем валли сольфеджио енĕпе республика олимпиади, студентсен республика конференцине ирттернĕ. Конференци материалĕсене наука ĕçĕсен пуххинче пичетленĕ тата музыка училищин сайтĕнче вырнаçтарнă.

Иккĕмĕш çур çулта чăваш хор искусствин «Кĕрхи кĕвĕсем» фестиваль йĕркелеме палăртнă. Вăл юпа уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче иртĕ. Унăн тĕллевĕ — пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси, чăваш профессионал музыкипе ÿнер деятелĕсене асра тытасси. Фестиваль вăхăтĕнче концерт тата «Хор дирижерĕсем», «Хор юрăçисем» номинацисемпе конкурс иртĕ.

Кăçалхи кĕркунне культурăпа ÿнер учрежденийĕсенче ĕçлекен педагогсем валли пĕлĕве ÿстермелли курссем йĕркелĕç. Çавăн пекех 20-мĕш ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче, хор искусстви аталаннă тапхăрта, пуçтарнă ал çырусемпе архив докуменчĕсене цифра формачĕпе йĕркелесе Федор Павловăн виртуаллă музейĕ урлă халăх патне çитерĕç.

Проект мероприятийĕсем çамрăксемпе уйрăм çынсем валли пултарулăхпа ăс-хакăл центрĕ, патриотлăх туйăмĕсене аталантармалли майсене уçĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.