- Чăвашла верси
- Русская версия
Спартакиада малалла ăнтăлма хистет
Авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче «Ачалăха тавăрар» проектпа килĕшÿллĕн Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли «Атăлçи спорт Олимпĕ» Спартакиада иртрĕ. Ăмăртăва федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионти ача çурчĕсенчен 13-18 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хутшăнчĕ. Пурĕ - 300 çын. Чăваш Республикинче иртнĕ финалта ача çурчĕн воспитанникĕсем мини-футболра, стритбаскетра, волейболпа дартсра, ишессинче вăй виçрĕç. Унсăр пуçне ачасем сĕтелçи теннисла, шашкăлла вылярĕç. Спартакиадăн иккĕмĕш кунхине спортсменсем эстафета чупрĕç.
Ăмăртăва РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пулăшуçи Сергей Валенков, ЧР Министрсен Кабинечĕн ертÿçи Иван Моторин, ЧР тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Сергей Юрьевич Михаил Бабич ятĕнчен спортсменсене çитĕнÿ тумашкăн ăнăçу сунчĕ.
Уяв уçăлнă хыççăн командăсем арена тавра çаврăнчĕç. Ача çурчĕн воспитанникĕсемпе хăнасене «парне» кĕтрĕ: спорт аэробики енĕпе аслă категориллĕ тренер Ольга Журавлева зарядка ирттерчĕ. Тĕрлĕ хускану тунă хыççăн ăмăртăва хутшăнакансем Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен ташшисене курса савăнчĕç.
Финал умĕн ача çурчĕн воспитанникĕсем шкул, район, регион шайĕнче ăмăртнă. Кăтартусемпе килĕшÿллĕн пĕрлештернĕ командăсем йĕркеленĕ. Ачасен финала хутшăнмашкăн чылай тар тăкма тивнĕ. Чылайăшĕ пушă вăхăт тупăнсанах тренировкăна васканă. Кун çинчен Тутарстанри Нурлат районĕнчи ача çуртĕнче пурăнакан Ксения Ильичева та пĕлтерчĕ. Хĕр ача сĕтелçи теннисла выляма, чупма кăмăллать. Спартакиадăра вăл икĕ çак енпе ăмăртнă. Финала хутшăнмашкăн хатĕрленсе тренировкăна чылай çÿренĕ. «Тăрăшнине кура хисепĕ», - тесе ахальтен каламан. Ксения та хăйĕн кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Вăл 3 çынпа сĕтелçи теннисла вылянă. Пĕринче çеç ăнăçу ун енне çаврăнман. Пике каланă тăрăх - ăна Чăваш Енре килĕшнĕ.
- Пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кунти халăх тарават пулни сисĕнет. Кун йышши мероприятире çĕнĕ юлташсем тупса вĕсемпе кайран çыхăну тытма май пур. Ачасем пурте ырă кăмăллă. Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Ксения.
Спартакиадăра пирĕн республика чысне Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Пăрачкаври ача çурчĕсен воспитанникĕсем хÿтĕлерĕç. Ачасем пур ăмăртăва та хастар хутшăнни палăрчĕ. Çакна Пăрачкаври ача çуртĕнчен çитнĕ Валерия Илларионова та çирĕплетрĕ. 14 çулти хĕр ача пушă вăхăтра тренировкăсене çÿренĕ, ăмăртăва хатĕрленнĕ. Çăмăл атлетикăна килĕштерекенскер эстафетăра чупассине пĕлтерчĕ. Спартакиадăн пĕрремĕш кунхине вăл шашкăлла выляса ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Хĕр ача каланă тăрăх - Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинчи кашни ача республика чысне çÿллĕ шая çĕклессишĕн тăрăшать.
Ыттисен çитĕнĕвĕсемпе те мухтанмалли пур. Спартакиадăра уйрăмах Пăрачкаври ача çурчĕн воспитанникĕсем палăрнă. Сĕтелçи теннисла выляса республика чысне хÿтĕленĕ Валентина Андриянова хĕр ачасен хушшинче 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Ишес енĕпе вара Ирина Ильина виççĕмĕш пулнă. Вăл та - Пăрачкаври ача çурчĕн воспитанникĕ. Шел те, волейболистсем пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпараймарĕç. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин 4-мĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Апла пулин те ку пулăм яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çитес ăмăртура çĕнтерÿ патне талпăнма хистет.
Мероприяти çÿллĕ шайра иртнинче волонтерсен тÿпи те пур. Спартакиадăра республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан студентсем ĕçленĕ. Волонтерсен пĕр пайĕ тĕрлĕ регионти ачасемпе вĕрентекенсене кĕтсе илнĕ. Унсăр пуçне хăнасене тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пама тăрăшнă. Пушă вăхăтра волонтерсем экскурси ирттернĕ Спартакиадăна хутшăнакансене хулапа паллаштарнă, тĕрлĕ музея çитнĕ. Мордва Республикинчен килнĕ Артем Квашнин вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
- Волонтерсем пире кирек хăш ыйтупа пырсан та пулăшма тăрăшрĕç, - терĕ вăл.
"Туслăхра - вăй", - тенĕ ваттисем. Спартакиадăна хутшăннă ача çурчĕн воспитанникĕсем те пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшрĕç. Чылайăшĕ мала тухма ăнтăлчĕ пулин те çĕнĕ юлташсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма, çĕнтерейменшĕн кулянма та пĕлчĕç.
Спартакиадăн пĕрремĕш кунĕн программи вăйăпа пуян пулчĕ. Ăмăртусем 11 сехетрех пуçланнă пулин те çамрăк спортсменсене курма йышлăн пухăнчĕç. Пепкине спорт шкулĕнчи секцие çавăтса килнĕ ашшĕ-амăшĕ ача çурчĕн воспитанникĕсем еплерех тупăшнине пăхрĕ. Кăнтăрла иртсен волейболла, стритбаскетла вылянă çĕрте халăх чылайччĕ. Уйрăмах - шкул сумки йăтнă арçын ачасемпе хĕр ачасем. Çав вăхăтра Мари тата Чăваш республикисен командисем волейболла вылятчĕç. «Чирлекенсем» спортсменсене кăшкăрса хавхалантарчĕç.
- Пире Спартакиада иртессе темиçе кун маларах пĕлтерчĕç. Ача çурчĕн воспитанникĕсем еплерех ăмăртнине курма пĕрле вĕренекенсемпе килтĕм. Пирĕнпе директор çумĕ те çитрĕ, - каласа кăтартрĕ Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулта 7-мĕш «а» класра вĕренекен Анна Озерова. - Малтанах эпир уяв уçăлнă саманта куртăмăр. Класри ачасен пĕр пайĕ мини-футболла вылянине пăхма кайрĕ. Шашистсемпе теннисистсем мĕнле ăмăртнине пăхма та май пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ секцие çÿресе ăсталăха аталантарни курăнать. Акă волейболла еплерех выляççĕ! Хальхинче эпĕ Мари Республикишĕн «чирлерĕм». Тупăшăва сăнанă май вĕсем ыттисенчен вăйлăрах пулнине туйрăм. Эпĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Уйрăмах волейболла выляма кăмăллатăп, секцие çÿретĕп, ăмăртусене хутшăнатăп.
«Атăлçи спорт Олимпĕ» Спартакиадăна пĕрремĕш хут хутшăнакан чылаййăн пулчĕ. Киров облаçĕнчен çитнĕ Ольга Панкрухинăпа Самар облаçĕнчи Анастасия Князева çакăн йышши ăмăрту спорт енчен аталанма çеç мар, пурнăçпа тан утма вĕрентнине те пĕлтерчĕç. Пикесен шухăшĕпе - ача çурчĕн воспитанникĕсене пĕр çĕре пухакан мероприяти тĕнчере туслăхпа хисеп, ăнтăлу пуррине аса илтерет.
Чылайăшĕ ишес енĕпе иртекен ăмăртăва чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Кунта та "чирлекенсем" кашни регион спортсменне алă çупса кĕтсе илчĕç. Трибунăра "Пенза - малалла!" плакат курма май пулчĕ. Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекенсем çак регион чыс-не хÿтĕлекен спортсменсемшĕн "чирленине" пĕлтерчĕç. Вĕсем пирĕн республикăри ача çурчĕсен воспитанникĕсен кăтартăвĕсем те савăнтарнине пĕлтерчĕç.
- Спартакиада çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакна сирĕн куçусем ялкăшнинчен пĕлетĕп, - терĕ Сергей Валенков çĕнтерÿçĕсене чысланă самантра.
Çитĕнÿ тунă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пьедестал çине пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕ. Чылайăшĕ команда хăш вырăна тухнине каласса кĕтрĕ. Спартакиада кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Мордва Республики пĕрремĕш пулчĕ. Иртнĕ çул та вĕсем малти вырăна тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Пушкăрт Республикипе Пермь крайĕ пайларĕç. Малти вырăна тухнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа планшет парнелесе хавхалантарчĕç. Унсăр пуçне ăмăртăва хутшăнакансене медальпе, Дипломпа чысларĕç. Чăваш Республикин команди 10-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Ирина КОШКИНА.
Комментари хушас