"Художник - вăхăт ăрăмçи"

16 Авăн, 2014

Çак ятпа авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн хальхи искусствăсен центрĕнче "Атăлпа Урал хушшинче" курав уçăлнă.

Унта Шупашкар, Мускав, Одинцово, Химки, Чул хула, Хусан, Пенза, Самар, Саратов хулисенчи, Серби тата Черногори çĕр-шывĕсенчи ÿнерçĕсем хутшăннă. Экспозицире - 120 ытла ÿнер ĕçĕ. Вĕсенчен 22-шĕ - скульптура хайлавĕ.

Ÿнер-скульптура ĕçĕсен кĕрекинче чуна çывăххи тата куçа йăпатаканни тупăнатех. Бронзăланă гипсран тунă П.Пупин скульпторпа та ?сăн ÿкерчĕкре% "калаçма" пулать кунта - сăмах чĕнмесĕр "итлĕ" вăл сире. Курава тăратнă ĕçсене тĕрлĕ материалтан хатĕрленĕ. Театр искусствипе çыхăннă тĕпел В.Шведовпа В.Федоров ăсталăхне пĕр ывăçа пуçтарнăн сăнарлать. "Выставкăна "Атăлпа Дунай хушшинче" ят парас шухăш та пурччĕ. Хальлĕхе иртерех-ха, малашне вара курăпăр,- аталанăвăн çул-йĕрне палăртрĕ "Художниксен пултарулăх союзĕ" Чăваш Республикинчи общество организацийĕн председателĕ Дмитрий Дубровин. "Вăхăт хăвăрт иртет, ÿнерçĕн вара ăна ĕлкĕрсе мар, унран маларах чупса пымалла! Художник вăл - вăхăт ăрăмçи!"- Хусантан килнĕ Ильдазар Самакаевăн çак сăмахĕсене куравăн девизĕ тесех йышăнмалла.

В.СТЕПАНОВ.

Рубрика: 
Теги: 
Автор: