COVID-19-па чирлесе ирттертĕр-и? Реабилитацие кайăр
Коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисене сывлăха çирĕплетни кирлĕ.
Чăваш Республикинче йывăр е çăмăл чирлесе ирттернисен медицина реабилитацийĕ енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Реабилитаципе сиплеве «Хулан 1-мĕш клиника больници» БУ, «Шупашкар хулин П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больници» БУ, «Надежда» санатори» АО тата «Чува-шиякурорт» санатори» АО никĕсĕ çинчи тăватă реабилитаци центрĕнче йĕркеленĕ.
Реабилитаци курсне кашни çынпа уйрăммăн йĕркелекен сиплев физкультури, физиотерапи сиплевĕ, механотерапи, уçă сывлăшри занятисем /реабилитаци центрĕн профильне кура/ кĕме пултараççĕ. Реабилитаци тумалли медицина кăтартăвĕсемпе пĕрлех ăна хирĕçлемелли кăтартусем те пулнине шута илмелле. Вĕсене пациента сăнаса тăракан поликлиникăн врач-терапевчĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн палăртать. Вăлах реабилитаци условийĕсене, мероприятисене çирĕплетет. Кăткăс тĕслĕхсенче çынна медицина реабилитацине ярас ыйтăва врачсен комиссийĕ татса парать.
Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программипе килĕшӳллĕн амбулаторири медицина реабилитацийĕн курсĕ вăтамран 10-14 ĕç кунĕ чухлĕ тăсăлать.
Реабилитацие çавăн пекех амбулатори условийĕсенче те ирттереççĕ. Сиплекен врачăн ӳпкери фиброз процесĕсем, тромбозсем тата эмболи аталанасран, инфекци тепĕр хут ересрен сыхланмалли сĕнĕвĕсене пурнăçлăр. Сывлав упражненийĕсене куллен тăвăр, виçеллĕ вăй хурăр, ĕçпе кану режимне пăхăнăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнăр. Сывлăхлă пулăр!
Ульяна ПЧЕЛКИНА,
ЧР ТФОМСĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ
Комментари хушас