Трансэнергопром тытăмĕнче ЧЭСК малалла аталанĕ
Чăваш Энергосбыт компанийĕн акцийĕсен пуххин 100 процентне туяннипе çыхăннă йĕркелӳ мероприятийĕсемпе килĕшӳллĕн çак кунсенче «ЭСК РусГидро» АО генеральнăй директорĕ Владимир Кимерин тата «Трансэнергопром» ООО генеральнăй директорĕ Елена Климашевская ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕç.
Елена Климашевскаяпа Владимир Кимерин ЧЭСК ĕçченĕсене компанин малалли аталанăвĕпе паллаштарчĕç.
Енсем ЧЭСКăн малаллахи аталанăвĕпе, регионти потребительсене энергипе тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтусене федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа, промышленноç тата энергетика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Кондратьевпа пĕрле пăхса тухнă.
Чăваш энергосбыт компанийĕн коллективĕпе ирттернĕ тĕл пулура Владимир Кимерин ЧЭСК ĕçченĕсене пĕрле нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ. Трансэнергопромăн генеральнăй директорĕ Елена Климашевская та компани ĕçне пысăка хурса хакланă, унăн пурлăхпа техника бази çирĕппине палăртнă. Коллективпа калаçнă май Елена Валентиновна çавăн пекех ЧЭСКăн ăнăçлă проекчĕсене малалла тăсма шантарчĕ, компани аталану çулĕпе утассине, цифровизацие тĕпе хурассине çирĕплетрĕ.
Ĕçлĕ канашлура энергетиксем федерацин 27.12.2018 ç. кăларнă 522-ФЗ; саккунне пырса тивекен ыйтăва пайăррăн çĕклерĕç. Регионта электричество энергине шута илмелли интеллектлă системăна ĕçе кĕртес енĕпе пурнăçланă проектсене, ЧЭСКăн предприятисен çак сферăри ĕçне малалла цифровизацилессипе çыхăннă аталанăвĕн малашлăхне пĕрле сӳтсе яврĕç.
Елена Климашевская ЧЭСКăн Канашри уйрăмĕн ĕçĕпе интересленсе паллашрĕ.
Елена Климашевская ĕçлĕ визитпа ЧЭСКăн районсен Канашри тата Çĕрпӳри пĕрлехи уйрăмĕсене ĕçлĕ визитпа çитсе курчĕ. Пĕрлехи шутлавпа касса центрĕсене аталантармалли тĕллевсене палăртрĕ. Çак ыйту тавра çавăн пекех Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе Виталий Михайловпа ирттернĕ тĕл пулура та калаçу пулнă.
— Эпир компанин интерактивлă сервисĕсене çине тăрса аталантарасшăн, — терĕ Елена Климашевская, — анчах халăхăн 20 проценчĕ пурпĕр клиент офисĕсене çӳрĕ. Çавна май çĕнĕ йышши шутлавпа касса центрĕсене уçни потребительсен ыйтăвĕсене татса парассин пахалăхне лайăхлатма, организацисем тĕрлĕ кăтартăва пĕр-пĕринпе улăштарса илессине хăвăртлатма пулăшĕ. Унсăр пуçне муниципалитетсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени ĕçлев рынокĕнчи микроэкономика климатне лайăхлатма та май парĕ.
Трансэнергопромпа ЧЭСК ертӳлĕхĕн пĕрле сӳтсе явмалли ыйту нумай.
Коллективпа ирттернĕ тĕл пулура ЧЭСК ĕçченĕсене наградăсемпе те хавхалантарчĕç.
www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем
Комментари хушас