Юрă-кĕвĕ ытамĕнче
Шупашкарта пурăнакан Валерьян Казаковпа курнăçма кăмăллă. Сасси уçă, янăравлă. Ахальтен мар-тăр Шупашкарти «Салют» кермен çумĕнчи «С песней по жизни» фольклор ушкăнĕнче юрăсем шăрантарать вăл.
- Юрă-ташă маншăн - иккĕмĕш çунат. Сассăм та, вăй-халăм та пур. Пĕлетĕр-и, «Вĕç-вĕç куккук», «Шăнкăрав курăкĕ» юрăсене тахçанах чĕре патне хывнă эпĕ. Вырăс юрри те чылай манăн репертуарта. Сăмахран, хăть хĕрарăмсем шăрантараççĕ пулин те, «Белым снегом» юрра çав тери юрататăп... Вăрнар тăрăхĕпе çыхăннă юрă-кĕвĕ те лăплантарать мана.
Уйкас Явăш ялĕ яланах унăн чĕринче. 1963 çултанпа Шупашкарта пурăнать пулин те тăван кĕтесе манмасть, тăван-хурăнташа аса илет, ялшăн тунсăхлать.
- Манăн анне çав тери сăпайлă та вашават çынччĕ. 91 çула çитиччен пурăнчĕ. Атте 1945 çулта, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хучĕ. Эпĕ - вăталăххи. Илюш шăллăм 75-ре çĕре кĕчĕ. Ялта пурăнма тĕв турăм. Анне хÿттинче, ял-йыш ытамĕнче çамрăклăх татах та вăйлăрах пек туйăнатчĕ мана. Çапла вара 1959 çулта Етĕрнери механизаци шкулĕнче вĕрентĕм. 1959-1963 çулсенче ун чухнехи Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра уй-хир карапĕн штурвалне çирĕп тытса тыр-пулшăн кĕрешме тиврĕ. Юратнă çав çĕр ĕçне, тăван уй-хире, - аса илÿсен хумне путрĕ В.Казаков. - Колхоз председателĕнче çав тери пултаруллă та тăрăшуллă Михаил Петров ĕçлетчĕ. Вăтăр çул ытла хуçалăх «тилхепине» çирĕп тытрĕ Çăкаллă Явăш арçынĕ.
В.Казаков тăван ял хĕрĕпе Татьянăпа çемье çавăрнă. Татуллă мăшăрăн 1960 çулта - Илья, 1962 - Игорь, 1964 çулта Сергей çуралаççĕ. Кашниех çемьеллĕ, сакăр мăнук Казаковсен. Мăнукĕсен ачисем те пур ĕнтĕ.
Валерьян Васильевич 1963 çултан тытăнса тивĕçлĕ канăва тухичченех пурнăç биографине строительство ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. Унăн кăкăрне «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль тата ытти награда илем кÿрет.
Георгий ТУСЛИ