Чун палăртнă çулпа

16 Çурла, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕн” тĕпелĕнче - Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш çамрăкĕсен “Сăвар” пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков

Çĕр-шывăмăрта пуçланнă уççăнлăх тапхăрĕ пирĕн çамрăклăхпа кĕрлесе пĕр килчĕ те, асра нумай самант юлнă темелле. Вырăнти университетăн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пушшех хастарлăхпа палăратчĕ. Комсомолăн облаç комитечĕн идеологи пайне Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ Олег Цыпленков ертсе пыратчĕ. Паян пулса иртекен нумай ĕç-хĕл шăпах çав тапхăрта тымар янă.

- Наци юхăмĕ шăпах эсĕ комсомол ертÿçисенчен пĕри пулнă çулсенче вăй илсе пычĕ...

- Çапла. Çамрăксем хастарлăхпа палăратчĕç ун чухне. Чăваш наци конгресĕпе алла-аллăн ĕçлеттĕмĕр. Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ “Сăвар” шăп конгреспа пĕр кун “çуралчĕ”. Ун чухне наци конгресĕ те хастарччĕ, хамăр та темĕн те ĕçленĕ.

- Халăхшăн, чăваш культуришĕн, чĕлхене сыхласа хăварассишĕн пурнăçланă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене асăнма пултаратăн-и?

- Паллах. Сăмахран, çамрăксемпе митингсем йĕркелеттĕмĕр.

- Каçар та, тÿрех ыйту çуралать - мĕн тĕллевпе? Кама хÿтĕлесе?

- Чи малтанах - чăваш журналисчĕсене. Ун чухне, 1994-95 çулсенче, чăвашла тухакан пур хаçат-журнала пĕрлештерес ыйту тухса тăнăччĕ. Культура тытăмне республика хыснинчен укçа сахалтарах уйăрма палăртнăччĕ. Эпир митинг йĕркелеттĕмĕр. Самай хаяр лозунгсем çĕклеттĕмĕр. “Чăвашлăхшăн кĕрешекенсенчен” хăшĕ-пĕри вĕсене тытса тăма та хăратчĕ.

- Мĕн çырнă вара унта çавăн пекех?

- Сăмахран, наци политикине тытса пыма шикленекен Президента критиклесе “Çынсен - тимĕр, пирĕн - нимĕр” тесе çырни те пурччĕ.

- Чим-ха, ытла хăюллисене тÿрех вырăна лартаканччĕ...

- Пире те прокуратурăна пĕрре кăна мар чĕнтернĕ.

- Палăртнă çул-йĕртен эсĕ паян та пăрăнманнине кура пирĕн прокуратура та наци ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тĕрĕс политика тытса пыни курăнать: чип-чиперех утса çÿретĕн, хупса хуман, персе пăрахман /тьфу-тьфу-тьфу/. Пĕлтерĕшлĕ тата урăх мĕнле ĕçпе мăнаçланма пултаратăн?

- Чечня вăрçине сивлесе мероприятисем йĕркелеттĕмĕр. Чăваш ачисене вĕренме ют çĕре ярассине те эпирех пуçарнă. Халăхăмăрăн Улăпĕн И.Яковлевăн çуралнă кунне те эпир сĕниччен малтан патшалăх шайĕнче уявламан.

- Пысăк ĕçсене пĕччен пурнăçлама çук.

- Çапла, хастарсем пĕр ушкăна чăмăртаннăччĕ ун чух. Ятранах калама пултаратăп: А.Хусанкай, Н.Лукианов, А.Леонтьев, Б.Чиндыков, И.Иванов, Г.Максимов, М.Арланов, Т.Ильина, И.Дмитриев, А.Тарасов, В.Туркай... Никама та манса хăварса кÿрентерес марччĕ... Алексей Петрович /“Хыпар” çемйин паянхи тĕп редакторĕ Леонтьев. - Р.А./ сĕннипе чăваш çамрăкĕсем валли “Паянтан” хаçат кăларма пуçларăмăр.

- Нумайăшĕ халĕ иртнĕлĕхе çаврăннă ĕнтĕ. Çав шутра - “Паянтан” та. Шел, çак кăларăмăн ĕмĕрĕ вăрăм пулайман. Чăваш хаçат-журналĕ вара халĕ пур пĕр пĕр çемьере тухса тăрать. Çапах та чăваш хастарĕсем ку таранччен мĕн пурнăçлани йăлт манăçнă теме çук - çултан çул вăй илсе, хăватланса, сарăлса кăна пыракан проект та çуратнă “Сăвар”. Çулсеренех йĕркелекен чун çÿрев çинчен тĕплĕнрех каласа кăтарт-ха вулакана.

- Çапла, хастарăмăрсене пухса çула тухассине те эпир пуçартăмăр. Пĕррехинче çапла шухăша кайрăмăр - хамăрăн тымарсене мĕншĕн манăçа кăларатпăр-ха эпир? Мĕншĕн несĕлĕмĕрсем тахçан пурăннă вырăнсене çитсе курас мар? 1991 çулта çапла пĕрремĕш хут Пăлхара кайса курма шухăшларăмăр. Анчах та ăçта вăл - Пăлхар? Мĕнле çитмелле унта? Станислав Юхтар ÿнерçĕпе Сантăр Пикл скульптор пулса курнă иккен вăл тăрăхра. Вĕсен пулăшăвĕпе Нурлат патĕнчен çаврăнса çитрĕмĕр-çитрĕмĕрех палăртнă вырăна. 1993 çултанпа чăваш çамрăкĕсем кăна мар, ытти регионтан та хутшăнаççĕ çак мероприятисене - Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Мускавран, Тутарстанран, Пушкăртстанран... 4 автобуспа 3-4 кунлăха тухаттăмăр çула.

- Малтанхи çÿревсене журналистсем те хастар хутшăннă. Халĕ апла мар-им? Çула мĕнле кайса килни пирки телекуравра та, пичетре те вулама, илтме-курма çук.

- Малтанах, комсомолра ĕçленĕ май, транспорт енĕпе те, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те пулман. Организаци саланса кайсан спонсор пулăшăвĕпе усă кураттăмăр. Халĕ вĕсене тупма та хĕн. Йăлтах хамăр кĕсьерен тÿлесе çÿретпĕр. Сăмахран, кăçал кашни çынран 14000 тенкĕ пухрăмăр - транспорт тата ытти тăкака саплаштарма. Чăваш журналисчĕсен шалăвĕ пысăк марри - вăрттăнлăх мар. Çула чĕнетпĕр - пырасшăн мар. Тепĕр сăлтав та пур-ха - çакăн пек çула тухма чунпа та пиçсе çитмелле ахăр. Пĕр çулхине журналисткăна илсе кайнăччĕ пĕрле. Эпир чăвашлăхпа çыхăннă вырăнта кашни çулах юпа лартса хăваратпăр. Хайхи пыратпăр çапла юпа çĕклесе - 3-4 çухрăм утмалла. “Çакăн пек сĕнкĕлтетсе çÿресе йăлăхмарăр-и-ха?” - тет хайхи чиперкке. Юн шайĕнче чĕнÿ пулмасан нимĕн те тăваймăн çав. Ман шухăшпа, кунта комментари те кирлĕ мар...

- Тÿрех ыйтас килсе кайрĕ-ха - çав юпасене лартса хăварнă вырăнсенче каярахпа пулса курнă-и? Кăларса пемеççĕ-и вĕсене вырăнтисем?

- Кун пек тĕслĕх Самар тăрăхĕнче кăна пулнăччĕ. Ытти çĕрте - çук, вĕсене кăларса пеме мар, пăхса, сăнаса пурăнаççĕ. Пÿлерте пултăмăр, Самар, Алтай тăрăхне, Дагестана çитрĕмĕр. Сăмах май, юлашкинче икĕ хутчен те юпа лартрăмăр. Кăçал Тобольск тăрăхĕнче пултăмăр. Кунта тахçан несĕлĕмĕрсем пурăнни пирки пĕр иккĕленÿ те çук - чăвашлăхпа çыхăннă нумай топоним сыхланса юлнă. “Чăваш тăвĕ” текен вырăн та пур. Тĕрĕссипе, Тобольск чăваш хулинчен пуçланса кайнă теме те юрать.

- Çакăн пек çÿревсем мĕн параççĕ çынсене?

- Чи малтан, паллах, хавхалану çуралать чунра. Унсăр пуçне, нумай ырă йăла йăл илчĕ вĕсенчен. Сăмахран, Тутарстан хастарĕсем халĕ Пÿлерте юпа патĕнче чăвашла ят йышăнас йĕркене пурнăçа кĕртнĕ. Çавăнтах вĕсем бард фестивалĕсене ирттереççĕ. Халĕ çакăн пек çÿревсем ыттисем те йĕркелеме пуçларĕç. Аван вĕт-ха ку. Çавăн пекех шăпах çакăн пек çÿревсенче сăвă-юрă нумай çуралать.

- Хита çаврăннă “Шупашкара кил” юрă та çаплах кун çути курнă тенине илтнĕччĕ...

- Çапла. 1998 çул. Эпир Туркменистана Тĕрĕк çамрăкĕсен VIII курултайне кайма тухнăччĕ. Çитес курултай ăçта иртессине те çавăнтах татса памалла - ăна пирĕн патра ирттерес ыйту çĕкленĕччĕ /чăваш хастарĕсем палăртни пурнăçа кĕнĕ - Тĕрĕк çамрăкĕсен IX курултайĕ Шупашкарта иртнĕ. - Р.А./. Пирĕн йышра - Раиса Сарпи, Олег Кăйкăр, Светлана Асамат тата ыттисем. Шĕкĕр хуламăра тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнчен тăванăмăрсем килесси пирки сăмах хускалчĕ те - Раиса Васильевна хавхаланса кайрĕ, Шупашкара чĕнсе сăвă çырчĕ. Олег Кăйкăр ăна çавăнтах кĕвве хыврĕ те “Шупашкара кил” юрă çуралчĕ. Çав чун çÿревре ăна тăршшĕпех юрларăмăр. Халĕ ку юрра пĕлмен çын çук та пулĕ. Чăвашла калаçманнисем те “Шупашкара кил” тесе ĕнĕрленине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ.

- Эпĕ ятарласах “çул çÿрев”, “çÿрев” сăмахсемпе усă куртăм. Эсир вара хăвăр çакна “чун çÿрев” сăмахпа палăртатăр? Мĕне пĕлтерет вăл?

- Çакнах, çул çÿренинех, анчах та - чун шайĕнче. Эпир тинĕс хĕррине кайса пиçĕхсе выртассишĕн çула тухмастпăр вĕт. Чун чĕнет пире çула. Юн шайĕнче ĕмĕрсен хушши упранса юлнă чĕнÿ ку. Çăмăллăн çуралмарĕ-ха ку сăмах. Çул çÿрев, пуç çапма кайни /паломничество/... Нихăшĕ те çырлахтармасть. Светлана Асамат сĕннĕ “чун çÿрев” пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта хутшăнакансем халĕ “чунташ” пулса тăраççĕ. Чăваш ятне илессине те ритула çавăртăмăр. Чи малтан мана ят хучĕç. 1993 çулта пулчĕ ку, шур сухалсем пуçтарăнса “Хĕвел хапхи” витĕр кăларчĕç, Ультияр ят пачĕç. Василий Дворников халĕ Имет ятпа çÿрет, Олег Мустаев - Кăвар, Леонид Князев - Кашкăр, Константин Малышев - Упа, Алексей Наумов - Арăслан...

“Сăвар” телекурав кăларăмĕсене Интернетра вырнаçтарса пыратпăр. Чăваш ятне çак мелпе те тĕнче умне кăларни начар мар тесе шухăшлатăп.

- Халăх пуласлăхĕшĕн общество шайĕнчи организацисем кăна тăрăшасси вĕçне тăрса юлас мар капла. Официаллă влаçпа нимĕнле çыхăну та çук-им?

- Йăпăлтатса каламастăп, юлашки вăхăтра пирĕн çине ăшă куçпа пăхма тытăнни уççăнах сисĕнет. Культура тилхепине Вадим Ефимов тытнăранпа лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Чăн та, укçа-тенкĕ енчен иртĕхтермеççĕ “Сăвара”, пире ку, тĕрĕссипе, кирлĕ те мар. Патшалăх пулăшăвĕсĕр те пурăнма пулать. Чи кирли, паян ЧР Культура министерстви пире ыйтусене патшалăх шайĕнче татса пама пулăшать.

- Йăлт лайăх сирĕн, пĕтĕмпех кал-кал пырать. Чăнласах пĕр йывăрлăх та çук-и е хăв çапла сахаллипех çырлахма пĕлекен çын-и эсĕ?

- Кăштах пулăшу пăсмасть-ха та ĕнтĕ пире те... Калăпăр, ЧНК турти хушшине урăх çынсем тăнă хыççăн çак чун çÿревсене каллех пĕрле ирттерме пуçларăмăр. Организаци ыйтăвĕсем тухса тăраççĕ - килен-каяна хваттерте йышăнаймастăн вĕт. Анчах та шел, чăвашлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлемелли конгресăн пысăк çуртĕнче пире валли пĕр пÿлĕм те тупăнмарĕ. “Пирĕн хамăрăн ушкăн пур - “Хастар”, - сирчĕç пире çак ыйтупа пырсан. Тепĕр тĕслĕх. ЧНК Аслă пухăвĕ иртрĕ пĕлтĕр. “Сăвара” унта 1 вырăн панă, “Хастара” - 2. Чăвашлăх идейисемпе çанă тавăрса ĕçлекен тепĕр ушкăн пур пирĕн çамрăксен - “Хавал”. Тĕрĕссипе, асăннă çак виçĕ ушкăнран чи маттуррисем вĕсем, авангард тесе те калăттăм. Тĕлĕнмелле те, вĕсем валли пĕр вырăн та уйăрман. Паян, чĕлхемĕр, апла - халăхăмăр, çĕр çинчен пачах та çухалас хăрушлăх тухса тăнă вăхăтра, “пирĕннисем” тата “пирĕн маррисем” çине пайлама кирлех-ши?

- Хăвăрăн пÿлĕм çук терĕр. Апла тăк ăçтан шыраса тупмалла сире? Калăпăр, çитес çул татах та çула тухас текен йышлă пулĕ... Чи тутлине вĕçне хăвартăмăр - ăçталла чĕнет-ха чун çитес çул?

- Азербайджана кайма палăртнă. Пире, каларăм ĕнтĕ, Интернетра тупма пулать - “Сăвар ТВ”. Унсăр пуçне “Одноклассники” социаллă сетьре “Сăвар. Чун çÿрев” ушкăн пур. Чăваш наци конгресĕ пирĕн пирки информаци пама пултарать. Халĕ вара “Чăваш хĕрарăмĕ” те пире çухатса ямасть пулĕ тетпĕр ĕнтĕ. Кăçал ЧНКпа пĕрле йĕркеленĕ чун çÿреве - несĕлĕмĕрсем йĕр хăварнă вырăнсене - 38 çын çитсе курма тĕв турĕ. 11 кунра 8250 çухрăма парăнтартăмăр. Чун çÿревре пулнисем каллех киле чăвашла ятсемпе, чун тулли кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç. Çакă вĕсене тăван чăвашлăхшăн татах та хавхаланса ĕçлеме пулăшасса шанас килет. Халăхсен хушшине “Сăвар” хывакан кĕпер çирĕпленсе кăна пытăр.

- Çапла пултăр!

Рита АРТИ калаçнă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.