Чун ыйтнипе...

16 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче - Осиповсен çемйи чăмăртаннăранпа 31 çул çитнĕ кун - паллашма тÿр килчĕ çак мăшăрпа. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн çуралнине кирек кам та тÿрех асăрхĕ.

Кăçал Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассисем Чăваш халăх художникĕн Федор Осиповăн тăванĕн Александр Леонидовичăн ĕçĕсене пĕрремĕш хут Тихвин ярмăрккине илсе тухнă. Уява килнисем ăстан пултарулăхĕ тыткăнланине пытарман. Хут е хăма çинчи сăнарлăх илемĕпе кăна мар, шухăш хăвачĕпе те илĕртет.

Картинăсенче - ухă йĕппиллĕ хĕрарăм сунарçă, çара ÿтлĕ чиперкке, чăваш хĕрĕ, юмахри сăнар... Унăн алли витĕр тухнă турăшсем чун канăçне тупма пулăшнăн туйăнать. Вĕсене сăрăпа ÿкернĕ, мозаикăпа илемлетнĕ, касса кăларнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче, хăйĕн ĕçĕсене сутни пирки те аса илчĕ кил хуçи - çемьене тăрантарма укçа кирлĕ пулнă. Йывăрлăх авăрне лекнĕ çынсенчен чылайăшĕ турăш ăсталама ыйтнă.

Сетнерпе Нарспи сăнарĕсенче - чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури, историйĕ. Ку картинăсем аваллăхпа хальхи пурнăçа çыхăнтараççĕ.

Мĕн тĕлĕнмелли, арçынсем ÿкерчĕкри çара ÿтлĕ хĕрарăмсене килĕштереççĕ. Хăй вăхăтĕнче саккаспа хатĕрленĕ çав ĕçсене тÿрех илсе пĕтернĕ. «Хамăн картинăсене 10 çула яхăн сутман», - калаçăва тăсать Александр Леонидович. Çапах чун ыйтнипе ăсталанăскерсене тăванĕсене, юлташĕсене, пĕлĕшĕсене парнелеме пăрахман вăл.

Пирвайхи хаклавçă

«Манăн упăшка пек ăстасем - çÿп-çап кăларакан çынсем. Тирпейлесе каятăп çеç, кăштахран йăлт çĕнĕрен пуçламалла», - шÿтлесе те илет çемье вучахне упракан. Хăй, ахăртнех, пултарулăхĕшĕн мăшăрне тата хытăрах юратать. Ахальтен мар упăшкин ĕçĕсене арăмĕ чи малтан хак парать. «Хăш-пĕр чухне манăн сĕнÿсене шута илет те картина килĕшÿллĕ пулса тухать», - палăртать Ольга Петровна.

Пĕрре художник йывăçран касса кăларнă картинисене шурăпа сăрланă. «Унашкалли кăмăла каймасть», - унăн упăшки тÿрĕ сăмахшăн та кÿренмест ахăр.

Ÿкерес ăсталăх ачисене те куçнă. Пур пĕрех нихăшĕ те пурнăçне чун киленĕçĕпе çыхăнтарман.

 

Леш тĕнчепе çыхăну татăлнă

«Нумаях пулмасть пĕр хĕрарăм манăн шăпана картпа пăхрĕ. «Сирĕн килте пĕр турăш пур. Ăна хăвăрпа юнашар тытма юрамасть», - терĕ. Эпĕ хăшĕн пирки сăмах пынине тÿрех тавçăртăм», - куççульне шăлать Ольга Петровна. 7 çул каялла вĕсен çемйине çĕр йăтайми хуйхă пырса кĕнĕ. Ытарайми мăшăрăн хĕрĕ Юля аварие лексе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. «Чечеке кайса пытартăмăр», - чунĕ çаплипех макăрать амăшĕн.

Анчах мĕнле турăш пирки каланă-ши хĕрарăма? Мĕншĕн пăлхатать-ши вăл Осиповсене? Амăшĕ каланă тăрăх, ăна тупăкри Юльăна тыттарнă. Кайран, леш тĕнчери хĕрĕпе çыхăну ан татăлтăр тесе, турăша килте упранă. Нумаях пулмасть карт пăхакан сĕннипе ăна чиркĕве кайса панă. Çакăн хыççăн тин лăпкăлăх тупнă хĕрарăм. Халĕ хăйне ирĕклĕ туять вăл.

«Ку картинăри хĕр Юльăна аса илтерет...» - тет куç тулли çамрăка лайăх пĕлнĕ Галина Александрова. «Пур ĕçе çынна параймастăп та, сутаймастăп та...» - çийĕнчех Александр Леонидовичăн сăмахĕсем аса килчĕç.

Ÿкерни хуйха чăтса ирттерме пулăшни çинчен те каларĕ ашшĕ. Чи çывăх тăванĕсен асĕнче Юля яланах йăл кулăпа çиçĕ.

 

Вырăнти артистсене пулăшма

«Пирĕн тăрăхри çынсем драма кружокĕнче артист ăсталăхне туптаççĕ. Пĕрре 3 простынь çĕлерĕмĕр те художника чĕнсе илтĕмĕр. Спектакльте Энĕш хĕррине кăтартмаллаччĕ. Александр Леонидович тăрса кăна мар, выртса та ÿкернĕччĕ ун чухне. Çав декораципе ăçта кăна çитмен-ши Тавăшкасси артисчĕсем?» - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Геннадьевна.

Халĕ çемье пуçĕ çул-йĕр организацийĕнче вăй хурать. Малтан хуралçăра та ĕçлесе пăхнă. «Ун чухне пушăрахчĕ. Çавна май нумай ÿкернĕ», - тăсăлать калаçу.

Куравра кăтартмалла та унăн ĕçĕсене. Анчах Александр Осипов чапшăн çунмасть. Ĕçĕсемпе хăй те, тăванĕсем те кăмăллă - çакă уншăн нимрен пĕлтерĕшлĕ.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Çемье архивĕнчи тата

автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.