«Хыпар» хаçат кун-çулĕ

Николай НИКОЛЬСКИЙ: Почтăпа калаçса татăлма тертлěрех пулчě

Хаçата пуçарнă истори наукисен докторĕ Николай Никольский (1878-1961) «Хыпара» кăларма пуçлани çинчен çапла çырнă: «1905 çулта Хусанти учительсен семинарийĕн директорĕ Николай Бобровников пулăшнипе тутарсем «Хусан хыпарĕ» хаçат кăларма тытăнчĕç. Çав çулах раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Николай Алексеевич мана чăвашла хаçат кăларма сĕнчĕ, хăй издатель пулма килĕшрĕ. Канашлура пулас кăларăмăн планне палăртрăмăр, кĕпĕрнаттăр патне эрнере пĕрре «Хыпарсем» ятлă хаçат кăлармашкăн ирĕк ыйтса çыру ятăмăр. Хурава нумай кĕтмерĕмĕр, виçĕ кунранах хаçат кăларма май çук тесе пĕлтерчĕç. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче кĕпĕрнаттăр патне тепĕр çыру ятăм. Ку хутĕнче «Хыпар» хаçат кăларассине палăртрăм. Телее, тепĕр икĕ кунранах ырă хыпар çитрĕ — хаçат кăларма ирĕк панă.

Кăрлач пуçламăшĕнче пĕрремĕш номер пуххине типографие леçрĕмĕр. 2-мĕш корректура хыççăн пичете патăмăр. 1500 яхăн экземпляр пичетлерĕç».

Хаçатăн иккĕмĕш номерĕ тепĕр çичĕ кунран кун çути курнă. Ăна та вулакансем кăмăлласа йышăннă. Çапла эрнере пĕрре /вырсарникун/ «Хыпар» хаçат тухса тăнă. Çĕртме уйăхĕнче Николай Никольский Чăваш Ене тата Чикме тăрăхне этнографи материалĕсем пухма тухса кайнă. Хăйĕн вырăнне Сергей Кириллова хăварнă. Николай Васильевич ертсе пынипе хаçатăн 22 номерĕ тухнă.

Малтанхи тěллевсене паянхи кун пурнăçласа пырать

115 çул каялла, 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче, çуралнă «Хыпар» хаçатăмăр. Сăлтавсăр-мĕнсĕр мар, самана ыйтнипе. Çав вăхăт тĕлне чăваш алфавичĕ пулнă, Чĕмпĕрти Иван Яковлевăн шкулĕнчен çĕр-çĕр чăваш ачи пĕлÿ илсе тăван ялĕсене таврăннă, тĕн литератури тухнă, çутта кăларакан кĕнекесем пичетленнĕ. Тăван чĕлхепе вулас текен йышланса пынă. Вĕсен йышĕнче общественноç кăна мар, ахаль халăх та пулнă.

Çавăнпа «Хыпар» хаçатăн 1500 экземплярпа тухнă пĕрремĕш номерĕ унччен пулман хавхалану, савăнăç, шанчăк кÿнĕ. Пĕтĕм тираж темиçе кунра сутăнса- валеçĕнсе пĕтнĕ. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ çийĕнчех Мускавпа Питĕр университечĕсен библиотекисене, Гельсингфорс университечĕ çумĕнчи финн-угор обществине, Лейпциг университетне, Парижри Наукăсен академине, Лондонри Наукăсен патша академине, Рим, Будапешт, София, Константинополь,Филадельфи университечĕсен библиотекисене çитнĕ.

Николай Никольскин ĕçне камсем малалла тăснă-ха? Николай Васильевич хыççăнхи редакторсем çаксем: С.К.Кириллов, С.И.Игнатьев, С.Н.Николаев, П.А.Алексеев, В.И.Иванов, А.А.Николаева /Кармачева/.

Хаçата 1907 çулхи çу уйăхĕнче кăларма чарăннă. Çĕнĕрен 1917 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хусанта кун çути курнă. Пуçараканĕ — Атăлçи тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсен союзĕн чăваш секцийĕ, 1917 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчен — Чăваш наци обществин органĕ, 1918 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен — чăвашсен Хусанти тĕп организацийĕсен органĕ. Çав çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Д.П.Петров /Юман/ ертсе пыракан Чăвашсен тĕп çар канашĕн сулахай эсерĕсен ушкăнĕ хаçата кăларма чарăннă. Кăларăм çĕнĕрен 1918 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче «Канаш» ятпа кун çути курнă. Издателĕсем – Хусан кĕпĕрне канашĕ çумĕнчи Чăвашсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссариат, Чăвашсен сулахай социализм комитечĕ тата Наркомнацăн чăваш пайĕ. Редакторĕсем: Д.Е.Ефимов, А.П.Лбов, Д.П.Петров /Юман/, А.П.Прокопьев /Милли/. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Хусана Комучăн халăх çарĕ тата чехословаксен çарĕ килсен хаçат каллех тухма чарăннă. Анчах сылтăм эсерсем ăна унăн малтанхи ячĕпе — «Хыпар» — çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Редакторĕ — А.Г.Гаврилова.

Ăна ЧК 1918 çулта персе вĕлернĕ. «Хыпар» пĕр тапхăр Ĕпхÿре те кун çути курнă. Çав çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш пайĕн органĕ çине тăнипе «Канаш» çĕнĕрен тухма пуçланă. Редакторĕсем: Д.С.Элмен, А.П.Лбов, А.Л.Лукин, Л.М.Лукин. 1920 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчен хаçат Чăваш автономи облаçĕн Революци комитечĕн органĕ пулса тăнă, кĕркуннерен — Чăваш автономи облаçĕн ертсе пыракан органĕсене çирĕплетнĕ хыççăн — РКП/б/Чăваш обкомĕн тата облĕçтăвкомĕн органĕ. 1919 çулхи çулла редакципе издательство пурлăхне Шупашкара куçарса килнĕ, кунта та хаçат «Канаш» ятпах тухса тăнă.

1937 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче унăн ятне улăштарнă, çапла майпа вăл вулакансем патне 1952 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕччен «Чăваш коммунĕ» /1940 çултанпа — «Чăваш коммуни»/ ятпа пырса тăнă, ун хыççăн «Коммунизм ялавĕ» ятпа. Çавăн пекех каласа хăвармалла: иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче «Канаш» çумĕнче «Çамрăк хресчен», «Çамрăк коммунист», «Пирĕн ял», «Сунтал», «Капкăн», «Ĕç хĕрарăмĕ», «Ленин çулĕпе» кăларăмсем кун çути курнă.

1991 çулхи çурла уйăхĕччен «Коммунизм ялавĕ» КПСС Чăваш обкомĕн, ЧАССР Аслă Канашĕн органĕ шутланнă, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен хаçат малтанхи «Хыпар» ята тавăрнă. Учредителĕсем — «Хыпар» хаçат редакцийĕ тата ЧР Министрсен Кабинечĕ. Редакторĕсем /1921 çултанпа/: Н.Я.Золотов, П.З.Львов, Г.Т.Алендеев, А.И.Золотов, В.Д.Дмитриев, Ф.Т.Ложников, Г.Н.Казаков, Г.М.Титов, А.В.Васильев, П.И.Иванов, Н.С.Семенов, Р.О.Малютин, В.Я.Яковлев,

М.К.Костин, М.Н.Якимов, Д.Ф.Семенов, А.П.Казанов, 1991 çул хыççăн — А.П.Леонтьев, В.В.Туркай, М.М.Арланов. Паянхи кун тилхепене Т.Г.Вашуркина тытса пырать.

1998 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕ йĕркеленнĕ. «Хыпар» — Чăваш Енри периодика кăларăмĕсен хушшинче чи сумлисенчен, Раççейри наци хаçачĕсенчен чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Унăн страницисенче социаллă пурнăçпа экономика, культурăпа çут ĕç, официаллă хроника ыйтăвĕсене, политика лару-тăрăвне тата ыттине çутатакан публикацисем пичетленеççĕ.

 

1968 çулта «Коммунизм ялавĕ» хаçат «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.
1978 çулта редакцие РСФСР Аслă Канашĕн президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
2006 çулта «Хыпар» хаçата Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.
2011 çулта кăларăм Раççей Президенчĕн Тавне тивĕçнĕ.

 

1984 çулта «Коммунизм ялавĕн» редакцийĕ пуçарнипе кире пуканĕ йăтакансен хушшинче хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн турнир ирттерме пуçланă. Ăмăртăва çулсерен тĕрлĕ регионтан килекен пăхаттирсем вăй виçеççĕ.

2003, 2008, 2013 çулсенче Николай Никольскипе Иван Яковлева асăнса «Кăнна Кушки — Купăрля» маршрутпа чупу иртнĕ. Унта республикăри паллă атлетсемпе çамрăк спортсменсем хутшăннă.
Тĕрлĕ çулта Муркаш районĕнче «Хыпар» парнисемшĕн кросс йĕркеленĕ. Ăмăртура расна ÿсĕмри атлетсем, çавăн пекех журналистсем те, тупăшнă.

 

♦ Пирĕн малтанхи çыравçăсенчен пĕри Иван Юркин 1899 çултах «Пулхар» хаçат кăларасшăн пулнă, анчах ун ĕç тухман. Николай Никольский, чиркÿре ĕçлемелли çынсене вĕрентнĕскер, Хусан кĕпĕрнаттăрĕнчен «Хыпар» хаçата кăларма ирĕк паракан хута йăлăна-йăлăна илнех. Çапла Азипе Европăра нумай-нумай çĕрте йĕр хăварнă чăваш халăхĕ валли Николай Никольский пĕрремĕш хаçат кăларма тытăннă.

 

♦ Хальхи вăхăтра «Хыпар» Издательство çурчĕ «Хыпарсăр» пуçне тата çак кăларăмсене — «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш», «Хресчен сасси», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсемпе «Тăван Атăл», «Тетте», «Самант» журналсене, саккунсемпе йышăнусен «Вести Чувашии» пуххине — кăларса тăрать.

 

www.hypar.ru