Арапуçсем хăйсен хутлăхне юратаççĕ
Пурăннă тăк Семен Гурьев тавра пĕлÿçĕ, РСФСР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Иван Михайлов «История деревни Арабоси» кĕнеке пичетленсе тухнишĕн чунтанах савăннă пулĕччĕç. Халăхăн ырă ĕмĕтне Семен Гурьевичăн хĕрĕ Галина Рубашникова тата Иван Михайловичăн хĕрĕ Надежда Петрова пурнăçлама пултарчĕç.
«Арапуç ялĕн историне çырма эпĕ 1967 çулта Г.Васильев хистенипе пуçăнтăм. Çак ĕç еплерех йывăррине те кăткăссине малтанах чухламан. Тĕпчеве 3-4 çул хушшинчех çырса пĕтерĕп тенĕччĕ. Апла пулмарĕ. Архивсенчи хутсене тишкернĕ май ĕçе пурнăçлама 7-10 çул кирлине ăнланса илтĕм. Паллах, ятарлă вĕреннĕ тата сывлăхлă çын кĕске вăхăтрах çырса пĕтерĕччĕ. Мана, пĕрремĕш ушкăн инвалидне, 10 çула яхăнах кирлĕ пулчĕ. Çапла тăрмашса 13 пайне хатĕрлесе машинкăпа çаптарса хуплашкапа çĕлеттертĕм. Пурĕ 5 кĕнеке пулчĕ.
Тепĕр кĕнекинче Арапуç ялĕн хальхи историне çырасшăнччĕ, шел, пултараймастăп. Сывлăх сасартăк хавшанипе тĕпчеве малалла тăсаймастăп. Килес ăрусем çак ĕçе вĕçлеччĕр...», - çапла çырнă С.Гурьев тавра пĕлÿçĕ «История деревни Арабоси» ятлă тĕпчевĕн ум сăмахĕнче. Семен Гурьевич историк та, филолог та пулман. Вăл ĕмĕрне банк тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тыткăнра асапланнă. Тен, шăпах ют çĕрте тертленни çуралса ÿснĕ тăван ене чунтан юратса пурăнма хистенĕ пулĕ. Хуть мĕн тесен те С.Гурьев Арапуçсемшĕн питĕ чаплă ĕç хатĕрлесе хăварнă. Типографире кĕнекелесе кăларма та ĕмĕтленнĕ ăна, анчах ун чухне ал çырусене пичетлесси чăрмавлă килсе тухнă. Çавăнпа пичет машинкипе çаптарса çĕленĕ самаях хулăн пилĕк кĕнеке Шупашкарти архивсенче, музейсенче вырăн тупнă. Юрать-ха, вĕсем тирпейлĕ упранаççĕ. Шкулта вĕренекенсемшĕн, учительсемшĕн, библиотекарьсемшĕн, студентсемшĕн, тавра пĕлÿçĕсемшĕн тĕпчев ĕçĕ çырнă чухне усă курма юрăхлă, кирлĕ мул. Çапах та Арапуçсем вĕсене типографире пичетлеттерсе халăх умне кăларма ĕмĕтленетчĕç. Тинех çакă пурнăçланчĕ: «История деревни Арабоси» кĕнеке ял çыннисен аллинче ĕнтĕ.
С.Гурьевăн ĕçне «Тавра пĕлÿ очеркĕсем» тесе палăртнă. Кашни темăнах документсемпе, ветерансен аса илĕвĕсемпе çирĕплетнĕ. Кунта, тĕрĕссипе, пĕр пушă сăмах та çук. Архив материалĕ питĕ пуяннине те палăртмалла. Акă Арапуç ялĕнче 1712 çулта пурăннă çынсен списокĕ. Тĕне кĕричченхи ятсем - Савгач, Тойдеряк, Биксалтанка, Кульмей, Байдул, Ентебей ... Интереслĕ мар-и-ха? Ку списока Мускаври архивран ыйтса илнĕ. Христос тĕнне йышăнтарсан - вырăсла ятсем кăна. Вĕсем тăрăх йăх тураттине йĕркелеме пулать. Е тата шкул кун-çулне çутатнине илер. Вĕрентÿ аталанăвне пуçламăшĕнченех тĕплĕн кăтартнă. Уйрăмах Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ А.Никифоров аса илĕвĕ асра юлать. 1917 çулхи пăлхав хыççăн ял еплерех пурăннă-ха? Ку темăна та тĕплĕн çырса кăтартнă. 1921 çулхи выçлăх вăхăтне илер тата. Автор ун чухне ача çеç пулнă. Выçăпа асапланакан çĕр-çĕр чăваш ачине, çав шутра Арапуçсене те, Мускава, Петербурга илсе кайнă, çапла майпа вилĕмрен, ыйткаласа е çапкаланса çÿресрен хăтарнă. Автор хăй мĕн курнине, мĕн тÿснине ăшри сăмахсемпе çырса кăтартать.
Арапуçĕнчен 15-16-мĕш ĕмĕрсенче 8 хуçалăх «Тискер хире» куçса кайса Аслă Арапуç ялне никĕслени çинчен вулама интереслĕ. Вăрмарсемпе Патăрьелсем халĕ те пĕр-пĕрне манмаççĕ, пĕр-пĕрин патне çÿресех тăраççĕ. Акă Аслă Арапуçсем «История деревни Арабоси» кĕнеке хăтлавне сумлă ушкăнпа килсе хутшăнчĕç, Арапуçсем Пăла тăрăхне кайса курчĕç.
Кĕнеке тăрăх районти чылай ял пирки пĕлме пулать. Мĕншĕн тесен 1861 çулта Арапуç вулăсĕ йĕркеленнĕ. Унта Сĕнтĕр, Чулкаç, Патти, Чупай, Мăнтăр, Çĕнĕ Кавал, Кĕçĕн Вăрмар, Кивĕ Вăрмар ялĕсем кĕнĕ. Интересленекен тупать тенĕ пекех килсе тухрĕ: 1870 çулсенче асăннă ялсенче миçе арçын пурăннине пĕлес тенĕччĕ. Кĕнекере миçе арçын пурăннине, арçыннине пăхса миçе теçеттин çĕр уйăрнине тĕплĕн кăтартнă. Çапла 1920 çулчченех.
Аслăрах ăрури çынсене хăйсен ачалăхĕпе çамрăклăхне таврăнса аса илÿ авăрне путмалăх пионерсем, комсомолецсем çинчен çырни интереслĕ пулассăн туйăнать. Суту-илÿ тытăмĕ, ялти чиркÿ, налуксемпе ссудăсем, промышленноçăн пирвайхи предприятийĕсем, больница кун-çулĕ, вулăс правленийĕ йĕркеленни, вулав çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтăва хускатнă. Сахал сăмахпа кирлине çеç каланă.
С.Гурьева тĕпчев ĕçне пурнăçлама «Путь Ильича» колхоз председателĕ И.Михайлов нумай пулăшнă. Укçа-тенкĕ уйăрнă, ырă сăмахпа хавхалантарнă. Автор машинкăпа пичетлеттерсе кĕнекелетнĕ пĕрремĕш тĕслĕхе Иван Михайловича тав сăмахĕ çырса парнеленĕ. Ырри ырăпах таврăнать. «История деревни Арабоси» кĕнекене пичете хатĕрлекен Н.Петрова, Э.Романова, И.Михайлова Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, РСФСР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.Михайлов пирки пысăках мар тĕрленчĕк, сăн ÿкерчĕксем кĕртнĕ. Тĕрĕс тунă.
«История деревни Арабоси» кĕнекене станпа çаптарса халăх патне çитерме ниме йăлипе халăх хăй хутшăннă. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ - вĕрентÿ ветеранĕ, тавра пĕлÿçĕ Н.Петрова.
- Ял çыннисем мана шаннăран çакăн пек пысăк ĕçе ăнăçлă пурнăçлама пултартăмăр, - тет Надежда Ивановна.
Вăрмар районĕнчи ялсен кун-çулне çутатакан кĕнеке сахал мар тухнă. Архив материалĕсемпе туллин усă курнисенчен Арапуçсен кĕнекине палăртмалла: унта 410 страница, 100 ытла сăн ÿкерчĕк. Тавра пĕлÿçĕсем ăна тĕслĕх вырăнне хумалла пек туйăнать.
Василий Цыфаркин.
Вăрмар районĕ
Комментари хушас