Пан улми çинчен

15 Çурла, 2014
  • Пан улми пуриншĕн те усăллă. Унта тĕрлĕ витамин нумай. А витамин инфекци чирĕсенчен сыхланма, куç çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшать. Сайра-хутра тĕл пулакан G витамин вара апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать, ÿсме пулăшать. С тата В ушкăнри витаминсемпе те пуян пан улми.
  • Унсăр пуçне пиçсе çитнĕ пан улмире йод шайĕ бананран 8 хут ытларах, апельсинран – 13 хут. Апла пĕсехе парĕн чирĕпе нушаланас мар тесен пан улми çимелле.
  • Пан улмире тимĕр нумаях мар, анчах унра организм ытти çимĕçри – калăпăр, çăмартари е пĕверти – тимĕре лайăрах ирĕлтерме пулăшакан япаласем пур. Кальци вара çителĕклех.
  • Пектин пурри вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеттерме май парать.
  • Пан улми юн тымарĕсене çирĕплетет, ÿт тăртанса тăнине ирттерет.
  • Туртакансене сиенлĕ йăларан хăтăлма пан улми çиме сĕнеççĕ: 3 кунччен пан улмипе тата симĕс чейпе кăна пурăнмалла. Тăваттăмĕш кунне вара туртас кăмăл сĕврĕлет.
  • Тăтăшах пан улмипе унăн сĕткенне усă курни пуç мимин клеткисене арканасран упрать, астăвăма çирĕплетет.
  • Пан улмире инфарктран, инсультран, ракран хÿтĕлекен антиоксидантсем пур. Уйрăмах вăл çимĕçĕн хуппинче нумай.
  • Пĕрмаях пан улми çисе начарланма та пулать: углевод çăва куçманран çын майĕпен çÿхелет.
  • Пан улмине урăх çимĕçпе хутăш çиме юрамасть, газ пухăнса аптратма пултарать. Урăх çимĕçе çийиччен çур сехет те пулин вăхăт иртмелле.
  • Хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсемпе нушаланакансен пан улми хуппине шуратса е духовкăра пĕçерсе çимелле.
  • Ытла пылак пан улми шăл эмалĕшĕн сиенлĕ, çавăнпа çинĕ хыççăн çăвара шывпа чÿхеме тăрăшмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.