Ача мопед çине ларсан...

12 Çурла, 2014

Çулла çулсем çинче икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕсене - мотоциклсемпе мопедсене, скутерсемпе велосипедсене - час-часах курма пулать. Меллĕ, перекетлĕ. Анчах автомобилистсемпе танлаштарсан водительсен çак ушкăнĕ çул çинче инкеке лекес хăрушлăх чылай пысăкрах.

Аварие лексен суранĕсем те йывăртарах. Мотоциклпа пынă май унăн водителĕ, тĕрĕссипе, хÿтлĕхсĕр. Бамперпа капот та, хăрушсăрлăх пиçиххипе минтерĕ те çук-çке. Çавна май кашни мотоциклистăн яваплăха туймалла: шанчăклă амуници пултăр - ÿкес тĕк вăл кĕлеткене, пуçа хÿтĕлетĕр. Чи кирли - мотошлем. Вăл аварие лекес пулсан пуçпа çапăннă май ăна амантасран шанчăклă хÿтĕлетĕр. Шел те, чылайăшĕ хăйĕн хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшламасть - мотошлем тăхăнмасть. Мотоцикл пассажирĕсем пушшех çак хатĕрпе усă курмаççĕ.

Кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче каç еннелле Шупашкарти Гагарин урамĕнчи 41-мĕш çурт патĕнче 19 çулти водитель мопеда «пăхăнтарайман» та - бордюр çине тăрăнса тÿнсе кайнă. Хăй аманман-ха, анчах пассажирĕ, 16 çулти каччă, суранланнă.

Çулталăк пуçланнăранпа вара мотоцикл, мопед, скутер водителĕсем хутшăннипе 28 авари пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 27-ĕн аманнă. Çул çитменнисем руль умне ларса инкек тÿсни пушшех пăшăрхантарать. Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ, ашшĕ-амăшĕ вара çăмăлттайскерсене «тетте» туянса парать - пĕлсе тăрса тенĕ пек вĕсене хăрушлăха кĕртсе ÿкерет. Тĕп хулара кăна çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен 14 водитель тата вĕсен çамрăк икĕ пассажирĕ инкек тÿснĕ.

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче 17 сехетре Шупашкарти Айзман тата Декораци урамĕсем хĕресленекен вырăнта скутер водителĕ сылтăмран çывхаракан «Тойота Королла» автомобиле çул паман. Правилăсене пĕлмен ĕнтĕ - руль умĕнче 11 çулти шкул ачи пулнă вĕт, мотошлем, ытти хÿтлĕх хатĕрĕ тăхăнманскер. Правилăсене сĕмсĕррĕн пăснă май авари пулнă, ачана больницăна ăсатма тивнĕ.

Аслисем çакна пĕлме тивĕç: мопедпа тата скутерпа 16 çул тултарсан тата водитель удостоверенийĕ пулсан кăна çÿреме юрать. Регистрацин докуменчĕсемсĕр, çавăн пекех водитель удостоверенийĕсĕр çула тухсан мотоцикла штраф стоянкине ăсатаççĕ. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн мотоциклистсем административлă майпа ытти водительпе тан явап тытаççĕ.

Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснă ачасемпе çыхăннă материалсене çул çитменнисемпе ĕçлекен пайра тишкереççĕ, кайран РФ КоАПĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттараççĕ. Кăçал çак статьяпа скутер утланса çула тухнă ачисемшĕн тăватă ашшĕ-амăшĕ явап тытнă ĕнтĕ.

Велосипедистсем те пăшăрхантараççĕ. Аслисен велосипед туянса панă май ачисене çул çинче уямалли правилăсене ăнлантармаллах. Чăн та, ача çул çине тухнă май пĕтĕм яваплăха туясси иккĕленÿллĕ. Çавна май инкексен шучĕ ÿсет.

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче 17 сехет те 40 минутра Шупашкарти Орлов тата Ашмарин урамĕсем хĕресленекен çĕрте ВАЗ-21093 автомобиль 9 çулти велосипедиста, светофорăн хĕрлĕ çутине пăхмасăр «зебра» тĕлĕнче çул урлă каçма тăнăскере, пырса çапнă. 30 çулти водитель пĕр тăхтамасăр тормоз педалĕ çине пуснă пулин те инкеке сирсе ярайман. Пуçне амантнă ачана больницăна ăсатма тивнĕ. Паянхи кун тĕлне 16 çул тултарман 10 çамрăк çул-йĕр правилисене пăснине шута илнĕ, вĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем пулаççех.

Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн ПАИ пайĕ чи малтанах çитĕннисене чĕнсе калать: мототранспорт хатĕрĕ - хаклă «тетте» кăна мар, пысăк хăрушлăх çăл куçĕ те. Ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕ сирĕн яваплăхран нумай килет.

Елена САФОНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.