Кашнин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла
Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Давыдовсене, чăн та, спорт сывлăш пекех кирлĕ. "Ăмăртусене хутшăнни, кашни кун тренировкăна тухни вăй-хăват парать, пурăнма хавхалантарать, яланах çĕнтерÿ патне талпăнас килет", - çирĕплетет кил хуçи Анатолий Клементьевич. Спортпа туслă çемьепе тĕл пулас тесе Каçал тăрăхне çул тытрăм.
Шкулта - 35 çул
Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Давыдов ача чухнех спорт çулĕ çине тăнă. Районти ăмăртусенчен парнесемпе таврăнни çамрăк спортсмена çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума хавхалантарнă. Йĕлтĕрпе тата çуран чупас енĕпе уйрăмах хастар пулнă вăл. Каярах велосипед çине ларнă, ишев мелĕсене ăша хывнă. Çавăнпах шкул ачи хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас тенĕ - Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне суйласа илнĕ /каярах Мордва патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă/. Унтах çамрăк каччă пулас мăшăрĕпе, Патăрьел тăрăхĕнчи Тăрăн хĕрĕпе, Галина Ивановнăпа паллашнă. Вăл та спортсменка. Кĕске дистанцисенче ялан чи вăйли пулнă.
Алла диплом илсен çамрăк мăшăра Каçал тăрăхне ĕçлеме яраççĕ. 35 çул вăй хураççĕ Давыдовсем Хирти Явăш шкулĕнче. Пулас ăру спортпа туслă пултăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Анатолий Клементьевич каланă тăрăх - хальхи ачасене спортпа кăсăклантарма йывăртарах, Интернет тата тĕрлĕ йышши çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе илĕртÿллĕ япаласем вĕсене "тыткăна" илеççĕ. Çапах çав йышра та маттурри сахал мар. Çамрăк спортсменсем кашни çул районти ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сабантуйпа Акатуй уявĕсенче, спортăн тĕнче класлă мастерĕсен Фаина Красновăпа Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн Патăрьел тăрăхĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнасси йăлана кĕнĕ.
"Ял çамрăкĕсене спортран пăракан тепĕр пулăм вăл - шкулта спортзал çукки. Ăмăртусене хатĕрленме услови çителĕксĕрри турнирсенче ытти ачапа тупăшма йывăртарах. Паллах, уçă сывлăшра пулни сывлăхшăн усăллă. Анчах юрлă-çумăрлă çанталăкра пÿлĕмре ларса аталанаймăн", - пăшăрханса калаçрĕ вĕрентекен. Çывăх çулсенче ялта çĕнĕ шкул çĕкленмелле имĕш, унтах çĕнĕ спортзал илемĕпе савăнтарасса шанаççĕ Давыдовсем. Паянхи кун спортпа туслисемшĕн футбол, волейбол, баскетбол лапамĕсем чи юратнă вырăнсем. Вĕренÿ учрежденийĕнче виçĕ секци ĕçлет: ачасем çăмăл атлетика, пăшалтан перес, йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăсталăха туптаççĕ.
Ял тăрăхĕнче йĕркелекен спорт уявĕсенчен пĕри вăл - Афган вăрçине хутшăннисене халалланă турнир. Кăçалхипе 14-мĕш хут иртнĕ ăмăртăва çулсерен 10 яхăн команда вăй виçет. Пĕтĕм Раççейри Наци кросĕ, "Йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă старта та ял çыннисемпе шкул ачисем хаваспах хутшăнаççĕ. Çапах та, Анатолий Клементьевич шухăшĕпе, çакăнпа кăна çырлахмалла мар. "Спортпа туслă пулччăр тесен ăмăрту ытларах йĕркелемелле. Ку енĕпе вара шкул çеç мар, ял тăрăхĕн администрацийĕн нумайрах ĕçлемелле", - терĕ вăл.
ГТО юхăмне çĕнĕрен чĕртсе тăратнине те ырлать Анатолий Давыдов. Çавăнпа нормативсене пурнăçлама пултарнине вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче тĕрĕслеме те ĕлкĕрнĕ шкулта. Пирвайхи кăтартусем япăхах маррине те пĕлтерчĕ вĕрентекен. Çамрăк чухне "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" тытăмăн паллине темиçе хут та тивĕçнĕскер яланах малти ретре пулнă. "Шкулта вĕреннĕ чухне физкультура урокĕ çитессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Епле-ха унсăрăн, эрнере пĕр урок кăначчĕ те. Халĕ акă 3 сехет пулин те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентейместпĕр. Спорт керменĕсем пĕри тепринчен чаплăрах, унта кĕрсен тухас та килмест. Ĕлĕк пире валли нимех те пулман, футбол уйĕ кăначчĕ. Унта эпир выляттăмăр та, чупаттăмăр та. Мĕн кăна шухăшласа тупман пулĕ", - иртнине кăмăллăн аса илчĕ ветеран.
Тăрăшуллисем яланах малта
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕр-шывра çемье спортне аталантарма пуçласан Давыдовсем республикăра, районта йĕркелекен ăмăртусене хутшăнма тытăнаççĕ. Анатолий Клементьевич, мăшăрĕ Галина Ивановна /вăл та физкультура учителĕ/, спортпа туслă ачисем /малтан - хĕрĕ Людмила, каярах - ывăлĕ Владимир, халĕ - мăнукĕ Диана/ Каçал тăрăхĕнчи кашни турнирта вăй виçме васкаççĕ, республика шайĕнчи ăмăртусенчен те юлмаççĕ. Акă Шупашкарта иртнĕ "Спорт çемйи" фестивальтен виçĕ çул /1996-1999 çç./ медальсемпе таврăннă. Халĕ те вĕсем асăннă турнирăн хастарĕсем. "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафетăна Давыдовсем пилĕк хут хутшăннă, кашнинчех пьедестал çине хăпарнă. 1997 тата 2000 çулсенче вĕсем Атăлçи халăхĕсен фестивалĕнче республика чысне хÿтĕленĕ, икĕ хутĕнче те виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем Раççей ĕçченĕсен спартакиадин финалне те хутшăннă, 2000 çулта Мускавра иртнĕ ăмăртура мала тухайман пулин те паянхи кун та ырă кăмăлпа аса илеççĕ çав тапхăра Давыдовсем. Республика, район шайĕнчи тĕрлĕ турнирта çĕнсе илнĕ медаль-диплом сахал мар "2006 çулхи çулталăк çемйин".
Давыдовсем кăçал уйрăмах палăрчĕç. Пенсионерсен республикăри спартакиадинче. Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич çăмăл атлетсен тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кил хуçи çавăн пекех винтовкăран перессипе ăсталăх кăтартнă: кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Çавна май Анатолий Давыдов Шупашкарта иртнĕ РФ Пенсионерĕсен пĕрремĕш спартакиадинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Мĕнле кăмăл-туйăм парнеленĕ-ха ăна çак ăмăрту? "Аслă ăру çыннисем валли спартакиада йĕркелени пархатарлă ĕç. Унта хутшăнни çитĕнÿсем тума хавхалантарать, малалла пурăнма вăй-хăват хушать. Пĕр-пĕринпе курса калаçни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăр çĕр-шыв ветеранĕсемпе кăна мар, Раççей тулашĕнчи ватăсемпе паллашрăмăр, вĕсен пурнăçĕпе кăсăклантăмăр. Сăмахран, Сербире пенсионерсен Олимпиадине ирттересси йăлана кĕнĕ, вĕсем унта хаваспах хутшăннине пĕлтерчĕç. Тивĕçлĕ канура пулин те спортпа туслă пулни савăнтарать", - хавасланчĕ вăл. Палăртмалла: Анатолий Клементьевич спартакиадăра 400 метрлă дистанцире /8-мĕш вырăн/, винтовкăран перессипе /18-мĕш кăтарту/ вăй виçнĕ, эстафетăра бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Тренировкăсене тĕплĕн хатĕрленекен Давыдовсене кăçал ытти ăмăртура та ăннă. Акă республикăри Ял спорт вăййисенче çемьесен ушкăнĕнче çĕнтернĕ, ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура та сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Çемье полиатлона кăмăлланине те палăртмалла. "Спортăн интереслĕ енĕ, ăна чылай атлет килĕштерет. Пĕр вăхăтрах йывăр та, çав вăхăтрах кăсăклă пулнипе уйрăлса тăрать вăл. Пĕр ăмăртура выляса ярсан тепринче мала тухма май пур", - сăмахне малалла тăсрĕ ветеран. Полиатлонпа 5-мĕш класран вĕренсе тухнă мăнукĕ Диана та туслă. Акă кăçал Çĕмĕрлере иртнĕ турниртан вăл тата унăн кукашшĕ пушă алăпа таврăнман. "Çĕнтермешкĕн нумай тар тăкмалла. Çемйипех чупни, велосипедпа ярăнни, бассейна çÿрени сывлăха çирĕплетет, ăмăртусенче мала тухма май парать. Колхоз сачĕ пулнă вырăна кашни кун чупма тухатпăр", - çитĕнÿ вăрттăнлăхне пĕлтерчĕ Анатолий Клементьевич. Тăрăшуллисем яланах малта тесе ахальтен каламаççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ