Программа аталанăва вăй парĕ
264 миллиард тенке яхăн — çакăн пек республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин хакĕ. Пилĕк çуллăх планпа Аслă экономика канашĕн эрнекун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паллаштарчĕ.
Программăна кĕнĕ çĕр-çĕр проект инфратытăма, промышленноçпа ял хуçалăхне, ытти отрасле аталантарассине тĕпе хурать. Производствăна ÿстерессипе, пурнăç шайне çĕклессипе çыхăннă тĕллевсене тĕпе хуни çинчен каланă май Олег Николаев асăннă проектсем ялпа хулари пурнăç хăтлăхĕн уйрăмлăхне пĕтерме, Чăваш Ен çыннисем ĕçлеме юта çÿрессине чакарса вĕсене хамăр патрах ĕçпе тивĕçерме пулăшмаллине пайăррăн çирĕплетрĕ, программăна пурнăçлас тĕлĕшпе пурте пĕрле ĕçлессе шаннине палăртрĕ.
Программăна Росздравнадзор ертÿçи Алла Самойлова, РФ промышленноç, строительство, цифра аталанăвĕн министрĕсен заместителĕсем Алексей Беспрозванный, Дмитрий Волков, Людмила Бокова, Экономика аталанăвĕн минристерствин департаменчĕн ертÿçи Виктор Смирнов, Шупашкара ятарласа килнĕскерсем, пысăка хурса хакларĕç, федераци тытăмĕсен енчен региона кÿме палăртакан пулăшу мерисем пирки каларĕç.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас