Укçа Хураçка мар, хуçине палламасть

1 Çурла, 2014

Çитмен пурнăçран Мускава çитнĕ чăваш хĕрарăмĕсем пирки çырнăччĕ эпĕ. Çур уйăхра 40 пин тенкĕ майлă ĕçлесе илекенсем унти йывăр пурнăçа пăхмасăрах тăтăшах инçе çула тухаççĕ. Икĕ вут хушшинче çунаççĕ: укçа та илĕртет, çемьене пăрахса хăварма та шел. Анчах кашнинчех укçа çĕнтерет. Çемье чăтать. Укçа вара çул уçать. Уçмасăр. Хăй вăхăтĕнче Чăвашра тухтăрта ĕçлесе пурнăçне саплаштаркаласа çеç пынă пĕлĕшĕм халĕ Мускавра çав ĕçпех уйăхсерен çĕр пин тенкĕ ытла укçа илет. Çулталăкра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илмелĕх укçа пухнă.

Аса илместĕмччĕ-ха çакна. Сăлтав тупăнчĕ. Йĕпреçрен пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ: «Тем те çыратăр. Пулăшсамăр. Мускавра ĕçлесе пурăнакансемпе паллаштараймастăр-ши? Паян тесен паян пăрахса кайма хатĕр. Пурнăç хĕсĕнсех çитрĕ-çке. Икĕ ĕне усратăп, сыснасем ÿстеретĕп. Мĕн усси? Вĕсемшĕн çеç ĕçлемелле. Çăвĕпех курăк хатĕрлемелле. Ачасене вĕрентме укçа кирлĕ. Киоскра ĕçлетĕп. 3,5 пин тенкĕ илетĕп. Мĕнле пурăнмалла?!»

Мĕн каласа йăпатмалла чунтан пăшăрханса калаçакан хĕрарăма? Пĕлместĕп. Чăвашстат цифрисене кăна илсе пама пултаратăп. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăра пурăнакансен вăтам ĕç укçи 19,7 пин тенкĕпе танлашнă тесе пĕлтерет вăл. Чи нумай ĕçлесе илекенсем финанс тытăмĕнче тăрăшаççĕ: 33 пин ытла илеççĕ. Чухăннисем – ял хуçалăхĕнче, пир-авăрпа çĕвĕ производствинче тар кăларакансем: 10-11 пин майлă. Чи пысăккипе пĕчĕкки хушшинчи уйрăмлăх 3,3 хутпа танлашнă. Паллах, хут çинчи цифрăсем чăн пурнăçринчен хитререх курăнаççĕ. Вăтамран 20 пин майлă ĕçлесе илекенсем камсем-ши? Тĕрлĕ çăл куç кăтартăвĕсем тăрăх çакă паллă: республикăра пурăнакансен 44 проценчĕ уйăхра 10 пин тенкĕрен те сахалтарах укçа ĕçлесе илет, тата тепĕр 44 проценчĕ 10 пинрен пуçласа 25 пин таран. Çав вăхăтрах унта та кунта ĕçе илетпĕр, тивĕçлĕ укçа тÿлетпĕр тесе çырнă пĕлтерÿсем çакăнса тăнине курма пулать. Урай çăваканран пуçласа офис ертÿçине пулăшакан таранах кирлĕ. Калăпăр, икĕ кун ĕçлесе икĕ кун канакан тирпейлÿçĕне 6 пин тенкĕ шантараççĕ. Ертÿçĕне пулăшакана – 30 пин. Чăннипех те çапла-ши? Калама хĕн.

«Мĕнле пурăнмалла?», – янăрать хăлхара киоскра ĕçлекен хĕрарăм сасси. Пĕлместĕп. Республика ертÿçи Патшалăх Канашне янă çырура телее инçетре шырамалла маррине, кил хуçипе арăмĕн çемьепе пĕрле пулмаллине, хамăр патрах ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла тесе палăртнине пĕлетĕп. Хальчченхи пекех пурăнмалла пулĕ. Ĕне выльăх ÿстерсе. Утă-улăм хатĕрлесе. Пурнăçа юратса.

Елена Николаева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.