Чун вучахĕнче вĕрекен хуран
Кăçал çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче "Вăхăта парăнман юрату" кĕнеке кун çути курчĕ. Авторĕ – Геннадий Максимов. Паллă публицист тата телешоуçă тăван литературăра та авторитетлă сăмахне каларĕ: "Сталин грамоти", "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Танец в ночи" кĕнекесене вулакансем ăшшăн йышăнчĕç.
"Вăхăта парăнман юрату" кĕнекене "Атăлти хĕрессем", "Вăхăта парăнман юрату", "Шур пир çинчи ĕмĕлке" повеçсем, "Тусан айĕнчи чăнлăх" калав кĕнĕ. Çăмăлттай хайлавсем мар вĕсем: шухăшламалли нумай, тĕшмĕртмелли те пур. Пурнăç текен ăрусен вăййи чун вучахне çакнă тăван культура хуранĕнче вĕрет. Тутлă пиçет-и вăл е çук? Çыравçăпа пĕрле "сыпса" пăхăр-ха.
– Çырас туртăм санăн ăçтан? Кам е камсем хавхалантарнипе йăтăнса тухнă? Йăхунта ку ĕçпе аппаланакан пулман-и?
– Тăванăмсем каланă тăрăх – пулман. Çырас туртăм та тăруках кĕмсĕрт-кемсĕрт йăтăнса анман-ха вăл. Ачалăха таврăнса кун-çулăма тишкернĕ хыççăн пĕтĕмлетĕвĕм акă мĕнлерех тĕвĕленчĕ: Нĕркеç халăхĕн хăйне евĕрлĕхне, кÿршĕ ялтисенчен раснараххине курса ÿсни, пархатарлă уйрăмлăхĕсене – Шупашкар, Хусан, Чул хула купсисене те кăмăла каймалла чаплă кирпĕч маçтăрлама ăслай çитернине, культура пахалăхĕсем еннелле хытă ăнтăлнине, таврара çук пуянлăхне лăш курмасăр ĕçлесе тунине-пуçтарнине, çĕр-çĕр çул хушшинче çирĕпленнĕ чăваш йăли-йĕркине хавшатмасăр пурăннине... – Комсомольски районĕн çыннисене пĕлтерес, килес ăрусем валли хăварас килни аллăма ручка тыттарнă. Шел, революци йĕркелесе влаçа ярса илнĕ большевиксене пуян çынсем кирлĕ пулман. "Çутă пурнăçа" чухăнсемпе хăтлама тĕллев тытнă. Вĕсене тем тума та ирĕк панă. Лешсем вара алхаснă, манерсĕр иртĕхнĕ: çирĕп хуçалăхпа пурăнакан çемьесен çурчĕсемпе хуралтисене, выльăх-чĕрлĕхне, ытти пурлăхне колхоз валли туртса илнĕ, хăйсене кулак тесе Çĕпĕрти лагерьсене ăсатнă, чылайăшне, уйрăмах репресси вăхăтĕнче, персе вĕлернĕ. Кун пек синкерлĕх урăх нихăçан та пулмалла маррине систерсе те асăрхаттарса вĕсене сюжетласа калав-повеçе кĕртетĕп.
– Çĕнĕ кĕнекÿ патне таврăнар-ха. Вăхăта парăнман юрату пурнăçра ытларах пултăр тесе-и ятне çапла патăн?
– Тĕрĕс чухларăн. Статистикăна ĕненес тĕк тĕвĕленнĕ юратăвăн çирĕп тĕрĕслевне чăтаймасăр вăхăта парăннă тĕслĕх этемлĕхĕн хальхи каçалăкĕнче шăкăрин.
– Эпĕ ас тăвасса повеç икĕ пайран тăмастчĕ. Инкекпе вĕçленетчĕ. Малалла тăсма-пысăклатма мĕн хистерĕ?
– Вулакансен çырăвĕсем. "Нинана мĕншĕн вĕлерттертĕн?", "Хĕрарăм телейне пĕрремĕш хут туллин астивнĕ Нинан пурнăçĕ сарăмсăр татăлнăшăн пускилсемпе питĕ кулянтăмăр", "Пĕрремĕш юратăвне аса илсе савăкланнă геройсен шăпине çапла вĕçленине вулама питех те йывăр. Тен, повеçе малалла тăсмалла? Аманнă Володьăн, Нинан университетра вĕренекен хĕрĕн Ольăн, арăмне персе вĕлернĕ Шăрка Герин малашнехи пурнăçĕ мĕнле пулассине те пĕлес килет. Ку сĕнĕве çамрăксем те ырлаççĕ" тесе çырнисене вуланă, библиотекăсенчи тĕл пулусенче Нинана хĕрхенсе калаçнине итленĕ хыççăн аптрав серепине çаклантăм. Повеçри геройсем ытлашширех килпетсĕрленнинче, "хĕрлĕ чикĕрен" те (çынна вĕлерни – чи пысăк çылăх)каçса кайнинче хамăн яваплăха туйса илтĕм. Çак туйăм вĕчĕлтетсе чун-чĕрене вырнаçрĕ те Нинана чăнласах та шалккă пулса кайрĕ...
Калав-повеçе кам валли çыратпăр? Вулакан валли. Апла тăк вĕсен сĕнÿ-канашне шута илмеллех. Çыртăм вара ыйтнине. Повеçĕн иккĕмĕш пайне лайăхпа вĕçлерĕм. Вулакансем çырлахрĕç пулмалла – пăшăрханса çырнă çырусем килмерĕç.
– Шăрка Гери вырăнĕнче хăв пулнă тăк – переттĕн-и?
– Çук. "Хĕрлĕ чикĕрен" каçасран хама тытса чарма тăрăшăттăм. Мана повеçри пĕр хĕрарăмăн сăмахĕсем килĕшеççĕ. "Арăмĕн пурнăçне ма татрĕ-ха ĕнтĕ? Уйрăлса кай та – ман, вĕче тытса ан пурăн. Ху айăплă, ху мемме...".
– "Максимов кăра та хаяр çырать" тенине хаçатра вуланăччĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăн?
– Социаллă тан марлăхра пурăннă чухне урăхла епле-ха çырайăн. Çакнашкал пулăм пирки Эмиль Золя та, француз литературин классикĕ, тÿррĕн, çиелтен йăлтăрккапа витмесĕр çырнă. Унăн геройĕсем калаçни, пурнăç тăрăмне хаклани кĕлеткене шатăр-р! шăнтаççĕ. "Жерминаль" романĕ çеç мĕне тăрать, куç-пуçа чалăштарса ярать.
– Калав-повеç çырнă чухне саншăн чи йывăрри мĕн?
– Ят парасси тата – вĕçĕ. "Вăхăта парăнман юрату", "Атăлти хĕрессем" повеçсен вĕçĕсемпе нумай муталантăм. Эпĕ мĕн вăл, тĕнче классикĕсем еплешшĕ тертленнĕ. Сăмахран, Эрнест Хемингуэй "Прощай, оружие" романăн юлашки страницине 39 хутчен улăштарса çырнă.
– Хайлавсенче чи кирли мĕн пулмалла?
– Сюжет тата чĕлхе. Вĕсем пĕр кĕвĕ (гармони) йĕркелемелле. Çак кĕвĕлĕхе тупма, ăслама ай-вай çăмăлах мар. Уйрăмах чĕлхе тĕшшипе ĕçлемелле те ĕçлемелле. "Чи пĕрремĕш тата чи кирли – чĕлхене якатмалла, ăна тĕрлĕ çÿп-çапран шăмă тухиччен тасатмалла", – тенĕ Эрнест Хемингуэй та. Шăмă тухиччен... Вăйлă каланă вĕт?
– Вăйлă тата тĕрĕс палăртнă. Кала-ха, паянхи вулакан çыравçăсенчен мĕн кĕтет, мĕне ытларах килĕштерет?
– Интернет, пысăк технологисен ĕмĕрĕнче вулаканăн тавра курăмĕ палăрмаллах улшăнчĕ, мала кайрĕ: пÿрнерен ĕмсе кăларнине, маччана пăхса çырнине ĕненмест. Вăл чăн пурнăç çинчен хайланине килĕштерет. Чун вучахĕнче вĕрекен хуранта кăмăл-туйăмне çырлахтараканнине, канăç кÿрекеннине, хăйĕн социаллă ыйтăвĕсене татса панине шырать. Калав-повеç калăпланă чухне çаксене тĕпе хума тăрăшатăп.
– Ĕлĕкхипе хальхи чăваш литературине танлаштарса тишкеретĕн-и? Мĕнлерех уйрăмлăхсене асăрхатăн?
– Ыйтăву критиксемпе тĕпчевçĕсем валли-ха та, юрĕ, вĕсен анине кĕрсе пĕр-ик сăмах калам. Хăш-пĕр çыравçă: "Чăваш литератури чи вăйлă аталаннă тапхăр иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче пулнă", – тет. Çаплах-тăр. Курнăçланса хирĕçлессĕм килмест.
Асăннă çулсенче пичетленнĕ кĕнекесене тĕпчевлĕн, хальхи куçпа витерлесе вулассине йăлана кĕртрĕм. Вĕсенче Коммунистсен партийĕн идеологийĕн сĕмĕ-сĕрĕмĕ ярт курăнмалла палкаса тăнисĕр пуçне кăсăклă ытти самант та пайтах тĕл пулать. Халăхăн ят-сумне "тивĕçнĕ" писатель, хăйне "чун инженерĕ" текенскер, ытла та çиелтен шăйăрттарнă-çке тесе тĕлĕнсе ларатăп вара. Ăнланатăп-ха, ун чухне цензорсен, обком идеологĕсен алли вăрăм та çирĕп пулнă. Парти директивисене ан пăхăн-ха, чăнлăх енне сулăн-ха – цензорсем чăр-чар туртса пăрахнă, "ăса кĕрсе" çитмесĕр издательство çывăхне те пыртарман. Тата та тÿррĕн каласан – тĕрĕссине çырни влаçа кирлĕ мар, нихăçан та кирлĕ пулман. Ăна патриотизм кирлĕ: урра-патриотизм, хăйĕн тытăмне хÿтĕлемелли патриотизм. Обком аппаратчикĕсем-идеологĕсем тăнлавсенчен шаккасах тăнă: "Калав-повеçре вăрçăри йывăрлăхсем пирки ан çырăр, вĕсем халăха кирлĕ мар – ахаль те нумай тÿснĕ. Çынсенче, уйрăмах ачасенче, патриотизм туйăмне аталантармалли, çирĕплетмелли героикăллă сăнарсем калăплăр". Вăт калăпланă, штампланă суя патриотизм. Кун пирки "Атăлти хĕрессем" повеçре Леонид Ахахов çыравçă та чуна ыраттармалла уççăн калать. "Повеçсене çырнă чухне эпĕ миçе хутчен йĕнине пĕлесчĕ санăн?.. Эсĕ, эпĕ, юлташсем юн тăкса çапăçнă, ал-урасăр юлнă, хыпарсăр çухалнă, тыткăнра асапланнă, сутăнчăклăха курнă, тÿснĕ вăрçăна çырайманшăн, тĕрĕссине çыртарманшăн йĕретĕп", – тет вăл.
Чăннипех те ирĕклĕх çитменех çав ун чухне. Çакна "Атăлти хĕрессем" повеç çырма хатĕрленнĕ чухне те яр уççăнах ăнлантăм. ГЭС туни çинчен журналистсемпе писательсем мĕн çырнă-ха тесе пĕтĕм статья-хайлава Наци библиотекинче тупса вуларăм. Питĕ тĕлĕнтĕм: вĕсенче хавхаланса "параппан" çапни, урра-урра кăшкăрни çеç. Шыв айне пулакан вун-вун ял-поселок халăхне урăх вырăнсене еплерех куçарни вара пачах та çук. Атăл леш енче пурăннисем каланă тăрăх – пĕр çемье те тĕпленнĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă тăрăхсенчен ÿппĕн-теппĕн хăпса тухман, хирĕçÿллĕ самантсем те пулнă...
Эсĕ ыйтнă уйрăмлăх шăпах çакăнта – халĕ ирĕклĕ, суймасăр, чиновниксем мĕн калĕç-ши тесе шикленмесĕр çырма май пур. Çыратпăр та. Шел, вуласшăнах мар вырăсланса пыракан хальхи ăру. Кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулма пăрахманнине пĕлсе тăнă çĕртех Ахрат çырми еннелле утатпăр.
– Калаçăва мĕнлерех сăмахсемпе тăрлас тетĕн?
– Эпĕ ăна... журнал хуплашкинчех тăрланă.
Владимир СТЕПАНОВ калаçнă
Комментари хушас