- Чăвашла верси
- Русская версия
Тухăçа чакараççĕ
Май уйăхĕнче сывлăш температури вырăн-вырăнпа 1 градус сивве çитрĕ. Çакă ÿсен-тăран культурисене мĕнле витĕм кÿчĕ-ши?
Кĕрхи культурăсем палăрмаллах вăй илнĕ, лайăх аталанаççĕ. Май уйăхĕн 22- мĕшĕ тĕлне Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем 49,9 пин гектар çинче фитосанитари мониторингне ирттернĕ. Мĕн палăртнă-ха вăл?
Çурхи сивĕсем культурăсене сиенлеймен. Анчах вĕсене сăтăрçăсем тапăннă- мĕн. Тĕрĕсленĕ лаптăкран кĕрхисен 5,9 пин гектарне /90 процентне/ вĕт пăрçа ернине асăрханă. Вăрнар районĕнче уйрăмах нумай иккен вăл. Ăскăчпа 100 хутчен сулса илнĕ хыççăн вăтамран 433 вĕт пăрçа çакланнă.
Тĕрĕсленĕ 400 гектар çинче трипс пурри палăрнă. Ăскăча вăтамран 61,5 штук лекнĕ. Сăтăрçă Куславкка районĕнчи кĕрхи тулла ытларах «кăмăллани» палăрать — 275 штук.
Швед шăни те Чăваш Енре хăйне лайăх туять. Тĕрĕсленĕ лаптăкăн 61,2 проценчĕ çинче ĕрчет вăл. Ăскăча вăтамран 9,7 штук лекнĕ. Пăрачкав тăрăхĕнчи 4540 гектар çинче — 15. Сиенлĕ кăпшанкă çурхи культурăсене те куç хывнă иккен. Унта çăмарта хывма тытăнни палăрать — пĕр тăваткал метрта 0,04 экз.
Тĕрĕсленĕ хыççăн 1,55 пин гектар çинче пьявица /кăвакки/ сарăлнине палăртнă. Ăскăча вăтамран 0,9 штук лекнĕ. Канаш районĕнчи 110 гектар кĕрхи тулă çинче — 1,5 экз. Шурă янкара лаптăксен — 30, çулçăн тутăх чирне 24 проценчĕ çинче тупса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне септориоз та палăрнă /40 процент/. Çум курăк та культура анисенче тымар янă, уйсен 74 проценчĕ унпа хупланнă.
Маларах акнă çурхи культурăсем 2-3 çулçă кăларма ĕлкĕрнĕ. Вĕсене 19,2 гектар çинче тĕрĕсленĕ. Уй хĕррисенче тырă хăнкăли вăй илме тытăнни паллă. Ăскăча 9,8 штук лекнĕ. Пăрçа йышши культурăсене вара вăрăм сăмса сăтăр кÿрет. Пĕр тăваткал метрта — 2,3 экз. Вырăн-вырăнпа вăл çурхисене 25 процент таран тĕп тунă.
Вăрлăха им-çамламасăр акнă çĕрте тымар çĕрме тытăнни паллă.
Ял хуçалăх культурисен тепĕр сăтăрçи — кăшлакан чĕр чунсем. Вĕсене те 12,047 гектар çинче хуçаланнине асăрханă /тĕрĕсленĕ 30,653 пин гектартан/. Пĕр гектар çинче 57,77 шăши йăви туп-са палăртнă. Вĕсем нумай çул ÿсекен курăксен тата парлак çĕр çинче ытларах сарăлаççĕ. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕсен хĕрринче, вăрман тăрăхĕнче пайтах. Кăшлакан чĕр чунсем ÿсен-тăрана ыт-лашши сиенлени палăрман. Вĕсем уйрăмах сухаламан лаптăкра ĕрчеççĕ. Пăрачкав районĕнче 0,25 пин гектар çинче вăтамран 252 йăва тупнă. Муркаш районĕнче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче те пайтах-мĕн, 520 гектара 115 йăва тивет. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕнче — 5. Пăрачкав районĕнче 270 гектар кĕрхи тулă уйĕнче 7,8 йăва пуррине асăрханă. Малалла вулас...
Татьяна ПЫРКИНА, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ.
Комментари хушас