«Эппин, эпир кирлĕ»

20 Çу, 2020

Раççей Конституцийĕнче волонтерсене тата комерциллĕ мар организацисене пырса тивекен тӳрлетӳ кĕртесшĕн. Çакă вĕсене шаннине палăртать. Ырă кăмăллăхçăсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче, çĕршыв шайĕнчи мероприятисем вĕсемсĕр иртмеççĕ. Волонтерсем тĕрлĕ тытăмра тăрăшаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнисене алă параççĕ.

Çĕршывăн Тĕп саккунĕнче ырă кăмăллăхçăсен юхăмĕсен пĕлтерĕшне палăртса хăварасшăн. Çакă патшалăх хавхалантарнипе пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшĕ.

Арина МАКСИМОВА, Республикăри волонтерсен центрĕн ертӳçи:

— Манăн шухăшпа, çак тӳрлетӳ патшалăх волонтерсен ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панине çирĕплетет. Раççейре пĕр миллион ытла ырă кăмăллăхçă. Çак йышра — пысăк мероприятисене ирттерме пулăшакансем, халăх пурнăçне лайăхлатма май паракан социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене аталантаракансем. Конституцире волонтерсем пирки каланине çирĕплетсе хăварни малалла ĕçлеме хавхалантарать. Эппин, эпир кирлĕ. Вăхăт шунă май федераци шайĕнче йышăннă докуменсем вăйне çухатма пултараççĕ, Коституцире палăртни вара кивелмĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.