Пыл хурчĕсене упрар
Çурхи-çуллахи тапхăрта аграрисем ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхлама им-çампа усă кураççĕ. Анчах ăна виçесĕр сапни усăллă хурт-кăпшанкăшăн хăрушлăх кăларса тăратать.
Çурхи-çуллахи тапхăрта хирте культурăсене пестицид сапнă хыççăн пыл хурчĕсем час-часах наркăмăшланаççĕ, вилеççĕ. Хурт-хăмăра тата вĕсен продукцине пестицидсенчен сыхлама Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ аграрисене пестицидсемпе, агрохимикатсемпе усă курнă, упранă, сутнă, тĕрĕсленĕ, куçарнă, сиенсĕрлетнĕ, тĕп тунă чухне СанПиН требованийĕсене çирĕп пăхăнмаллине асра тытма сĕнет.
Раççей ял хуçалăх центрĕн филиалĕн специалисчĕсем çакна аса илтереççĕ: культурăсене им-çамлас умĕн кун пирки утарçăсене асăрхаттармалла. Çав тапхăрта хуртсене вĕллерен кăлармалла мар е хăрушсăр вырăна куçармалла. Лаптăка каçхине, пыл хурчĕсем вĕçме чарăнсан, инструкцие çирĕп пăхăнса им-çам сапмалла.
СанПиНре палăртнă тăрăх, пестицидпа усă курнă чухне çынсене асăрхаттарма лаптăк чиккине «Обработано пестицидами» текен ятарлă паллă лартмалла. Унта кĕскен асăрхану мерисем пирки тата асăннă территорие хăçан тухма юранине кăтартмалла.
Инструкцире кашни пестицидпа экологи регламентне палăртнă. Ăна лайăх вуламалла, çирĕп пăхăнмалла. Пестицид чĕркемĕ çинче патшалăх регистрацийĕ, уй-хир условийĕсенче усă курнă чухне хăрушлăх класне палăртни пулмалла.
Им-çам хăрушлăхне кура тата унпа экологи регламенчĕпе килĕшÿллĕн мĕнлерех усă курас ĕçе виçĕ ушкăна уйăрнă. 1 класлă хăрушлăх пысăк шайри хăрушлăх чухне экологи регламентне пăхăнмалли мерăсем:
* — им-çама хире каçхине, хĕвел ансан, сапмалла
* — çил çеккунтра 1-2 метртан ытла вĕрмелле мар
* — пыл хурчĕсен хÿтлĕх зони 4-5 км аяккарах пулмалла;
— хуртсене им-çамланă лаптăкра 4-6 талăк вĕçтермелле мар е пестицидпа усă курнă вырăнтан 6 талăклăха урăх вырăна куçармалла.
2 класлă хăрушлăх вăтам шайри хăрушлăх чухне пăхăнмалли мерăсем:
— им-çамлакан хир таврашĕнчи чечекленекен çум курăксене пестицид лекесрен çулмалла
— ÿсен-тăрана хĕвел ансан, каçхине, им-çамламалла
— çил çеккунтра 2-3 метртан ытла вĕрмелле мар;
— пыл хурчĕсен хÿтлĕх зони 3-4 км пулмалла
— пестицид сапнă лаптăкра пыл хурчĕсене 2-3 талăк вĕçтерме юрамасть. 3 класлă хăрушлăх пĕчĕк шайри хăрушлăх чухне пăхăнмалли мерăсем:
— культурăна ир-ирех е каçхине, хĕвел ансан, им-çам сапмалла
— çил çеккунтра 2-3 метртан ытла вĕрмелле мар;
— пыл хурчĕсене им-çамланă лаптăка 20-24 сехетлĕхе кăларма юрамасть. Малалла вулас…
Ольга КАРПОВА, ертсе пыракан специалист.
Комментари хушас