Чĕлхе пур чухне халăх пĕтмест
Паян Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чĕлхе наци культурине упраса хăвармалли хатĕр шутланать» темăпа Правительство çуртĕнче çавра сĕтел иртрĕ.
Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уçрĕ: «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварса аталантарасси, унăн ят-сумне çĕклесси — пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене вĕренме, унпа калаçма майсем çителĕклех. Ачасене, çамрăксене тăван сăмахпа кăсăклантарнисĕр пуçне чăваш халăхĕн çырулăх культурине электрон уçлăхра та çул уçса памалла. Çавăн пекех чĕлхене тĕрĕсенче, эрешсемпе капăрлăхсенче, кĕнекесенче аталантармалла». Çавра сĕтел ĕçне ЧР культура министрĕ Роза Лизакова йĕркелесе пычĕ.
Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие Иван Яковлев çуралса ӳснĕ тăрăхри, Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче, тата Константин Ивановăн тăван ялĕнче, Пушкăртри Слакпуçĕнче, пурăнакан ентешсем те хутшăнчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Чăваш кĕнеке издательствин, Чăваш наци музейĕн, библиотекин, Çамрăксен театрĕн, «Асамат кĕперĕ» культура курав центрĕн представителĕсем хальхи вăхăтри чĕлхе пĕлĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсем, кĕнеке, театр чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни, чăваш халăхĕн çырулăх культурине интернетра аталантарни пирки калаçрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе пысăк тӳпе хывакан вĕрентекенсене, ăслăлăх сотрудникĕсене Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ медальсемпе чысларĕ.
Çавра сĕтел республика ертӳçин Олег Николаевăн Контактри ушкăнĕнче тӳрĕ эфира тухрĕ.
Сăмах май
Чăваш чĕлхи кунне çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн çутта кăларуçин Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те анлă паллă тăваççĕ. Уява 1992 çулта çирĕплетнĕ.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.
Комментари хушас