Çу каçипех – пахчара

24 Утă, 2014

Диана Терентьевăшăн çуллахи кунсем – чи илемлисем. Ирĕклĕ туять вăл хăйне! Кунĕ- пе таçта та çитсе килет. Тусĕ-семпе вăрмана çÿреççĕ, пĕве хĕрне васкаççĕ, килтисене пулăшаççĕ.

Хула хĕрĕ паян та кукамăшĕ патĕн-че ялта. Ăна тĕрлĕ ĕçре пулăшать.

– Сĕт ĕçме питĕ юрататăп эпĕ! Лавккари ун пек тутлах мар, кукамай сунă кăпăклă сĕте вара нимĕнпе те танлаштарма çук. Çавăнпа кĕтĕве каясси те маншăн йывăр ĕç мар. Хуларисен шухăшĕ-пе – ялта пурăнма лайăх. «Йăлтах пур унта: çĕр улмийĕ те, кишĕрĕ те, хăяр-помидорĕ те, сĕчĕпе хăйми-турăхĕ те», – теççĕ ăмсануллăн. Вĕсен сăмахĕсем мана тепĕр чухне тарăхтараççĕ. Ара, ĕçлемесĕр пĕр пахча çимĕç те тĕп сакайне кĕрсе выртмасть-çке. Акă, сăмахран, çу каçа эпир кукамайпа пахчаран кĕме пĕлместпĕр. Çимĕçсене ĕнтĕ миçе хутчен çум курăкран тасатрăмăр, шăвартăмăр. Е тата ĕне те сывлăшпа пурăнаймасть. Пĕлетĕр-и, ăна валли мĕн чухлĕ апат кирлĕ-ĕ-ĕ! Çулла çаранра хăй «ĕçлесе» хăех хырăмне тăрантарать-ха. Хĕлле апла мар-çке. Тутлă сĕт патăр тесе унăн умне час-час утă-улăм хурса тăмалла. Кăшман та кăмăллать вăл. Çăнăхпа хутăштарнă шыва юратса ĕçет, çăкăр чĕллишĕн каçса каять. Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр нимĕн те пулмассине эпĕ тахçанах пĕлетĕп, – тет Канаш хулинче пурăнакан Диана Терентьева.

Пушă вăхăт тупăнсанах урама васкать хĕр ача. Юлташĕсемпе тĕрлĕ вăйăра канăçлăхне тупать.

– Хăш чухне пĕр-пĕрне тытмалла вылятпăр. Мана вара никам та хăваласа çитеймест. Ара, класра та эпĕ чи хытă чупаканни-çке. Хĕр ачасене кăна мар, арçын ачасене те хамран чылай кая хăваратăп, – мăнаçлансах калаçать çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче улттăмĕш класа кайма хатĕрленекен çамрăк.

Тус-юлташĕ те, пĕрле вĕренекенсем те унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Пуçăннă ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть вăл. «Никам пулăшăвĕ те кирлĕ мар, хамах пурнăçлатăп», – тет хăпартланса.

Чăваш чĕлхине вĕрентекен Надежда Викентьевна Максимовăшăн тунсăхланине те палăртрĕ хĕр ача.

– Юратнă педагогăм пулăшнипе çырас туртăм çуралчĕ. Пĕчĕк калав шăрçаласан вăл яланах тĕрĕслесе хак парать. Тĕрлĕ кăлтăкран епле хăтăлмаллине те ăнлантарать. Сĕнÿ-канаш пани пире хавхалантарать. Малашне те «Тантăшпа» çыхăну тытма вăй-хăват хушать, – ăнлантарать кăмăллăн Ди-ана.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш,

11-мĕш шкул.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.