Шупашкар чи хӑтлӑ хуласен йышне кӗнӗ

3 Ака, 2020

Паян Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Шупашкар ертӳлĕхне Чăваш Ен тĕп хули 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе Федерацин Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăн йышăннипе саламларĕ.

Çак индекса РФ Стройминĕ тин çеç, кĕçнерникун, пичетлесе кăларнă. Шупашкар округра — 1-мĕш, Раççейре 6-мĕш вырăнсене йышăннă.

«Вăт, пурăнатпăр, хамăр çĕршывăн чи хăтлă хулисенчен пĕринче пурăннине чухламастпăр та…» — шӳтлерĕ кун пирки Алексей Ладыков. Хăйсен ушкăнĕсенче хăтлă хуласен шутне çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисем те кĕнĕ.

Шел, хăтлă маррисем те пур: Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпӳ. Олег Алексеевич çак хуласен рейтингри позицийĕсене лайăхлатас енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Инвестицисем хывассине ӳстерессишĕн яваплă институтсен ĕçне çĕнĕ шая çĕклесшĕн, çакă шăпах пĕчĕк хуласен аталанăвне те пулăшма тивĕç. Ку вара вĕсен экономикине кăна мар, хуласен çыннисен пурнăç пахалăхне, çав муниципалитетсенчи хăтлăха та пырса тивмелле.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас