Ăста аллинче ĕç вылять
Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Федор Артамонов чăваш халăх ĕç-хĕлне, кун-çулне сăнласа йывăçран кÿлепесем, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ касса кăларать. Унăн ĕçĕсем ялти вулавăшра упранаççĕ.
Унăн пуканийĕсем ĕçлеççĕ, уявсенче вара юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çавăн пекех вăл вăрçă вăхăтĕнчи пулăма та сăнласа панă: фронтрине те, тылрине те.
Кĕлеткесене йывăçран касса кăларнă хыççăн сăрласа илемлетет. Вăл ытларах çăка йывăçпа ĕçлеме кăмăллать.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас