Ашшĕсĕр çитĕннĕ

19 Нарăс, 2020

Яков Поликарпович Поликарпов Октябрьски районне халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ кĕрекен Хуракасси ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Ÿссе çитсен Этнескер ялĕнчи Анастасия Тихоновнăпа мăшăрланса çемье çавăрнă. Туслă çемьере 4 ача кун çути курнă. Поликарповсем «Социализм» колхозра ырми-канми ĕçленĕ.

«Пĕррехинче эпĕ урамра вылянă чухне атте кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитмесĕрех киле таврăнчĕ. «Атте, эсĕ килтĕн те-çке», — терĕм. Вăл мана пуçран шăлчĕ, юратрĕ: «Килмелле пулчĕ-ха», — хуравларĕ кĕскен.
Атте пÿрте кĕрсе тумланчĕ. Анне çăмарта пĕçерчĕ. Ăна вăрçа ăсатма пирĕн пата çынсем пуçтарăнчĕç. «Аçу фронта кайсан мĕнле пурăнатăр-ха?» — терĕç вĕсем. Вăл таврăнасса эпĕ питĕ шантăм.
Анне аттене ăсатма кайрĕ. Ялтан тухса Рак кĕперĕ урлă каçсан атте çÿлелле укçа ывăтнă иккен. Вăрçăран таврăнассипе таврăнмассине пĕлесшĕн пулнă вăл. Вут-çулăм хирĕнчен килмелле мар кăтартнă ăна укçа», — иртнине аса илчĕ хĕрĕ Раиса. Вăл ун чухне 4 çулта пулнă.
«Аттерен темиçе çыру илнĕ эпир, — малалла тăсăлать сăмах çиппи. — Хамăр та çырнă. Пур çыру та атте патне çитеймен пулмалла. Çемьере пиллĕкмĕш ачи Фаина çуралнине те пĕлеймен мăнтарăн. Пĕр çырăвĕнче çапла çырнăччĕ: «Киле таврăнасси çинчен шухăшламалли çук. Халĕ кунне 250 грамм çăкăр параççĕ, малтан — 600, каярахпа 400 паратчĕç…»
Яков Поликарпович Ленинград патĕнчи хаяр çапăçура аманнă хыççăн 1942 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Çапла вара Анастасия Тихоновна 5 ачапа тăлăха юлнă. Вăл вăхăтра мĕнле йывăр пулни çинчен аса илсен халĕ те чун хурланнине калаççĕ хĕрĕсем Раисăпа Юля. Çуллахи вăхăтра сĕтел çинче курăк яшки, пахчара çитĕнтернĕ кăшман, кавăн, çĕр улми пулнă. Çăкăр пĕçерме мăян вăрри пуçтарнă. Типĕтнĕ улма хуппине, мăян вăррине пĕр-икĕ ывăç тырăпа /вăл та пур чухне те пулман/ хутăштарса арманта авăртнă.
1945 çулхи март уйăхĕнче Поликарповсен аслă ачисем Лизăпа Ваççа хĕрлĕ шатрапа чирлесе вилнĕ. Ыттисем те чирленĕ, çапах вĕсем сывалнă. Халĕ виçĕ хĕрĕ туслă пурăнаççĕ. Юльăпа Раиса тăван кил ăшшине упраççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Фаина мăшăрĕпе Илменкассинче пурăнать. Аппăшĕсем патне час-часах кайса çÿрет. Пĕртăвансем туслă пулни, пĕр-пĕрне хисеплени вĕсене пурнăç çулĕпе утма хавхалантарать.
Юля вăрçă пуçланнă чухне виçĕ çул тултарайман пулин те куккăшĕ илсе килнĕ канфета ашшĕ пĕрер валеçсе тухнине лайăх астăвать. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр вăрçă ачисем колхозра та ĕçленĕ, шкулта та вĕреннĕ. Тăрăшуллă пулнăран виççĕшĕ те малалла пĕлÿ илнĕ: Раиса Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Юля та бухгалтер профессине алла илнĕ. «Эльбарусовский» совхозра, Сĕнтĕрвăрринче вăй хунă. Фаина — медсестра. Вăл мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Упăшки Виталий Хмелев совхозра тĕп инженерта тăрăшнă, пĕр вăхăт совхоз директорĕнче те ĕçленĕ. Ачисем ашшĕ çулĕпе кайнă. Асли Николай Чăваш патшалăх университетĕнче электрик специальноçне алла илнĕ, хĕрĕ Надя — инженер-строитель. Куçăн мар майпа бухгалтера вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Р.МИХАЙЛОВА, Хуракасси ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.