Черетлĕ конкурс: «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ»
«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ тата Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ пĕрлехи конкурс ирттереççĕ.
«Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ» пултарулăх тупăшăвне Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине тата Чăваш Автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Конкурса чăваш хĕрарăмĕ Çĕнтерĕве вăрçă хирĕнче туптанине, пурте чунран кĕтнĕ куна çывхартма тăрăшса кунне-çĕрне пĕлмесĕр уй-хирте тăрăшнине, чăтмалла мар асаппа терте парăнмасăр пур пĕр малаллах утнине çырса кăтартакан ĕçсене йышăнаççĕ. Çак кунсен чапĕ, мухтавĕ нихăçан та çухалмĕ. Эпир вара аслă ăру умĕнче — ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Çавăн пекех конкурс тĕллевĕ чăваш чĕлхине упраса хăварассипе те çыхăннă. Хĕрарăм — çемье вучахĕн управçи — пĕлтерĕшне тепĕр хут аса илтерсе ăна илемлĕ сăмах вăйĕ урлă кăтартма хатĕр-и, хаклă вулаканăм?
Апла пулсассăн сирĕнтен пултарулăх ĕçĕсем кĕтетпĕр. Конкурса 14 çултан иртнĕ çамрăксенчен пуçласа аслă çултисем хутшăнма пултараççĕ. Чăвашла çырнă, Arial—23XP шрифтпа наборланă ĕçсене кăна йышăнаççĕ. «Проза», «Публицистика», «Поэзи» номинацисенче, конкурса хутшăнакансен ÿсĕмне кура виçĕ ушкăнра хаклаççĕ. Конкурсантсем кашни пĕр хайлавпа е икĕ сăвăпа хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçсене 2020 çулхи çĕртме 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Конкурс условийĕсемпе тĕплĕнрех «Хыпар» сайтĕнче — адресĕ www.hypar.ru (конкурс положенийĕ кунта) — тата «Одноклассники» социаллă сетьре «Чăваш хĕрарăмĕ» ушкăнра паллашма пулать.
Комментари хушас