Умра — çĕнĕ 2020 çул, е Тавах сире, пĕр шухăшлисем!

11 Раштав, 2019

Хаклă авторсем, юратнă вулаканăмăрсем! Акă черетлĕ çул та сисĕнмесĕр хыçа юлать. Тĕлĕнмелле хăвăрт иртрĕ вăл. Тытса чарасчĕ те вăхăта, çук çав, — çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕсем…
Çапла вара пĕтĕмлетÿ тума та вăхăт çитрĕ. Тĕрĕссипе, кăçал сывлама та вăхăт пулмарĕ тени ÿстерсе калани мар. Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн ертÿçин тилхепине тыттарнăран та хальхи вăхăтри чăваш литературин «паянхипе ыранхи» çинчен самаях пуç ватма, тĕрлĕ ĕç ирттерме, тĕрлĕ çынпа тĕл пулма, ĕç тума, тухса çÿреме-хутшăнма тÿр килчĕ. Паллах, «Тăван Атăл» журнал та çавна май Чăваш тĕнчине, чăваш лите-ратурине, культурине, искусствине пĕрлештерекен-чăмăртакан кăларăм пулса тăчĕ. Эппин, кĕскен те пулсан шухăшăмсене сирĕн патăра та çитерме тăрăшса пăхам.

1. «Тăван Атăл» Америкăна çитрĕ

Чăннипех те çапла. Туслă пурăнма пĕлни ĕнтĕ çакă. «Тăван Атăл» журналăн иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн номерĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнче кун çути курнă, хальхи вăхăтра аякри Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче, Бостон хули çывăхĕнче, пурăнакан Надежда Сандркина марафонка çитĕнĕвĕпе синкерлĕ шăпи çинчен Николай Ларионов çырнă очерка кун çути кăтартнăччĕ эпир. «Йĕрсе вуларăм…» — тенĕччĕ çак хайлав пирки Канаш районĕнчи пĕр вулакан. Çапла-а-а… Пы-тармастăп, хайлава пичете хатĕрленĕ май çак йĕркесен авторĕн те куçĕсем пĕрре кăна мар шывланчĕç. Эпир те туслашрăмăр Надежда Николаевнăпа. Кĕнекине пахаланă çĕре те хутшăнтăмăр, Чĕмпĕр облаçне çыравçăсен «десанчĕпе» кайса килтĕмĕр. Очерк геройĕ тав сăмахĕпе лăпланмарĕ, хăй çуралнă ял çыннисене журнала 10 экземпляр çырăнса пачĕ, малашне те пулăшса пыма шантарчĕ, — сăмахне тытрĕ.
Çÿлерех калани-çырни – пĕр тĕслĕх кăна. Журнала ытларах вулакан патне çитерме пу-лăшакансем тата та пулчĕç. Кăвар чĕреллĕ тепĕр «шултра» чăваш арĕ – А.И.Самакин. Унăн Шупашкарти лавкки те чăн чăвашла — çурчĕ çине «Килĕрех!» тесе çырса çапнă. Александр Иванович республикăри ветерансен çурчĕсем валли 50 экземпляр «Тăван Атăл» çырăнса пачĕ. Мĕн тери сăваплă ĕç турĕ.
Паллах, журнала халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе вăй-халне шеллемен ытти автор- вулакана та тав тăватăп, çак тĕлĕшпе уйрăмах Канаш, Элĕк, Красноармейски, Вăрнар районĕсем маттуррине палăртатăп. Çыравçăсене илес пулсан та чăваш чунĕллисем пурах çав. Улькка Эльмен прозаикăн романĕсене эсир юратса вулатăр. Вăл вара паха литература хайлавĕсем шăрçалать кăна мар, журналпа ытларах халăх паллаштăр тесе ăна ентешĕсене çырăнса та парать. Çак ырă тĕслĕхе ытти сăмах ăстисем шута илсен те пĕртте япăх мар паллах.
Çырăнтару çинчен каласан, Шупашкарти тата районсенчи «Чăвашпичет» киоскĕсен шутне чакарни чăваш хаçат-журналне çырăнса илес ĕçе япăх витĕм кÿнине палăртмаллах, мĕншĕн тесен вĕсенче кăларăмсене йÿнĕрех хакпа çырăнма пулатчĕ. Халĕ вара «Тăван Атăл» журнала, хаклă вулаканăмăрсем, сирĕн ытларах почта уйрăмĕсенче çырăнса илме тивет. Почта тени вара паян, шел те, пичет кăларăмĕсене унчченхи пек тимлĕх уйăрманни куçкĕрет. Почта тăкакĕсемшĕн тÿлемелли виçине кашни çур çултан хаклăлатса пыни çеç мар тата. Хатĕр кăларăмсене çырăнса илекенсем патне вăхăтра çитерес енĕпе те йывăрлăхсем çук мар. Регионсенчи вулаканăмăрсене ку тĕлĕшпе пушшех те çăмăл мар. Тĕслĕхрен, «Тăван Атăл» Раççей почтин Шупашкарти хаçат-журнал экспедици /хатĕр продукцие регионсемпе ра йонсене салатакан тытăм/ çуртĕн- чен тухса Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи вулакан аллине çитиччен сахалтан та виçĕ /?!!/ эрне иртет. Тĕлĕнмелле — çул çинче ăçта тытăнса-çухалса пырать черетлĕ кăларăм? Çавăнпа вулаканăмăрсенчен каçару ыйтнипе пĕрлех чăтăмлăхăршăн тав тăватăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.