- Чăвашла верси
- Русская версия
Тольяттири шкулсенче чăваш культурипе паллашаççĕ
Чăваш автономи йĕркелесе янăранпа 100 çул çывхарнине кура юлашки вăхăтра пур çĕрте те чăваш историйĕпе, культурипе кăсăкланма пуçларĕç. Тольяттире те çавах.
Кăçал чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн хулана Чăваш Республикин культура, нацисен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев тата Чăваш Республикинчи халăх представителĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков Шупашкарти артистсен пысăк ушкăнĕпе, филармонири юрă-ташă коллективĕсемпе килсе кайни те витĕмлĕ пулчĕ пулас, кунти шкулсенче чăваш культурипе татах та нумайрах кăсăкланма пуçларĕç. Паллах, унччен те вырăнти чăвашсен культурăпа наци пĕрлешĕвĕ, правлени председателĕ Александр Бикмурзин, хаваспах çак пархатарлă ĕçе хутшăннă. Нумай çул хушши ача садĕсенчен, шкулсенчен, ытти вĕренÿ учрежденисенчен йыхравсем ярсан тулли кăмăлпа пулăшнă эпир. Хальтерех те чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Автозавод районĕнчи 93-мĕш вăтам пĕлÿ паракан шкулта 4-мĕш класра вĕренекен ачасем патĕнче чăваш активисчĕсен пĕр ушкăнĕ (А. Бикмузин, Н. Панфиленко, З. Егорова, Г. Толстова) пулчĕ, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче эпир (А. Бикмурзин, З. Левукова, Ю. Орлов, З. Егорова тата эпĕ) Тольяттири патшалăх университетĕнче «Тольятти. Ăнăçу территорийĕ» форумра хутшăнтăмăр, чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче татах 70-мĕш шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсемпе Наталия Панфиленко, Зоя Егорова, Зинаида Левукова тата эпĕ унта ирттернĕ Чăваш культури кунĕнче пултăмăр. Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче вара Самар хулинчи облаçри вĕренÿре ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстерекен института хамăн мăшăрăмпа Зинаидăпа каймалла, унта чăваш апат-çимĕçĕ тата алă ăсти куравĕсенче хутшăнмалла, пĕлÿ ÿстерме килнĕ вĕрентекенсене чăваш культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе чăваш чĕлхи-литературипе паллаштармалла.
Малалла эпĕ Чăваш культури кунне ирттерни çинчен уйрăммăн каласа хăварасшăн. Çак эпир пулнă кермен пек икĕ хутлă çуртра 70-мĕш вăтам пĕлÿ паракан шкулта 1-мĕш класран пуçласа 4-мĕш класс пĕтериччен кăна вĕрентеççĕ, аслăраххисем - çак кварталти тепĕр çуртра. Эпир пулнă иккĕмĕш классем тăххăр. Кашнинче 30-шар ача. 270 ача иккĕмĕш класра вĕренекенсем кăна! Паллах, епле тăрăшсан та пĕр урок хушшинче пур класра та пулаймăн. Виçĕ класра пулса тĕплĕнрех чăваш халăх историйĕпе, Чăваш Республикин ялавĕпе, гербĕпе, чăвашсен паттăр çыннисемпе паллаштартăмăр. Ачасем тăрăшсах пирĕн хыççăн «Аван-и?», «Сывлăх сунатпăр», «анне-атте», «Шупашкар», «Сывă пулăр!» тата ытти сăмахсене тăрăшсах калама вĕренчĕç. Чăваш ачисем те пур иккен кунта, çумра утса пынă чухне пĕри мана: «Как приду домой скажу – анне-атте, аван-и?» Тата мĕн тĕлĕнтерчĕ çак мероприятинче пире – ачасем пурте тенĕ пекех чăваш тумĕпе! Кĕтĕмĕр те малтанхи виçĕ класа куçсем шарсах кайрĕç, чăваш класне лекнĕ пекех туйăнчĕ, тÿрех чăвашла сывлăх сунтăмăр вĕсене пĕр тăхтамасăр.
Коридорта шăнкăрав мар, илемлĕ юрă кĕвви янăраса кайрĕ те, эпир ачасемпе пĕрле акт залне пухăнтăмăр. Кунта вара тулли зал, ачасем те, ашшĕ-амăшсем те пухăннă. Сцена çинче чи малтан шкулти балет кружокне çÿрекен хĕрачасем питĕ илемлĕ ташă кăтартса пурне те тĕлĕнтерчĕç. Чăваш культури кунĕпе саламлама пире те сăмах парсан эпĕ чăтаймарăм Чăваш çĕрĕн маттур та пултаруллă хĕрĕ, балет мастерĕ, СССР халăх артистки Надежда Павлова çинчен аса илтерсе хĕрачасене пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантартăм.
Малалли ачасен концерт номерĕсем те питĕ килĕшÿллĕ. Кашни класри пултаруллă ачасем чăваш тумĕсемпе сцена çине тухса е чăвашла сăвăсем каларĕç, е чăваш ташши ташларĕç, чăвашла сценка лартса паракансем те пулчĕç. Чăваш кăмакине те хăйсемех ăсталанă, вучахĕ те çунать, ватă мучипе унăн карчăкĕ, вĕсем патне алăк урати урлă каçакан кÿршĕ-аршисем те чăвашла калаçаççĕ. Чăваш сăмахĕсене хуçкалантарса каласан та - питĕ ăнланмалла кĕске сценка кăтартса пачĕç маттурскерсем. Чернышева Ирина Сергеевнăн вĕрентекенĕн 2-мĕш Г класри хĕрачисем калама çук килĕштерсе «Çумăр çăвать» юрра чăвашла та, вырăсла та юрласа савăнтарчĕç. Мероприяти вĕçĕнче, пурте сцена çине тухса сăнÿкерчĕк тунă хыççăн, купăспа çак юрра пурте пĕрле юрласа Чăваш культури кунне вĕçлерĕмĕр.
Пĕтĕмлетÿ пек калани пултăр. Вырăсла вĕрентекен шкулсенче те чăваш халăхне хисеплесе Чăваш культури кунне ирттерекенсем пулсан, чăваш чĕлхи çĕтмест, чăвашлăх çухалмасть. Шансах калас килет хам каланине, Петĕр Хусанкай та «Çак кунччен упраннă халăх мăшкăлланмĕ паянтан. Хăйне хăй парне те палăк, пуринпе те вăл пĕр тан!» тенĕ. Эх, анчах, анчах пурнăç пачах урăхла кăтартасшăн çав. Пуринпе те пĕр тан пулас тесен пирĕн Чăваш Енре кăна мар, пур ытти регионра та чăвашсем йышлă пурăнакан ялсенче, хуласенче чăваш чĕлхине, литературине, культурине, йăли-йĕркине вĕрентекен шкулсене çине тăрсах уçмалла. Вĕрентÿ программине чăваш чĕлхи урокĕсене кĕртмелле. Вĕрентмелле чăваш ачине тăван чĕлхепе пуплеме, чăвашла шухăшлама... Унсăрăн çĕршыври ытти халăхпа пĕр тан пулма май пур-ши?
Владимир ЛЕВУКОВ, Тольятти хули. Владимир ЛЕВУКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.